Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Цифрӑллӑ ҫур ҫул

Апла пулин те хӑш-пӗр ҫынсем цифра телевиденине йышӑнассипе йывӑрлӑхра

2019 ҫулхи октябрьте Тутарстанра аналоглӑ телеэфир сигналне сӳнтерчӗҫ. Ҫак вӑхӑтранпа мӗн улшӑннине тата халӑх мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗлпулнине ТР РТПЦ РТРС филиалӗн директорӗ Владимир Якимов каласа панӑ.
–2020 – пӗтӗмлетӳ ҫулталӑкӗ. "Цифра" ҫине куҫас программӑна пурнӑҫласа 29 ҫӗнӗ йышши телебашня тунӑ, пурӗ вӗсем пирӗн 87. Ҫак башнясенчи сигнал республикӑри халӑхӑн 99,3 процентне цифра вещанийӗпе тивӗҫтерет. Пирӗн предприяти сеть лайӑх ӗҫлессишӗн яваплӑ. Раҫҫейри цифра телевиденийӗн тӗтелӗ паян тӗнчере чи пысӑкки шутланать.
Пӗтӗмӗшле илсен, ун ҫине куҫасси йывӑрлӑхсемсӗр иртрӗ. Хыпар хатӗрӗсем пӗлтерсех тӑчӗҫ, волонтерӗсем листовкӑсем валеҫрӗҫ. Апла пулин те хӑш-пӗр ҫынсем цифра телевиденине йышӑнассипе йывӑрлӑхра. Аса илтерни пӑсмӗ тетӗп. 2012 ҫул хыҫҫӑн туяннӑ телевизорсем ҫеҫ хальхи DVB-T2 стандартпа ӗҫлеҫҫӗ. Сирӗн кивӗрех теднвизо пулсан, ун валли приставка кирлӗ пулать.
Енчен те ҫын ял хутлӑхӗнче пурӑнать пулсан, унӑн ҫурчӗ телевышкӑран миҫе ҫухрӑмра пулнине карта.ртрс.рф сайтра пӑхма пулать.
Передатчикран килекен сигналпа телевизор хутлӑхӗ 40 километртан сахалрах-тӑк, антеннӑра усилитель кирлӗ мар.

Географилле уйрӑмлӑхсене кура (айлӑмсенче, тусем хыҫӗнче вырнаҫнӑран) республикӑри 160 ялта цифра сигналне лайӑх тытаймаҫҫӗ. Вӗсем спутник урлӑ кураҫҫӗ телевизора.    

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев