Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тулăх тухăç хамăра та юлать, сутма та çитет

Иртнӗ эрнере «Татар-информ» информаци агентствинче 2024 çулхи вырма ӗçӗсемпе, тырпул ыйтăвӗсемпе пресс-конференци иртрӗ. Журналистсемпе тӗлпулура ТР Ял хуçалăх министерствин уйрăм пуçлăхӗ Алмаз Гамиров, «Тырă пахалăхне хаклакан центр» филиал директорӗ Татьяна Менликиева, «Россельхознадзор» Управленийӗн фитосанитари надзорӗпе вăрлăх пахалăхӗн надзорӗн тата вăрлăх контролӗн уйрăмӗн пуçлăхӗ Альберт Кадыйров пулчӗç.

2024 çул пуçланнăранпа Тутарстан 88 пин тонна тырă тата унран тунă продуктсене экспортланă. Пӗлтӗр çак вăхăтрипе танлаштарсан ку 3 пин тонна ытларах.  Экспорта ăсатнă чух çӗршыв-экспортерăн фитосанитари тата пахалăхпа хăрушсăрлăх нормисене шута илеççӗ. Çавăнпа ют çӗршыва ăсатма хатӗрлекенӗн тыррине тӗрӗслесе фитосанитари сертификачӗсем параççӗ. Пӗр тапхăр типӗ çанталăк тăнипе тыррăн клейковина шайӗ пӗчӗкрех пулнине пӗлтерчӗ Татьяна Константиновна. Уйрăмах çакă кӗркунне акса хăварнисен палăрать. Апла пулин те экспортер ыйтнинчен кая пулман çакă. Акă мӗншӗн çӗршывсем пӗлтӗрхинчен ытларах та туяннă. Халиччен Тутарстанран туянакан тырă пахалăхне хурлани пулман терӗ спикер. 

Тутарстан аграрийӗсем тулă, урпа, сӗлӗ, кукуруза Казахстана, Ирана, Китая ăсатаççӗ. 2024 çулта Китай 4,2 пин тонна урпа туяннă, çакă пӗлтӗрхинчен 40 процент ытларах. Паяна тулă 20 пин тонна тата 4 пин тоннăна яхăн пăрçа леçнӗ.  Австри, Чехи, Германи, Польша, Латви тата Беларусь йӗтӗн, горчица тата çу редьки туянаççӗ. Тырă продукчӗсем – шротсем, хывăхсем тата выльăха памалли хутăшсем – Азербайджана, Афганистана, Польшăна, Италие каяççӗ. Беларусьпе Азербайджан хура тул кӗрпи илет. Уйăх каялла çеç «Свияжск – Зернопродукт» элеватор комплексӗнчен Турцие кайма Новороссийск портне 43 вагонран тăракан состав çула тухнă. Август уйăхӗнче чукун çулпа тулă тултарнă 76 контейнер Китая ăсатнă. Çавăн пекех Сауд Аравине, Египета, Израиле тырă ăсатать Тутарстан. 

Раççейӗн регионӗсем Тутарстан ял хуçалăх ӗçченӗсенчен 670 пин тонна тырă, пӗлтӗрхинчен 5 пин тонна ытларах туяннă. 

Кăçал Тутарстанран пӗрремӗш хут Китай тулă, пăрçа туяннă. 

Кӗркуннехи культурăсене пуçтарасси республикăра сиккипе пырать. 2 миллион тоннăран кая мар сахăр кăшманӗ пуçтарса илме план тунă. 

Халӗ рапс, хӗвелçаврăнăш, сахăр кăшманӗ, çӗрулми тата пахча çимӗç пуçтарасси пырать. Паяна республикăра рапс пуçтарса илнӗ темелле – 165 пин гектартан 148 пин гектар çинчи çу культурине пуçтарса илнӗ (90 процент). Вăтамран гектартан 19,6 центнер тухăç илеççӗ çӗр ӗçченӗсем. 

Хӗвелçаврăнăшне те пуçтарма тухнă: планпа пăхнинчен 34 процент (73 пин гектар) вырнă, 159 пин тонна тухăçа çапма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Ку культура гектартан 22 центнер тухать.

Сахăр кăшманне уй-хиртен кӗртме те тытăннă. Иртнӗ эрнере 28,8 пин гектартан (йӗтӗн акнин 52 проценчӗ) 1 миллион та 308 пин тонна кăларнă. Сахăр кăшманӗн тухăçӗ вăтамран илсен гектартан 454 центнер. 

Сахăр кăларакан  заводсене 628 пин тонна кăшман кӳнӗ. Вӗсенчен паяна 429,7 пин тоннине тирпейлесе 55,4 пин тонна сахăр кăларма ӗлкӗрнӗ те.  Пӗтӗмпе 2 миллион тонна сахăр кăшманне пуçтарса илме шутлаççӗ тутарстансем. Ку чӗртавартан 240 пин сахăр кăларма планланă.

Хальлӗхе хирсенчен кукурузăна пӗтӗмпех пуçтарса кӗртме ӗлкӗреймен-ха – 40 пин гектар. 

Çитӗннӗ тырпула пухнипе пӗрле килес çула кӗрхисене акассипе хӗрӳ ӗççи пырать хирсенче. Паяна 484 пин гектар акма ӗлкӗрнӗ кӗрхисене. Чылайăшӗ калчаланма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ.  1 миллион та 11 пин гектар (68 процент) çинче суха ӗçӗсене тунă.  

Выльăх-чӗрлӗхе хӗл каçарма республикăра сӗтеклӗ апат, утă-улăм пӗр пуçа 32,8 центнер апат единици тухать. Кукурузăран силос хывасси те малаллах пырать. 97 пин гектартан (60 процент) кукурузăна пуçтарса илнӗ тата 64 пин гектар юлнă. 

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА. 

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство