Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Турхан Энтрин тумхахлă çулӗ

Чăваш çыравçи, тӗпчевçӗ, ăсчах Геннадий Федорович Юмарт палăртнă тăрăх, «… Турхан Энтри тăван литературăна хывнă тӳпе хрестоматие кӗнӗ чылай авторсеннинчен çӳллӗрех, пултарулăхӗ пуянрах тата сулмаклăрах. Сăвăсем çырма вăл 1904 çултах, Хусанти учительсен семинарийӗнче вӗреннӗ вăхăтрах, тытăннă. Çакăн хыççăн прозăпа та кăсăкланнă, куçарусем тунă. Вӗсенчен хăш-пӗрисем «Хыпар» (1917) хаçатра, «Сунтал», «Ӗçлекенсен сасси» журналсенче тата ытти изданисенче пичетленнӗ». Кунсăр пуçне 1917 çулта Хусанта чăвашла тухса тăнă «Хыпар» хаçатăн темиçе номерӗнче «Чăваш историйӗ» историлле очерк пичетленсе пынă.

Аслă пӗлӳ илме ӗмӗтленнӗ

Чăваш халăхӗ ăçтан тухса кайни çинчен калакан чăвашла çак пирвайхи очерк Хусанта уйрăм кӗнекен тухмалла пулнă. Тулли вариантлă очерка наборлани, çак кунсенче вăл уйрăм кӗнекен пичетленесси пирки редактор автора пӗлтернӗ çыру çемье архивӗнче упранать. Анчах та кӗнеке кун çути курайман, пăлхавлă 1917 çулта пӗр йӗрсӗр çухалнă. Çырăва автора янă хыççăн темиçе кунтан хула большевиксен аллине лекни паллă, типографине тытса илнӗ, пăлхав çӗкленӗ салтаксем набора тăкса янă пулмалла. Редакторне персе пăрахнă. Хаçатăн очерк пичетленнӗ номерӗсем автор килӗнче упранса юлнă. Чылай çултан вăл вӗсене ачисене, тăванӗсене кăтартнă, чăвашсен историйӗ, очеркăн хаçата кӗмен, анчах кӗнекере пичетленмелле пулнă сыпăкӗсем çинчен каласа панă.

Андрей Васильевич Турхан Хусан кӗпӗрнин Теччӗ уесӗн Курнавăш вулăсне кӗнӗ Турхан ялӗнче 1988 çулхи  августăн 21-мӗшӗнче çуралнă. Курнавăшри тăватă класлă пуçламăш шкулта вӗреннӗ, унтан Елчӗке çул тытнă. Кӗçӗн Елчӗкри икӗ класлă училищӗре вӗреннӗ вăхăтрах Энтри кӗске калавсем çырнă.

Училищӗрен вӗренсе тухсан вăл Хусана учителе вӗренме кутамкка çакса 200 çухрăма çуранах тухса кайнă. Çакăнта вӗренни унăн малашнехи шăпине татса панă. Хут пӗлмен чăваш халăхӗн инкекӗсене, нушине ачаранпах туйса илнӗскер вăл аслă пӗлӳ илме ӗмӗтленнӗ, çавăнпа та хăйӗн тавракурăмне, тӗнчекурăмне ӳстерессишӗн питӗ тăрăшса, çине тăрса вăй хунă. Çӗнӗ вырăнта «питӗ лайăх» паллăсем çеç илнӗ. Семинарире вăл сăвăсем çырма пуçланă, нумай вуланă, куçару ӗçӗнче палăрнă. Хусанта чăвашла çӗнӗ хаçат тухма пуçласан «Хыпарăн» малтанхи номерӗнченех унта тăрăшнă, редакторăн вак-тӗвек хушăвӗсене пурнăçланă, статьясем пичетленӗ. Уйрăмах чăвашсен пулас сăвăçипе Тайăр Тимккипе – Хусанти тӗп типографире наборщик вӗренекенӗнче ӗçленӗ, кайран «Хыпара» ӗçлеме куçнăскерпе – туслашнă.

