Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Туризм вăл — бизнес

Çу пуçламăшӗнче Тутарстанра икӗ куна тăсăлакан çӗнӗ турмаршрут уçăлать

Çу пуçламăшӗнче Тутарстанра икӗ куна
тăсăлакан çӗнӗ турмаршрут уçăлать

Аслă Пăлхар нумай çӗршывпа суту-илӳ туса пурăннине астуса çӗнӗ маршрута «Караван йӗрӗпе» ят панă.
Вăл Пăлхар çӗршывӗнчи пысăк та пуян пулнă виçӗ хулапа çыхăннă. Джукетау, Пӳлер тата Пăлхар. Шел те, вӗсенчен виççӗшне те вăхăт, пуянлăха хапсăнакан вăрă-хурахсем тустарса çаратнă. Паян Пăлхар хули çеç ытларах упранса юлнă истори палăкӗсемпе мухтанма пултарать. Ăна та XX ӗмӗр вӗçӗнче çеç археологи, реставраци ӗçӗсем ирттерсе йӗркене кӗртме тытăннă. Ку ӗçсем малалла та пырӗç.

Маршрут пуçламăшӗнчи Джукетау хулашӗ историксемшӗн интереслӗ, паллах, X ӗмӗрте çӗкленнӗ хула-крепость Ылтăн Урта çарӗсем таврана ярса илсен уйрăмах вăйлă аталаннă.
Унăн хулашне Чистай районӗнчи Данауровка ялӗ çывăхӗнче, Кама юханшывӗн сулахай çыранӗнче тупма пулать. Пăлхар çӗршывӗн Кама юханшывӗ çинчи тухăçри хапхи пулнă вăхăтӗнче. Хулана вырăс летопиçне Жукотин ятпа кӗртсе хăварнă. Чăннипе тутарсен икӗ сăмахӗнчен пулса кайнă теççӗ хула ятне: юке — çăка тата тау — ту. Чăвашсем ăна Чукту тенӗ пулать. 
Халӗ çӗрпе танлашнă хулашăн пӗр пайӗнче элеватор ларать. Ăна иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш çулӗсенче лартнă чух ку вырăн археологсемшӗн, историшӗн хаклă, интереслӗ пуласси çинчен никам та шутламан, паллах. Юлнă çӗр лаптăкӗ нумай вăрттăнлăх упрать. Журналистсемпе блогерсене ертсе килнӗ «Чистай патшалăх историпе архитектура тата литература музей заповедникӗ» ТР Патшалăх бюджетлă культура учрежденийӗн директорӗ Светлана Скучаева ку вырăнта мул тупнисене те каласа пачӗ. Историе кӗрсе юлнă тăм чӳлмек ванчăкӗсене паян та тупма пулать, ура айӗнчех. 

Чистай
Джукетауна курас текенсен Чистая çитмелле. Унти музей ӗçченӗсем туристсене Чистайпа та паллаштарӗç, Джукетау хулашне те çитме пулăшӗç. Чистай çӗршывăн кăна мар, тӗнче культурине тӳпе кӗртнӗ çынсен шăпипе çыхăннă. Вӗсенчен пӗри — София Губайдуллина композитор. Нобель премийӗн лауреачӗ Борис Пастернак кунта эвакуаципе килнӗ. Марина Цветаева та эвакуаципе Тутарстана лекнӗ, анчах Чистайра çула май çеç пулнă, чарăнса тăман. Лилиана Лунгина, Кир Булычев, Тимур Гайдар тата ытти интереслӗ çынсен историйӗпе паллашма май пур кунта. 
Хулан хăйӗн историйӗ те питӗ кăсăк. Паянхи кун Тутарстанра, тӗслӗхрен, йывăç велосипеда Чистай музейӗнче çеç курма пулать — икӗ (!) велосипед. Вӗсене Н.И.Мельников Чистай выçелкин хресченӗ 1902 çулта ăсталанă. Çак тӗлӗнмелле урапа çинчен вăл çын каласа панинчен çеç пӗлнӗ. Çын сăмахӗсем тăрăх ăсталанă та. Анчах унпа усă курма меллӗ пулман иккен, çавăнпа 1909 çулта çӗнетме тӳр килнӗ. 
«Восток» сехет завочӗ, Чистай пӗремӗкӗ тата нумай кăсăк япала çинчен пӗлме пулать кунта. Анчах Чистайра пӗр кăлтăк та асăрхарăмăр — обществăлла туалетсем çукрах.Уйрăмах çемьепе, ачасемпе çул çӳрекенсемшӗн чăрмав кăларса тăратӗ ку. 

Пӳлер
Маршрутăн тепӗр чарăнăвӗ —
Пӳлер. Кунта Зуфар Шакиров, Пӳлер историпе археологи заповедникӗн директорӗ кӗтсе илчӗ. Пӳлер хулашӗпе паллаштарчӗ, X ӗмӗрте ӗçленӗ мечӗтӗн хулашне кăтартрӗ. Археологсем чылай çул ӗçлеççӗ Пӳлерте, анчах тӗпчемелли çаплах нумай пулнине асăрхарӗ. Музейри экспонатсенчен вырăнти халăх пуян пурăнни курăнать. Янтарь нумай тупнă археологсем. Сăран тăвакансем, ытти ремесла çыннисем йышлă пурăнни паллă. Пӳлерте пурăнакансем çӗр ӗçне те ăста пулнă. Паян кунччен упранса юлнă тырă пӗрчисене те курма тӳр килчӗ пире. «Тутарсем куçса çӳрекен халăх теççӗ, çӗр ӗçне пӗлмен теççӗ. Пӳлерте тупнă тырă ку сăмахсем суя пулнине çирӗплетет», — хавхаланса каласа парать Зуфар Гумарович. Валем хуçа çăлне те кайса килтӗмӗр. Чăн та, Зуфар Шакиров ăна Валем хуçа çăлӗ темерӗ... 
Пӳлер заповедникӗн лаптăкӗ самай пысăк иккен — 2424 тăваткал метр. Ăна пăхса тăракансем шутлă — 29 çын.

Пăлхар
Маршрут Пăлхарта вӗçленет. Кунта Пăлхар цивилизацийӗн музейӗ, чей музейӗ, коран музейӗ (унтах калăпăшӗпе Гиннесăн Рекордсен кӗнекине те кӗнӗ тӗнчери чи пысăк коран). 
«Караван йӗрӗпе» маршрутпа çула тухнисем Пăлхарти мӗнле истори палăкӗсемпе çывăхрах паллашассине, мӗнле музейсене кӗрессине паянхи куна палăртса çирӗплетмен. Анчах çывăх вăхăтрах пур ыйтăва татса парасси куçкӗрет.
Интереслӗ çулçӳрев хыççăн Пăлхарта пӗтӗмлетӳ пулчӗ. Унта ТР культура министрӗ Ирада Хафизяновна Аюпова хутшăнчӗ. «Туризм вăл — бизнес. Культура еткерӗ те хыснана тупăш кӳме пултарассине ӗнентерес килет пирӗн», — терӗ Ирада Хафизяновна. Çулталăкра Хусан Кремльне миллионшар çын кӗрсе тухсан та музейсене кӗрекенсем сахал пулни çинче чарăнса тăчӗ вăл. Культура министрӗ ку тӗрӗс мар тесе шутлать. И.Аюпова шучӗпе историе пӗлни, унпа интересленни çынра патриотизм туйăмне вăратать.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: туризм