Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тукай юмахӗсен тыткăнӗнче

Апрелӗн 24-мӗшӗнче П.Дементьев музейӗнче Çӗнӗ Упи тӗп шкулӗнче вӗренекенӗсем валли «Габдулла Тукай юмахӗсен çӗршывӗнче» литература сехечӗ иртрӗ. Кӑçал тутарсен паллă поэчӗ çуралнӑранпа 140 çул çитрӗ. 26 çул çеç пурӑннӑ пулин те хӑй хыççӑн мӗн чухлӗ сӑвӑ, юмах тата куçару хӑварнӑ.

Мероприяти вӑхӑтӗнче ачасем Габдулла Тукай биографийӗнчи  кӑсӑклӑ пулӑмсем çинчен электронлă хӑтлав урлă пӗлчӗç, пурнӑç тӗрӗслевӗсем унӑн пултарулӑхне мӗнле витӗм кӳнине сӳтсе яврӑмӑр.  Ачасем поэт юмахӗсен асамлӑ тӗнчине путрӗç – «Шурале», «Качакапа така», «Вутӑшпи» юмахсен сыпӑкӗсене киленсе вуларӗç.

Çавăн пекех вӗренекенсем вӑйӑ-викторинӑна хутшӑнчӗç, «Качакапа така» юмах тӑрӑх ӳкернӗ мультфильм пӑхрӗç, сӑнарсем пирки хăйсен шухӑшӗсене палӑртрӗç, Тукай юмахӗсем тӑрӑх ӳкерчӗксем сӑрласа илемлетрӗç, «Вутӑшпи» вӑййа вылярӗç.

(Юрий АДЪЮТАНТОВ. Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Упи. Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #общество