Цифровизаци вăхăта перекетлет
Юлашки вăхăтра сетьре сасартăк ток пӗтсе ларни сайраланса пырать. Çутă пӗтсен те, ăна кӗске вăхăт хушшинче розеткăсемпе выключательсене тавăрса параççӗ. Çӳллӗ шайри, шанчăклă, паха электротивӗçтерӳ çӗнӗ, цифровизаци саманине тивӗçтерекен объектсем тумасăр, киввисене реконструкцилемесӗр, ӗçе хальхи технологисене кӗртмесӗр пулмасть. Çакăн çинчен журналистсене «Сетевая компания» акционерлă обществон генеральнăй директорӗн çумӗсем «Татмедиа» агентствора иртнӗ пресс-конференцире каласа пачӗç.
Ыйтусене Альмир Латыпов – генеральнăй директорăн çумӗ-техника директорӗ, Тимур Курбангалиев – генеральнăй директорăн цифра трансформацийӗпе тата информаци технологийӗсемпе çумӗ, Вадим Лукин – генеральнăй директорăн технологи сыпăнтарăвӗпе çумӗ тата потребительсене çăмăллăхсем кӳрекен филиалăн директорӗ Рустем Двалетшин хуравларӗç. Пресс-конференцие Наиль Селиванов ертсе пычӗ.
Çутă пӗтсе ларни – çивӗч лару тăру. Хальхи вăхăтра килте тӗрлӗрен электрохатӗр пур, производствора та электричество талăкӗпех кирлӗ. Çавăнпа та çынна асăрхаттармасăр талăкӗ-талăкӗпе çутăсăр лартни паянхи кун сайралăх. Энергипе тивӗçтерекенсен çирӗп йӗрке пур: потребительсене çулталăкне 72 сехетрен ытларах токсăр хăварма юрамасть. Çакнашкал ăнсăртсем пулса ан иртчӗр тесе юлашки çулсенче республикăри электросетьсене модернизацилес пысăк ӗç илсе пырăннă. Инвестици программисем вуншар миллиард тенке çитеççӗ. Улшăну списокӗнче электроэнергие виçекен приборсене вырнаçтарасси, пысăк напряжениллӗ центрсене реконструкцилесси, ток уйăракан сетьсене автоматизацилесси тата ытти те.
2024 çулта Хусанта респределени пункчӗсемпе транформатор подстанцийӗсен ӗçне 100 проценчӗпех автоматизацилеççӗ. Смарт-Грид текен программăн цифра технологийӗсем вӗсене Управлени центрӗнчен тата компанин филиалӗсенчи диспетчер пунктчӗсенчен тишкерсе тăрса ӗçлеттерме май параççӗ. Çакă шӗкӗр хулан электроснабжени шанчăклăхне самай ӳстерет. Тӗслӗхсем те çук мар. Çутă татăлнă участоксенче электричествопа тивӗçтерӳ тăхтавӗ 1-2 сехетрен темиçе минута çити чакнă.
Токсăр вăхăта кӗскетес тесе электросеть компанийӗнче юсав ӗçӗсене напряжени айӗнче туса ирттерес технологисене алла илнӗ. Тӗслӗхрен, 2021 çулта 1000 В ытларах оборудовани çинче туса ирттерекен ӗçсен шучӗ 29 процента çитнӗ. Çак çӗнӗлӗхех «Сетевая компанине» Раççейри электросеть компанийӗсен хушшинче мала кăларнă. Паллах, персоналăн хăрушсăрлăхӗ ку чухне чи малти вырăнта тăрать.
2019 çулта компани 110 киловатлăх пӗрремӗш цифрăлла подстанцие хута ярать. Çӗнӗ программăллă сервиссене ӗçе кӗртни электроэнергетика объекчӗн шанчăклăхне ӳстерет. Тӗслӗхрен, оборудовани хăйне-хăй диагностика туса тӗрӗслеет. Çакна пула персоналăн электрохăрушсăрлăхӗ те ӳсет. Ку вара экономикăшăн усăллă.
2020 çулта Тутарстан Республикин электросеть комплексӗн «Цифрăлла йӗкӗрешне» хута янă. Сетӗн цифра модельне 74 пин ытла километр электропередача линине кӗртнӗ, кашни юпине геокоординатсемпе çирӗплетнӗ. Çавăн пекех цифрăлла моделе транформатор подстанцийӗсен, пӗр ӗç тăвакан сеть организацийӗсен, пысăк потребительсен 20 пин ытла цифрăлла схемине кӗртнӗ. Çакă провод хăш участокра кăна мар, хăш юпасен хушшинче татăлнине тӳрех палăртма май парать. Оперативлă бригада татăлнă вырăнне лини тăршшӗпе шыраса çӳремест, тӳрех татăлнă вырăна килсе çитет те кӗске вăхăтра юсав ӗçӗсем ирттерет.
2010 çулта хӗлле Тутарстанăн Кама леш енчи районӗсем пăрлă çумăра пула темиçе кун çутăсăр ларчӗç. Çакăн пек инкексене кӗтсе илме паянхи кун электросетьсем мӗнлерех хатӗрленни çинчен те каласа пачӗç спикерсем.
Вăл вăхăтра проводсем тӗрлӗрен сăлтавпа татăлнă: çутă юписем хушшинчи хутлăх ытла вăрăм пулнипе, проводасем çине йывăçсем ӳкнипе, юпасем сăртсенче (сивӗрех вырăнта) вырнаçнипе тата ыттипе те. Çак тӗслӗхсене шута илсе çутă юписен хутлăхне 2011 çултах чакарма пуçланă, лини тавра ӳсекен йывăçсене тăтăшах касса-тикӗслесе тăраççӗ, хӗрекен «антипăр» кабельсене те ӗçе кӗртнӗ.
Электтосетьсемпе çыхăнас текен объектсем сахал мар. Пӗлтӗр технологи сыпăнтарăвӗ кирлӗ предприятисен шучӗ 41 процента ӳснӗ. Халăх тата предпричятисем электроэнергипе усă курасси 28 процента ӳснӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев