Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТӖРӖÇӖСЕН ШКУЛӖ УÇĂЛНĂ

Кашни уйăх иртмессерен вăл пӗр библиотекăран теприне куçӗ, унта хăй патне тӗрлеме вӗренекенсене пухӗ

Пуш уйăхӗн 15-мӗшӗнче Çӗнӗ Шупашкар хулин ача-пăчапа çамрăксен библиотекинче чăваш тӗррине юратакансен уявӗ иртрӗ. Тӗрӗ уявне Раççей Федерацийӗнче Халăхсен культура еткерлӗхне тата Чăваш Республикинче Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă. Уява Чăваш наци конгресӗн Çӗнӗ Шупашкар хулин вырăнти уйрăмӗ тата ача-пăчапа çамрăксен библиотеки йӗркеленӗ. 

 

Библиотекăна чăваш тӗррипе кăсăкланакансем, чăваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсемпе ачасем пухăннă. Уяв хăнисене «Сударушка» хӗрарăмсен клубӗ (илемлӗх ертӳçи Геннадий Долгов, ертсе пыраканӗ Елена Лаврентьева) юрă-ташăпа кӗтсе илчӗ. Çӗнӗ Шупашкар хулинчи 18-мӗш лицейре вӗренекен Денис Орлов сăвă каласа кăмăла çӗклерӗ.

Библиотекăн вулав залӗнче «Асамлă эрешсем» курав йӗркеленӗ. Кунта паллă чăваш тӗрӗ ăсти Любовь Вазюкова тӗрленӗ сӗтел çиттисене, салфеткăсене, капăр пиçиххисене, кӗрӳ тутрисене, масмаксене тата хӗрарăм капăрлăхӗсене вырнаçтарнă. Пултаруллă тӗрӗçӗн тӗрӗллӗ япалисем илемлӗ, тăпăл-тăпăл тата хăйне евӗрлӗ пулнипе уйрăлса тăраççӗ. Уява килнисем куравпа кăмăллăн паллашрӗç.

Кӗске тăхтав хыççăн уява ерт­се пыракансем презентаци мелӗпе 2020 çулта Чӑваш Ен Пуçлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн хушăвӗпе Чӑваш тӗрри кунне çирӗплетни, 2021 çулта Чӑваш тӗррин Наци шкулӗ йӗркеленни, çав çулах «Сурпан Пӗрле» халӑх акцийӗ иртни тата «Тӗрленӗ Чӑваш Ен» («Вышитая Чувашия») проект пурнӑçланни çинчен каласа пачӗç. Малалла сăмах Чăваш Республики пуçарнипе кăçал йӗркеленӗ «Раççейӗн  тӗрӗллӗ картти» («Вышитая карта России») проект пирки пычӗ. Çак ал ӗç пултарулăх проекчӗ пирӗн çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнакан халăхсен культурипе йӑли-йӗркине пӗрлештерекен сумлă уяв пулса тăрасси куçкӗрет.

Халăхăн пуян культура еткерлӗхне сыхласа хӑварас тата аталантарас ӗç ӑстаçӑсӑр, специалистсемсӗр пулма пултараймасть. Çавӑнпа та Чăваш наци конгресӗн Çӗнӗ Шупашкар хулин вырăнти уйрăмӗн ертӳçи Елена Лаврентьева пуçарăвӗпе ача-пăчапа çамрăксен библиотекинче ал ăстисен «Тӗрӗ тӗрлеме вӗренетпӗр» арт-студине уçма йышăннă. Уява пухăннисем пурте ку пархатарлă сӗнӗве кăмăлласа йышăнчӗç, тӗрлеме вӗрентме Любовь Степановна Вазюковăна çирӗплетнӗшӗн савăнчӗç.

Чăнах та, Любовь Вазюкова – пултаруллă тӗрӗçӗсенчен пӗри. Ăна пирӗн хулапа республикăра кăна мар, çӗршывӗпех пӗлеççӗ. Хăйӗн паха ӗçӗсемпе вăл тăтăшах тӗрлӗ конкурспа пултарулăх ăмăртăвӗсене хастар хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. 

Любовь Степановна – библио­тека вулаканӗ тата «Тӗрӗпе юрату çыхăнăвӗ» («Роман с вышивкой») ал ӗç клубӗн тахçанхи пайташӗ. Унăн ӗçӗсен йышӗнче пейзажсем, натюрмортсем, паллӑ художниксен репродукцийӗ­сем. Анчах та вӑл чӑваш тӗррине килӗштерет. Ăстаçăн тӗрленӗ салфеткисем, сӗтел çиттисем, масмакӗсем, сурпанӗсем, халӑх тумӗсем илемлӗхпе тата наци хăй евӗрлӗхӗпе илӗртеççӗ. 

– Чăваш тӗрри – илем тата пирӗн мӑнаçлӑх! Тӗрӗ – чӑвашсен ăс-хакăлӗпе мулӗ. Чăваш Республикине çӗр пин юрӑ, çӗр пин сӑмах, çӗр пин тӗрӗ çӗршывӗ тесе ахальтен каламаççӗ. Пирӗн асаннесемпе аннесем юрӑ хайланӑ пекех тӗрлетчӗç, пирте вара хӑйсен чун-чӗринчи чи тарӑн шухӑшӗсене каласа паратчӗç. Чӑваш тӗррин вăрттăнлăхӗпе тӗплӗнрех паллашма сӗнетӗп, – те­рӗ Любовь Вазюкова пулас тӗрӗçӗсемпе пӗрремӗш урок ирттернӗ май.

Çӗнӗ Шупашкар хулин ача-пăчапа çамрăксен библиотекинче тӗрӗçӗсен шкулне уçни паянхи кун питех те пӗлтерӗшлӗ, пархатарлă. Тӗрлеме юратакансем илем тӗнчине кӗрсе хăйсене валли чылай кирлине тупӗç.

Тӗрӗçӗсен шкулӗ вара – куçса çӳрекен шкул пулӗ. Кашни уйăх иртмессерен вăл пӗр библиотекăран теприне куçӗ, унта хăй патне тӗрлеме вӗренекенсене пухӗ. Эппин, ăнăçуллă пултăр тӗрӗçӗсен шкулӗн ӗçӗ-хӗлӗпе кун-çулӗ! 

 

Геронтий НИКИФОРОВ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев