ТӖРӖС СЫВЛАКАН СЫВĂ ПУРĂНАТЬ
Сывлăш çавăрса илессин хăйӗн меслечӗсем пур теççӗ ăсчахсем.
Эпир сывă чух сывлăш çавăрса илнине асăрхамастпăр та, çакăн çинчен шутламастпăр та, çуралнăранпах хăйне хăй пулса пырать ку. Анчах эпир пурте (пур чухне те) тӗрӗс сывламастпăр иккен. Сывлăш çавăрса илессин хăйӗн меслечӗсем пур теççӗ ăсчахсем. Çакна кура, вӗсемпе усă курса вăл-е ку чиртен сывалма пулнине тӗпчевçӗсем уççăнах калаççӗ. Мӗнле-ха унсăр? Пандеми вăхăтӗнче аптраса ӳкнисен сиплевӗсенчен пӗри сывласа гиманастика туни пулса тăнă.
Стэнфорд Университетӗнче (АПШ) ăсчахсем эсперимент ирттернӗ. Стресс, пăлханнă чух çын тарăннăн сывлани стресс шайне чакарнине асăрханă. Эксперимента хутшăннисен юнӗнче картизол гормонӗн (стресс гормонӗ теççӗ ăна) шайне виçсе пăхнă. Тарăннăн сывлăш çавăрса илекенсен гормон шайӗ самай сахалрах пулнă, яланхи пек çийӗнчен çеç сывлаканнисен кăтартăвӗсем вара улшăнман та темелле.
Йель Университетӗнче сывлассипе когнитивлă функцисен (пуç мимин çӗннине пӗлессипе, вӗренессипе çыхăннă функцийӗ) хушшинче çыхăну тупнă. Тарăннăн сывлани астăвăма та тимлӗхе те ӳстерет иккен. Туллин сывлăш çавăрса илнӗ чух пуç мимине ытларах кислорд пырать, паллах, çакă лайăхрах ӗçлеттерет. Апла тӗрӗс сывлакан çын ытларах информацие ăнланма, йышăнма пулăшать.
Çавăн пекех тӗрӗс сывлани ӳт-пӳ сывлăхӗ çине те ырă витӗм кӳрет. Харвард университетӗнче ирттернӗ тӗпчевсенчен тарăннăн сывлани юн пусăмне чакарни, чӗрепе юн тамарӗсен тытăмне лайăхлатни паллă. Тарăннăн сывлани юн çарврăмне лайăхлатать тесе ăнлантараççӗ çакна.
Оксфорд Университечӗн ученăйӗсем ыйхă çухалнипе аптракансене те тарăннă сывлани пулăшать тесе шантараççӗ. Çывăрма выртса тарăннăн сывлани канăçланма пулăшать, ыйхи те лăпкă пулать, ӳт-пӳ те аван канать.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев