Тӗрлӗ пулăм урлă тăватă ураллă туссене хаклама, юратма вӗрентет
Лаша е сысна, качака е сурăх, йытă е кушак… кашниех этем куçӗнчен пăхать. Вӗсен пурнăçӗ мӗнле пуласси çынран килет. Хайлавсенчи сăнарсем – чылай чухне ачасем – тӗрлӗ пулăм урлă тăватă ураллă туссене хаклама, юратма вӗренеççӗ.
Чӗрчунсемпе вӗçен кайăксем çинчен кӗçӗн çулхи ачасем валли те, кăшт аслăрах ӳсӗмри вӗренекенсем валли те Чăваш кӗнеке издательствинче кăларăмсем пичетленсех тăраççӗ. Сăмахран, 2021 çулта «Куçукпа Хураçка. Потеряшка» тухнăччӗ, пӗлтӗр – «Çул кайăкӗ». Çак кунсенче вара вулакан патне «Манăн туссем. Мои друзья» ятлă хайлав пуххи çитрӗ. Ăна ултă çултан аслăрах ачасем валли харăсах икӗ чӗлхепе – чăвашла тата вырăсла – хатӗрленӗ. Чăваш çыравçисен хайлавӗсене вырăсла куçараканӗсем – Ольга Васильева, Лариса Петрова тата Анастасия Федорова. Ӳнерçи – Мария Ермолаева, редакторӗ тата пухса йӗркелекенӗ – Ольга Иванова. Кăларăм 1000 экземплярлă тиражпа кун çути курнă.
Кӗнекене килти чӗрчунсемпе выльăх-чӗрлӗх çинчен хайланă ултă калав кӗнӗ. Вӗсен авторӗсем – Николай Ишентей, Олеся Михайлова, Елен Нарпи, Лариса Петрова, Лидия Сарине, Екатерина Силерова. Лаша е сысна, качака е сурăх, йытă е кушак… кашниех этем куçӗнчен пăхать. Вӗсен пурнăçӗ мӗнле пуласси çынран килет. Хайлавсенчи сăнарсем – чылай чухне ачасем – тӗрлӗ пулăм урлă тăватă ураллă туссене хаклама, юратма вӗренеççӗ.
Николай Ишентейӗн «Çӗнтерӳçӗсем» калавӗнчи Петюк ялта кун кунлакан аслашшӗпе кулленех телефонпа çыхăнать. Ватă çын хавхалантарнипех ача лаша спорчӗпе кăсăланма пуçлать, маттур юланутçă пуласшăн. Олеся Михайловăн «Çуралнă кун парни» хайлавӗнче каласа пани пӗрремӗш сăпатран пырать. Илюш хӗреснашшӗ хӗрачана çуралнă кун ячӗпе путек парнелет. Ачашши ятлăскер çав тери кăмăла каять ачана. Унпа пӗрле чухне нихăçан та кичем мар. Анчах пӗррехинче путек киле таврăнмасть. Тупăнӗ-ши çухалнăскер? Тупсăмне калава вуласа тухсан пӗлейӗр.
Елен Нарпин «Шухă качака путекки» хайлавӗ Шуркка ятлă качака путеккипе Лисук ятлă пӗчӗк хӗрачан хутшăнăвӗсене сăнласа парать. Шухă выльăх ашкăнма, йăлт-ялт сиккелеме юратать, ачан ăна мӗнле те пулин итлеттермелле-çке. «Шуркка, ан тар, эп сана юратап», – тет вăл. Мӗнле шутлатăр, качака путекки Лисука итлет-ши?
Лариса Петрова «Пӗçук» калавӗнче кушаксене тимлӗх уйăрать. Мăрмăр çăвăрланине пӗлсен Сантăр кушак çурине шыраса тупать те пӳрте илсе кӗрет. Куçне те уçайман çуран амăшӗ арçын ачана кӳренет те киле вăрах вăхăт таврăнмасть. «Чӗрӗ çăмха» выçăпа нăйкăшать, канăçсăрланать. Аптăранипе Сантăр шприцпа усă курса çурана сӗт ӗçтерме шут тытать. Мӗнпе вӗçленӗ-ши ку истори?
Лидия Саринен «Телейлӗ сысна çурийӗ» тӳрех пăтăрмахран пуçланать: «Нестор пиччесен сысни çухалнă. Кун пирки ялта çав кунах пӗлчӗç. Кӳршӗсем те тăрăшсах шырарӗç ăна: пахчара, йӗтем çинче, çывăхри вăрманта, уйра... Сысна ниçта та тупăнмарӗ...» Ял вӗçӗнчи çуртра пурăнакан Макар мучипе арăмӗ нӳхреп алăкне уçса хунине тавçăрайман-çке çынсем. Пӗлнӗ пулсан тӳрех тупӗччӗç чух-чуха. Анчах ку ӗç-пуç çакăнпа çеç вӗçленмест-ха.
Екатерина Силерова «Хуралçăсем» калавӗнче Иван мучи ятлă вăрман хуралçипе паллаштарать. Çутçанталăка юратакан ватă çын мăнукне те – Петӗре – тавралăха упрама-хисеплеме вӗрентет. Иван мучин тата шанчăклă тусӗ – Улайкка – пур. Пӗррехинче мăнукӗ аслашшӗ патне йытă мӗнле килсе тухнипе кăсăкланать. Асаилӳ çăмхине сӳтнӗ май унчченхи пулăмсем куç умне тухаççӗ: вăрманта капкăнсем тупни, браконьерпа ăнсăртран тӗл пулни, килте пушар тухни... Кам пӗлет, тен, Улайкка вăхăтра чупса килмен-тӗк, хуралçă чӗрӗ-сывă юлаймӗччӗ. Аслашшӗн хуралçине чун-чӗререн тав тăвать Петӗр.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев