ТР Наци музейӗнче Кабан кӳллине халалланă курав уçăлчӗ
Ăна пӗлмен çын республикипе те çук-тăр, тен, Тутарстан тулашӗнче пурăнакансем те лайăх пӗлеççӗ
Кабан сăмах Хусанта пурăнакансемшӗн, кӳлӗ хӗрринче пулнă кашни çыншăн илӗртӳллӗн илтӗнет. Кинематографсене те интереслентерет вăл. Дмитрий Коробкин режиссёр ӳкернӗ «Сокровища О.К.» фильмăн сюжечӗ шăпах Кабан кӳллинчи мула шырани çинчен-çке, тӗп рольте паллă юрăç, çăлтăр Алексей Воробьёв вылянă.
Çапла, Кабан кӳлли çинчен халăх нумай халап, легенда хывнă. Çырман чăн историйӗ те кăсăк. Ытларикун ТР Наци музейӗнче уçăлнă «Хранитель тайн: озеро Кабан» курав хăш-пӗр вăрттăнлăхсене уçса парӗ куракана, анчах ыйтусем çав-çавах вӗçленмӗç.
Кабан кӳлли хула ландшафчӗшӗн темиçе ӗмӗр каяллах пӗлтерӗшлӗ пулнă. Экономика аталанăвне, социаллă улшăнусене пула унăн историри ролӗ ялан пӗр килмен. Кӳлӗ çыранӗнче пурăнма тытăннăранпах çынсем çырма шывне ӗçме ăснă. Паллах, япала çума, хуçалăхри ытти ӗçсене тума та çакăнтанах шыв илнӗ. XIX ӗмӗр вӗçленичченех çапла пулнă хулара. Проышленность хăвăрт аталанни Кабан çине те витӗм кӳнӗ. Çывăхрах пӗртăван Крестовниковсен çурта завочӗ ӳссе ларнă (паянхи «Нэфис-Косметикс» АО), каярах – «Спартак» атă-пушмак фабрики. Промышленность точкисем усă курнă шыва пӗр шелсӗр кӳлле юхтарса кăларнă. Паллах, ку тавралăха сиен кӳнӗ. XX ӗмӗр варринче çырма шывне ӗçме чарнă çынсене, шывра пурăнакан чӗрчунсем те вилнӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш çулӗсенче кӳлле тасатассипе ӗçсем пуçарнă. Ку ӗçсем паян малаллах пыраççӗ. Кунта кайăксем, чӗрчунсем таврăннă, çынсем ӗмӗр каяллахи пекех кимӗпе, катамаранпа уçăлма тухаççӗ. Кӳллӗн пӗр çыранне Г.Камал ячӗллӗ театр çуртне туса лартнă. Унăн тӗкӗр пек стенисем çинче Кабан кӳлли ялтăртатать, Кабан шывӗ çинче – «театр сăнӗ» чӳхенет.
Кӳллӗн тепӗр çыранӗнче К.Тинчурин ячӗллӗ драмăпа комеди театрӗ. Ун умӗнчи тӳрем хула çыннисемпе туристсен юратнă вырăнӗ, унтан кӳлӗри катамарансем те, парăслă кимӗсем те ал тупанӗ çинчи пек лайăх курăнаççӗ. Вӗçен кайăксем, уйрăмах кăвакалсем, юратаççӗ кӳлле – йышлă. Ăшă енне кайиччен кунтах йăва çавăрса чӗпӗсем кăларса ӳстерме ӗлкӗреççӗ.
Курава ТР Наци музейӗн генеральнăй директорӗ Айрат Файзрахманов уçрӗ. Вăл Кабан кӳлли Хусанăн тӗп символӗсенчен пӗри пулса тăнине палăртрӗ. Эксозици çырман пуян «пурнăçӗ» çинчен каласа панине, тӗрлӗ вăхăтра пурăннă, халӗ те пурăнакан Хусан çыннисен пурнăçӗ çак çырмапа çыхăнни çине пусăм турӗ хăнасене саламласа. Хула паркӗсемпе скверӗсен арт-директорӗ Асия Гиззатуллина, «Старый город» Хусанăн ӗç тăвакан комитечӗн уйрăм территорийӗн префекчӗ Айрат Фаизов, «Нэфис-Косметикс» акционерсен обществин генеральнăй директорӗ Дина Лаврикова тата Рушан Шамсутдинов ӳнерçӗ пулчӗç. Кашни мӗн-тӗр çӗнни интересли каларӗ. Айрат Фаизов Кабан таврашне тирпейлес ӗç кăçал малалла пырассине пӗлтерчӗ: «Кӳлӗ çынсемшӗн канмалли, çутçанталăк илемӗпе киленмелли вырăн пулӗ», – тесе шанчăклăн вӗçлерӗ сăмахне. Дина Фаридовна «Нэфис-Косметикс» территорийӗнче тупнă çурта ещӗкӗсене, 100 çул каялла ӗçленӗ, халӗ те ӗçе юрăхлă шыв пăрăхне курава йӗркелекенсене пани çинчен каласа пачӗ. Ӳнерçӗ вара çак кӳлӗ хӗрринче пурнăçне ирттерет. Вăл Кивӗ Тутар Слободинче çуралса ӳснӗ, çитӗннӗ, халӗ 80 çултан иртсен те çавăнтах пурăнать. Куравшăн тав туса Р. Шамсутдинов картина парнелерӗ. Акварель сăрăсемпе ӳкернӗ пейзаж, паллах, Кабана сăнлать.
Чăваш халапӗ те кӗслепе пӗрле экспозицие кӗнӗ. «вырăс патши хулана çавăрса илсен тутуар патши мечӗт çине улăхса ларнă. Мӗн чухлӗ персен те ăна пӗр пуля та лекмен. «кусем пире çӗнтереймеççӗ», тесе савăнса кӗсле каланă тутар патши. Ун умӗнче сӗтел çинче кăвакал краллă (аçтаха ӗнтӗ), патша виçӗ кӗвӗ каланă вăхăтра аçтаха виçӗ хут авкаланса илнӗ.
Темӗн чухлӗ пуля пӗтерсен те вырăссем çав-çавах тутар патшине лектереймен. Аптранă вырăс патши патне пӗр салтак пынă та: «Эпӗ ăна лектеретӗп. Мӗн паратăр мана?» – тенӗ. Патша хытса тăман: «Мӗн кирлӗ, çавна ил». Салтак пăшалне сăхманӗнчен татса илнӗ тӳмепе авăрласа пенӗ. Пӗрре персе лектернӗ тутар патшине. Аçтаха мечӗт çийӗн çӗкленнӗ те Кабан кӳллине чăмнă.
Салтак вырăс патшинчен нимӗн те илмен. Пӗр четвӗрт эрех ӗçнӗ те вилсе выртнă».
Ку халапăн тепӗр варианчӗ те пур. Хаяр Иван Хусана илнӗ. Тутар патши парăнасшăн пулман, вырăссенчен хăраманнине кăтартса чи çӳллӗ башня çине улăхса ларнă та кӗсле калама пуçланă. Анчах ăна ухăран персе лектернӗ. Патша кӗслипех Кабан кӳллине ӳкнӗ.Тутар патши паян кунчченех кӳлӗре пурăнать имӗш, чăвашсен кӗслеçисем халӗ те тутар патшин кӗввисене калаççӗ тет. (В.В.Дмитриев, «Чувашские исторические предания»).
Курава Полина Желябовăпа Нияз Хакимов наука ӗçченӗсем хатӗрленӗ, вӗсемех пӗрремӗш экскурси ирттерчӗç.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев