Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТӖПРЕ – ÇЕМЬЕ ИСТОРИЙӖ

«Шăпчăк çӗрӗпех юрлать» романа пӗрре ларса вуласа тухма пулать

Чăваш наци библиотекинче Сергей Павловăн «Шăпчăк çӗрӗпех юрлать» романӗн хăтлавӗ иртрӗ. Кăларăм пӗлтӗрхи çуркунне Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнăччӗ. Унăн ал çырăвӗ ачасемпе çамрăксем валли çырнă произведенисен конкурсӗнче (2022) çӗнтернӗ. «Сӗлкӗш», «Авăр», «Тан таппи», «Тӗтре», «Сарă хăмăш, сар хăях», «Сулăнчăк» тата ытти роман авторне Сергей Павлова саламлама библиотекăна поэтсемпе прозаиксем, библиотекарьсемпе вулакансем пуçтарăнчӗç.

 

Тӗлпулура Сергей Лукиянович хайлава çырнин историйӗпе паллаштарчӗ. Вăл ватă амăшӗ каласа панисене тӗплӗн çырса пынă-мӗн, каярахпа çак асаилӳсене тӗпе хурса илемлӗ произведени шăрçаланă. Малтанах ăна «Анне калавӗ» ят пама палăртнă, анчах писателе пӗр çемье виçи кăна çырлахтарайман. «Хам кăларса тăракан «Хресчен сасси – КИЛ» хаçата вăрçă ачисем тăтăшах çырса тăраççӗ те, вӗсен чăнлăхӗ çын шăпипе тăван халăхăн пурнăçне пӗтӗмлетсе уçса пама хис­терӗ. Унсăр пуçне литература хайлавӗ чăн пулнине улăштармасăр та, илемлӗх мелӗсемпе анлă усă курмасăр та калăпланмасть», – тет С.Павлов. Юратупа курайманлăх, ăмсану, класс кӗрешӗвӗ, коллективизаци тапхăрӗ тата ытти тема тавра шухăшлани çыру сӗтелӗ хушшине ларма хистенӗ ăна.

Романри ӗç-пуç Шăпчăк Эрхипӗн кил-йышӗ тавра пулса иртет. Хăй вăйне, ăс-хакăлне шанакан çемье пуçӗ алă усса ларма хăнăхман, нихăçан та çынна тара тытса ӗçлеттермен. Колхозсем йӗркелеме пуçласан Эрхип çемйине кулаксен шутне кӗртеççӗ, выльăх-чӗрлӗхне, пӳрт­не туртса илеççӗ. Çерçи йăхӗ чунтанах кураймасть Шăпчăксене, вӗсене тӗп тума тӗмсӗлет. Анчах Эрхиппе арăмӗ, ачи-пăчи йывăрлăхсене парăнмаççӗ, тӗрӗслевсем витӗр тухса çирӗпленеççӗ, пурнăç çине урăх куçпа пăхма пуçлаççӗ.

Çапла, романра тӗпре – çемье историйӗ. Хайлавра Шăпчăк йăхӗ çинчен сăмах пырать пулсан, чăнлăхра вӗсем – Шăн­кăрч­сем.

Кӗнеке редакторӗ Ольга Иванова Сергей Павловăн пултарулăхӗпе 9-мӗш класра вӗреннӗ чухнех паллашнине, «Сӗлкӗш» романне хапăлласа йышăннине, каярахпа «Шупашкар кулачӗ» хайлав пуххине хавхаланса вуласа тухнине пӗлтерчӗ. Ун чухне вăл паллă çыравçăн редакторӗ пуласси çинчен сӗмленмен те. Пӗлтӗр вара «Шăпчăк çӗрӗпех юрлать» алçырăва пичете хатӗрлес ӗçе пикенме тивнӗ. «Кăларăм – аслă классенче вӗренекенсем валли, анчах вăл çитӗннисемшӗн те интереслӗ пулӗ, мӗншӗн тесен произведенире çӗршывăмăр кун-çулӗнчи пысăк пӗлтерӗшлӗ пулăмсене хускатнă. Авторăн чӗлхи çыпăçуллă та илемлӗ. Сыпăксен ячӗсенче ваттисен сăмахӗсемпе тата каларăшсемпе усă курнипе вӗсем тӳрех тыткăнлаççӗ, тӗп шухăша палăртма пулăшаççӗ, – терӗ Ольга Михайловна.

Произведенин ятне тупса параканӗ, сӗнекенӗ «Хресчен сасси – КИЛ» корреспонденчӗ Елена Николаева-мӗн. Вăл палăртнă тăрăх, романа пӗрре ларса вуласа тухма пулать. «Кашни сăмахӗ хăй вырăнӗнче, çураçуллă, шайлашуллă. Сюжечӗ тӳрех туртса кӗрсе каять. Чăвашăн пӗтӗм тирпейӗ-перекечӗ курăнать кунта. Шăпчăксем яланах ӗçлӗ, чăн чăваш йăли-йӗркинчен пăрăнман. Çавăнпа кăмăл салхулăхне парăнмаççӗ, пӗтӗм йывăрлăха тӳссе ирттереççӗ», – терӗ Елена Николаевна.

Шăпчăк çӗрӗпех юрлани тепӗр кунне лайăх çанталăк пуласса пӗлтерет иккен. Романри тӗп сăнарсем те ыранхи куна, вăл ырă пуласса кӗтеççӗ, шанăçпа пурăнаççӗ. Хайлав ятӗнче çирӗп ӗненӳ пур. Эппин, малашлăх çутă пулӗ.

Людмила Сачкова хăй те романист пулнă май ӗçтешӗн çӗнӗ кӗнекипе интересленсех паллашнă. Ăна пысăк хак пачӗ. Çав хушăрах çыру чӗлхине ытла ансатлатса ярассинчен сыхланмаллине пӗлтерчӗ. «Кăткăслатмалла, хутлă-хутлă предложенисемпе усă курмалла. Ку стиле пысăклатса, шухăша анлăлатса пыма пулăшать», – терӗ Людмила Николаевна.

Арсений Тарасов çырав­çă-журналист ку тӗлӗшпе урăхларах шухăшлать. «Чӗлхе пирки шухăшлама та кирлӗ мар. Кашни темăн хăйӗн чӗлхи. Вăл хăй тӗллӗнех пулса пырать», – терӗ Арсений Алексеевич.

Сергей Павлова кӗнеке пичетленнӗ ятпа çавăн пекех Улькка Эльмен çыравçă, Василий Кервен поэт саламларӗç. «Эткер» фольклор ушкăнӗ (ертӳçи – ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Земфира Яковлева) уяв хуçине тата хăтлава пухăннă хăнасене чăваш халăх юррисемпе савăнтарчӗ.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев