Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТӖРӖС ÇУЛПА ПЫМА ВӖРЕНТНӖШӖН ТАВ

Пирӗн паянхи героиня лирик та, физик та, цифровик та

Элмет районӗнчи Чăваш Сиреньелӗнче физикăпа математика урокӗсене илсе пыракан Любовь Калугина 36 çул ачасене вӗрентет. Эпир унпа «Сувар» редакцийӗнчех паллашрăмăр. Любовь Ильиничнăна хăйӗн çинчен тӗплӗнрех каласа пама ыйтрăмăр.  

 

– Эпӗ Çарăмсан районӗнчи Акрелӗнче çуралса ӳснӗ. Хӗр чухнехи хушамат Васильеваччӗ. Шкулта Люба Васильева тетчӗç.  Анне пилӗк ачана пӗчченех ура çине тăратрӗ. 8-мӗш класран вӗренсе тухиччен тăван ял шкулнех çӳренӗ, чăвашла вӗреннӗ. 9-мӗш клас­ран вара Кутеме вырăс ялне çӳреме тытăннă. Вырăсла пӗлместӗмӗр, йывăрччӗ малтанах.

– Элмет районне мӗнле çул-йӗр илсе çитерчӗ?

– Шкул хыççăн Елабугăри педагогика институтӗнче физикăпа математика уйрăмне вӗренме кӗтӗм. 1987 çулта дип­лом илтӗм. Ман шăллăм та, Петр Ильич Васильев, эпӗ вӗренсе тухсан тата çулталăкр­ан Елабугăна вӗренме кӗчӗ.

Йăвашкел шкулӗнче виçӗ çул физика вӗрентрӗм. 1990 çулта  Акрелӗнче çӗнӗ шкул уçсан  унта куçрăм, хими вӗрентрӗм. Физика, тăван чӗлхе урокӗсене те илсе пыраттăм.  Тата виçӗ çултан качча тухса Чăваш Сиреньелӗнче ӗçлеме пуçларăм. 

– Çӗнӗ çӗре килсен те тӳрех шкула вырнаçрăр-и? Ун чухне вӗрентекенсен вакансийӗсем пурччӗ-и?

– Качча тухнă ялăн шкулӗнче физикăпа математика вӗрентекенсем пурччӗ. Хими предметне илме сӗнчӗ директор. Хăрамарăм, йышăнтăм сӗнӗве. 10 сехет илсе пыраттăм. Темиçе класра, халӗ ун чухлӗ сехет çук та ку предметăн. Физика предмечӗ каярах хутшăнчӗ. 2012 çулчченех илсе пытăм химие, килӗшрӗ мана вăл. 

Кайран информатика вӗрентме пуçларăм. 

 – Халӗ те физика вӗрентетӗр-и? Миçемӗш классене?

– Халӗ 7, 8, 9-мӗш классенче физика, информатика вӗрентетӗп. 

– Пӗрлехи патшалăх экзаменне пама физика предметне, информатикăна суйласа илекенсем нумай-и?

– Пур. 6-7 ачаран вăтамран 2 ача физикăна суйласа илет. Информатикăпа экзамен паракансем ку таранччен пулман.

– Сирӗн шкула кӳршӗ ял­сен­чен те çӳреççӗ-и? Шкул пысăк-и?

– Темиçе ял ачисем вӗренеççӗ пирӗн шкулта: Клемтел, Дальняя Ивановка (шкулне хупрӗç, икӗ хутлă çурт пушах тăрать). Вырăс Сиреньел, Баг­ряж-Никольское... Шкулта 56 ача вӗренет.

– Ӗçлеме çулран çул йывăрланса пырать е çăмăлрах? Танлаштарма: 1987 çул тата 2023 çул. 

– Йывăрланать теместӗп. Халь технологисем нумай, ку аван. Паллах, пӗрмай çӗннине  вӗренмелле, хăнăхмалла. Час-­часах çӗрле те компьютер умӗнче ларма тивет. 

1987 çулта вӗренсе тухсан шкулта институтра панă пӗлӳпе туллин усă курайман. Учебник алла илсе хăв тӗллӗн вӗренмелле. Ку вӗренӳ программипе те çыхăннă, институтра панă пӗлӳ çумне ӗç опытне хушни кирлӗ. Математика, физика улшăнмасть, миçе çул иртсен те. Технологи вара улшăнать. Эпӗ халӗ уроксенче хăтлавсемпе анлă усă куратăп. Ку урока кăсăкрах тума пулăшать тата темăна хăвăрттарах ăнланма май парать.

Тӗрлӗ сайтсемпе çыхăнма тӳр килет. Хамăн ӗçсене те ярса паратăп. Пичетлеççӗ. Тутарстанра иртекен «Открытая школа» конкурса виçӗ çул хутшăнтăм, виççӗшӗнче те приз çӗнсе илтӗм. Тӗрлӗ конкурссене час-часах хутшăнатăп.

Хушма курссем йӗркелеççӗ. Пирӗн шкул «Открытая школа» платформине лекмен, анчах эпӗ хам тӗллӗн информатика вӗрентекенӗ пек хутшăнма пултартăм.

– Хăвăр хастарлăх кăтартса ӗнтӗ?

– «Е-класс» (шкул предме­чӗсене мӗнле пӗлнине тӗрӗслеме май паракан мобильлӗ приложени – Т.В.) пирки те çакнах каламалла. Унта тӳлевсӗр те, тӳлевлӗ те хутшăнма пулать. Анчах укçа тӳлесе çырăннине çăмăллăхсем те, шанăçсем те ытларах параççӗ. Сентябрьччен хăвăрпа пӗр шухăшлисене темиçе çын пуçтарсан йӳнӗрехпе çырăнма пулать тесе пӗлтерчӗç. «ЯКласс» текен платформа та пур. Унта ӗçтешсене çырăнма калаçтартăм.  Çырăнакансемшӗн платформăран илекен информаци тӳлевсӗр пулчӗ. «Фоксфорд» онлайн-шкул прог­­раммипе ачасене олим­пиа­дăсене хатӗрленӗ чух усă куратăп. Чылай программăпа, приложенипе ӗçлеме тӳр килет. КНИТУ та конференцисене  хутшăнма чӗнсе ярать.  

– КНИТУ-КХТИ пирки сăмах пырать-и?

– Çапла. Эпӗ хамăн 8-мӗш класри ывăла çавăнта иртекен конференцие илсе килнине астăватăп. Ывăл доклад вуласан, çав кунах киле кайма тухрăмăр. Астăватăп, кăмăл питӗ çӗкленӳллӗччӗ ун чух. Хусан пире питӗ тарават кӗтсе илнине туйрăм. Шкул хыççăн ывăл Хусана та вӗренме кӗреетчӗ ӗнтӗ, анчах Елабугăна суйласа илчӗ.

– Вăл сирӗн çулпах кайрӗ?

– Ывăл хими суйласа илчӗ. ЕГЭ балӗсем те хими предмечӗпе пысăкрах пулчӗç. Халӗ вăл КНИТУ-КХТИре аспирантурăра вӗренет.

– Çемйӗр çинчен тата каласа парăр-ха, тархасшăн.

– Аслă ывăл Леонид. Вăл халь Хусанта, каларăм ӗнтӗ. Мăшăр Ермолай, чăвашла Ерми тетпӗр. Вăл газ пăрăхӗсем хывнă çӗрте ӗçлет. Кӗçӗн ывăл Игорь. 11-мӗш  класран вӗренсе тухсан Элметри политехника техникумне вӗренме кӗчӗ. Алла диплом илесси çулталăк юлсан салтака кайрӗ. Таврăнсан вӗренсе пӗтерчӗ. Халь Элметри патшалăх нефть институтӗнче (АГНИ) куçăн мар майпа вӗренет, çав вăхăтрах Элметре стройкăра ӗçлет. 

– Хальхи ачасем ăслă теççӗ. Çак шухăшпа килӗшетӗр-и? Иртнӗ ӗмӗрти пек ачасене «лириксемпе» «физиксем» çине уйăрасси халь те пур-и?

– Математикăпа ачасем вăй­лă теейместӗп. Ансат «+,-»  примерсене шутлаççӗ, анчах кăткăсраххисенче «такăнаççӗ». Çакăн сăлтавӗ гаджетсенче тесе шутлатăп. Эпир халь пӗтӗм ыйтупа телефонран пулăшу кӗтетпӗр. Хамăн та телефонра темӗн чухлӗ приложени, ушкăнсем, социаллă сетьсем. Интерессемпе те, ӗçпе те пайтах.  Халь «цифровиксен» самани пырать тесе калас килет. Вырăс чӗлхи вӗрентекенсем те ачасен йăнăшӗсем нумаййи çинчен ӳпкелешсе калаçнине илтнӗ. Ачасем ытларах телефонпа вăхăта ирттереççӗ.

– Эсир ИЗО урокӗсене те ерт­се пыратăр. Информатика-мате­матика предмечӗсенчен па­чах уйрăлса тăрать. Çакăн çинчен каласа парăр, тархасшăн. 

– Эпӗ ачаран ӳкерме юратнă. Тен, аттерен куçнă ку туртăм, шăллăм та аван ӳкерет. Мус­каври искусствăсен шкулне те куçăн мар майпа вӗренме кӗнӗччӗ, анчах ун чух эпӗ вӗренӗве вӗçлеменччӗ. Кайран ятарлă курссенче хатӗрленсех ӗçлеме пуçларăм шкулта.  ИЗО урокӗсем интереслӗ иртеççӗ. Манăн Клемтелӗнчен пӗр вӗренекен пур. Пур урокра та эльфсене ӳкеретчӗ. ИЗОра çынсене ӳкерме вӗренме тытăнсан интересленсех уроксене çӳреме пуçларӗ.

– Хăвăр шкулта вӗреннӗ чухнехи учительсене астăватăрах пулӗ. Мӗнпе аса илетӗр вӗсене, пӗрремӗш вӗрентекенсене. 

–Манăн пӗрремӗш учительница Людмила Гордеевна Краснова. Халь вăл Ульяновскра пурăнать. Ăна пӗрре курсанах манăн учитель пулас килчӗ. Эпӗ пӗрремӗш сентябрьте пӗрремӗш класа кайсанах киле таврăнсан аннене учительница пулас килнине пӗлтертӗм. Шухăша пӗрре те улăштарман. Ача чух кӗçӗн класра вӗренекенсене вӗрентес килетчӗ. Ӳсерехпе кăмăл улшăнчӗ, вӗрентекен пулас ӗмӗт юлчӗ. 

Хамăра вӗрентнисене тав тă­ва­тăп.  Пире тӗрӗс çулпа пыма ăс панăшăн тав.

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев