Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тĕпчевçĕ те, çыравçă та

Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Александр Семенов 70 çул тултарнă май

Вăтăр çула яхăн каялла, «Сувар» хаçата ӗçлеме куçсанах, Хусанта пурăнакан чăваш чиперӗпе,  «Молодежь Татарстана» хаçатăн бухгалтерӗпе Роза Петровна Семеновăпа паллашнăччӗ. Чăваш хаçачӗн  редакцийӗн бухгалтерӗ Людмила Владимировна Бахтина патне час-часах кӗрсе тухатчӗ вăл, опытлăскер, тин çеç тухма пуçланă хаçатăн бухгалтери ӗçӗнче пулăшу паратчӗ. Çавăн чухне илтнӗччӗ эпӗ унăн мăшăрӗ Александр Семенов аваллăхпа кăсăкланни, ЧОКЦ ертӳçипе Валерий Григорьевич Ислипе Тутарстанри чăваш ялӗсем тăрăх çӳрени, чăвашсемпе тӗл пулса ваттисенчен аваллăх çинчен ыйтса пӗлни çинчен. Паллаштарма ыйтнăччӗ Роза Петровнăна, анчах ун чухне тӗл пулаймарăмăр унăн мăшăрӗпе.

Темиçе çултан çеç тӗл пулма май килчӗ манăн Александр Никонович Семеновпа. Ун чухне «Казанские ведомости» хаçат редакцийӗнче ӗçлеттӗм. «Сувартан» пӗр материала пăхса тухса хак пама ыйтрӗç: «Авторне сан патна яратпăр, хăйех кăтартӗ», – терӗç. Çапла паллашрăмăр эпир. Александр Никонович хаçатра пичетлеме Атăлçи Пăлхар патшалăхӗн аваллăхӗ çинчен «Алмуш патша мăсăльман тӗнне йышăннă-ши?» ятлă вырăсла çырнă самаях пысăк статья илсе килнӗ иккен. Теми маншăн çывăхчӗ, алçырăвӗ те килӗшрӗ. Часах чăвашла куçарнă статья «Суварта» пичетленсе тухрӗ. Çавăн хыççăн Семенов кашни çӗнӗ материалне ман пата илсе пырса кăтартма тытăнчӗ. Икӗ çулта хаçатра вун тăватă статья кун çути курчӗ. Унăн аваллăх çинчен çырнă хайлавӗсем хаçата çӗнӗ сывлăш кӗртетчӗç. Вӗсенчен хăш-пӗрисем каярах уйрăм кӗнекен пичетленчӗç.

Çав кӗнекепе чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши паллашнă иккен.  Автора Чăваш писательсен союзне йышăнма рекомендаци пама ыйтрӗ халăх çыравçи. Хаваспах пурнăçларăм унăн ыйтăвне. Çапла Александр Никонович Чăваш тата Раççей Писательсен союзӗсен пайташӗ пулса тăчӗ. Чылай çул ӗнтӗ вăл Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмне ертсе пырать. Кăштахран Чăваш халăх ăслăлăхпа ӳнер академине те йышăнчӗç ăна.

Александр Никонович 1953 çулхи октябрӗн 29-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче çуралнă. Чистайри совхоз-техникум хыççăн Совет Çарне кайичченех тăван колхозра механикра ӗçленӗ. Хусанти ял хуçалăх институтӗнчен ăнăçлă вӗренсе тухсан çамрăк инженер-механик Тутарстанăн Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç  министерствин çӗнӗ техника пайӗнче, унтан ТАССР ВДНХ «Сельхозтехника» павильонӗн ертӳçинче тăрăшнă.

Аспирантурăра вӗреннӗ. Вунă çул «Союзсельхозхими» наукăпа тӗпчев институчӗн Хусанти филиалӗн конструктор пайӗн ертӳçинче тата металлоконструкци производствин пуçлăхӗнче ӗçленӗ. Çавăн пекех Шалти ӗçсен министерствин автохуçалăхӗнче тăрăшнă, юсав мастерскойӗсене ертсе пынă, «Татавтодорăн» комплектаци пайӗнче вăй хунă. «Татстрой» системинчи металлоконструкцисен экспериментлă завочӗн, строительствăпа производство базин аслă пуçлăхӗ пулнă, «Внедрение технологии» центрӗн» фирмине йӗркеленӗ.

Студент чухнех изобретательство енӗпе кăсăкланнă А.Семенов. Ултă изобретени тата хӗрӗхе яхăн рационализаторла сӗнӳсен авторӗ вăл. Унăн конструкцийӗсене республика тата Пӗтӗм Раççейри семинарсенче кăтартнă, çӗршывăн регионӗсенче ӗçе кӗртнӗ.

Ачаранах тăван тавралăх аваллăхӗпе кăсăкланма тытăннă Александр. Тăван ялӗ епле пуçланса кайни, авалхи йăла-йӗркесем пирки аслашшӗ каласа панине, халăх юррисене магнитофонпа çырса илнӗ. Вăтăра яхăн наукăпа тӗпчев ӗçӗсен авторӗ. «Сувар» хаçатра чăвашсен мăн аслашшӗсен çӗршывӗ – Атăлçи Пăлхар патшалăхӗ, тăван чӗлхен историйӗ çинчен çирӗм ытла статья пичетлесе кăларнă. Унăн «Кто вы –  болгары, волхвы, угоры...?» тӗпчев ӗçӗ «Волжская болгариада – 2015» кӗнекере кун çути курнă.

Унăн аваллăх тӗпчевӗсем Раççей Наукăсен академийӗнчи ăсчах-востоковедсене  кăсăклантарнă. Вӗсем чӗнсе янипе А.Семенов 2021 çулхи декабрьте Мускавра тӗнчери халăхсен хушшинчи конференци ӗçне хутшăннă «Кто они – сакалибы»  темăпа тухса калаçнă.

Палăртса хăварас пулать. «Сакалиба» тесе араб ăсчахӗсем пăлхар халăх ятне мар, çурçӗр енче пурăнакан, авалхи йăла-йӗркесене тытса пыракан халăхсене (язычниксене) уйăрса калани çинчен пӗрремӗш хут çырса ăнлантарнă вăл. 

Тутарстанри чăваш тӗпчевçин ӗçне конференцире пысăка хурса хакланă, Раççей Наукăсен академийӗн Тухăç пӗлӗвӗн институчӗн Тав çырăвӗпе чыс тунă.

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă салтаксен шăпине тӗпченӗ май 70 çултан А.Семенов вăрçăран таврăнман куккăшӗн Василий Сидорович Федоровăн, çавăн пекех 75 çултан Пӗтреç районӗнчи Альведино ялӗнчи ашшӗпе ывăлӗн Богомоловсен вилтăприсене шыраса тупнă.

В.С.Федоров вăрçă вăхăтӗнче РККА аслă çар вӗренӳ академийӗнчен вӗренсе тухнă çынсенчен пӗри пулнă, Çурçӗр флочӗн Çар трибуналӗнче хӗсметре тăнă. Хăйӗн тӗпчев ӗçӗсене пӗтӗмлетсе  Александр Семенов «Если б не было войны» (2016) кӗнеке пичетлесе кăларнă. Çав кӗнеке РФ Оборона министерствин çар университечӗн музейӗнче упранать.

Тӗпчев ӗçӗсенчи çитӗнӳсемшӗн тата наукăна сулмаклă тӳпе хывнăшăн Александр Никонович Семенова Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийӗн премине панă тата Н.В.Никольский ячӗллӗ орденӗпе, Гурий Вандер медалӗпе чысланă. Çавăн пекех ăна М.В.Ломоносовăн 300 çулхи юбилейне халалланă медальпе наградăланă. А.Семенов «Хисеплӗ таврапӗлӳçӗ», «Халăх академикӗ» «Чăваш этнокультурин тава тивӗçлӗ деятелӗ» чыслă ятсене те тивӗçнӗ.

Александр Никонович халӗ те хастар. Ăна Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийӗн правленийӗн президиумне суйланă. Тутарстанри чăваш таврапӗлӳçисемпе час-часах тӗл пулать, кирлӗ пулăшу парать. Кашни çулах тенӗ пек çӗнӗ кӗнеке кăларать.

 Вӗсенчен хăшӗ-пӗри: «Тайны старины глубокой» (2015), «Тайна земли Савруш-батыра» (2017), «Тайны чувашской старины» (2017), «Тайны чувашской (зюрейской) даруги» (2019), «Мама, ты только не плачь, мы вернемся» (2020) тата ыттисем. Ку кӗнекесемпе районсенчи  библиотекăсенче, Чăваш наци библиотекинче, Шупашкарти аслă шкулсенче паллашма пулать.

Хисеплӗ ăсчаха малашне те çӗнӗ ӳсӗмсем тума ăнăçу сунатпăр.

Евгений ТУРХАН, çыравçă, сăвăç, Тутарстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Краеведение