Çӗнӗ хыпарсем

Тукай, Аксу тата Çӗнӗ Шуçăм районӗсенче Пăр керменӗсем уçăлаççӗ

ТР Раисӗн йышăнăвӗпе пуçарнă программăпа 2029 – 2030 çулсенче республикăра тата 12 Пăр керменӗ туса лартмалла.

Паянхи кун тӗлне Тутарстанăн кашни районӗнче тенӗ пекех бассейн, футбол манежӗ, ытти спорт объекчӗсем, ачасен канăвӗпе аталанăвӗ валли хушма вӗрентӳ системисем, çамрăксемпе патриотизм центрӗсем, искусствăпа техника аталанăвӗн шкулӗсем пур. Çак кунсенче Аксу, Тукай, Çӗнӗ Шуçăм районӗсенче Пăр керменӗ уçăлассине ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров çамрăк предпринимательсемпе иртнӗ çавра сӗтелте каланине хыпарлать rt.rbc.ru сайт.

Министр сăмахӗсемпе, Пăр керменӗсен строительстви республикăра вӗçленмест-ха, 2030 çулччен тата 12 лартмалла. Çапла çитес çулсенче кунашкал объекта Спас, Тури Услон, Кайпăç, Элкел, Алексеевски, Атня, Теччӗ, Камско-Устьински, Мӗслӗм тата Ютаза районӗсем те кӗтсе илӗç. Пӗлтӗр çулталăк вӗçӗнче пӗр каток 682 миллион тенке ларнă. Ку объектсем çынсен пурнăç условийӗсене лайăхлатма кирлӗ.

«Тухса кайнисенчен нумайăшӗ халӗ Хусана, хăшӗ-пӗри Анат Камăна, Çырчаллине, Элмете каялла таврăнаççӗ. Хулапа ялта пурăнмалли условисем питех уйрăлса тăмаççӗ. Çамрăксем ытти регионсенчен килнине те куратпăр. Наци проекчӗсемпе йышăнусем пулăшнипе мӗнпур услови пур, вӗсем тата лайăхланса пыраççӗ» , – тенӗ Азат Кадыров кун пирки.

 


#общество

Нет комментариев