1905 çулта Турхан Энтри сăвăлла «Ухмах çинчен хывнă юмах» çырнă. Тата пилӗк сăвăлла юмах çырма планласа хунă. Франци комедиографӗн, театр ӗçченӗн Жан-Батист Мольерăн (1622–1673)  «Хыткукар» пьесин пӗрремӗш пайне чăвашла куçарнă, семинари студенчӗсен вăйӗпе ăна сцена çинче лартнă. 1905 çулхи революци вăхăтӗнче семинари студенчӗсене демонстрацие кăларса хула Думин çурчӗ патне ертсе кайнă. «Хура сотня» çыннисем ăна студентсен колонни умӗнче хӗрлӗ ялав йăтса пынине ӳкерсе илнӗ. Тапăнусем пуçланнă. Çамрăкăн семинарирен тухса кайма тивнӗ. Вăл вăхăтра хальхи Тăвай районне кӗрекен ялта священникра ӗçлекен Якку тетӗшӗ патӗнче пытанса пурăннă. Питӗ нумай вуланă, хăй тӗллӗн вӗреннӗ, Л.Толстойăн «Казаки» тата Е.Боголюбовăн «Спартак» повеçӗсене чăвашла куçарнă.

1907 çул пуçламăшӗнче Энтри семинарие таврăннă, историпе кăсăкланса кайнă. Пӗрле вӗреннисем ăна урамра кӗтсе илнӗ, аудиторие алă çинче йăтса кӗнӗ. Тепӗр уйăхранах юлташӗпе пӗрле Энтри вырăс библиографӗн, çыравçин Николай Александрович Рубакинăн «История Российской земли» кӗнекине чăвашла куçарма тӗв тунă. Те çак кӗнеке сыпăкӗсене, те Турхан Энтрин урăх куçарăвӗн татăкӗсене студентсем Н.Никольский ертсе пынипе пӗрле пухăнса тăрăшса сӳтсе явнă. Энтри ют чӗлхерен кӗнӗ сăмахсенче «ă» саспалли вырăнне о çырма, чăваш чӗлхине б, г, д, ж, з, ч, ц, ф саспаллисене кӗртме сӗннӗ.

Çеçпӗл Мишшинчен маларах

Вырăс тата чикӗ леш енчи литературăна тӗпченӗ хыççăн Энтри хăй те роман çырас тӗллев тытнă: «Нимӗç писателӗ Фридрих Шпильгаген çырнă «Один в поле воин» романпа хавхаланса эпӗ хам та роман çырăттăм», – тесе палăртать вăл дневникӗнче, вăхăт çитменнипе пăшăрханать. Дневникранах май уйăхӗнче Турхан темле повесть çырма тытăнни паллă: «Хамăн тин çеç çырма пуçланă повеçре эпӗ чăваш пикисен кӗпи-тумтирне, йăли-йӗркине, шухăш-кăмăлне сăнласа кăтартасшăн», – тенӗ вăл унта. Маларах Атăлçи Пăлхар патшалăхӗ пирки роман çырма планланă. Тен, çав хайлавах пулнă вăл? Паллă мар.

Çав çулах, семинарирен вӗренсе тухнă хыççăн Турхан Энтри Хусан кӗпӗрнин Чикме уесӗнчи Пушкăрт ялӗнче шкулта ӗçлеме пуçлать. Вырăнти калаçăва тӗпченӗ май вăл вирьялсен калаçăвне тӗпе хурса  поэма çырма та палăртать. Сăвăлла ӳкерчӗксем çырма та палăртса хурать. Вирьял чӗлхипе сăвăсем çырса тăван поэзие силлабика-тоника виçине кӗртесшӗн пулнă ахăр. Чăнах та, каярах вăл çак виçепе, Çеçпӗл Мишшинчен чылай маларах, «Тӗрмере», «Юлашки юррăм» тата ытти сăввисене çырнă.

Çак хăш-пӗр тӗслӗхсем çеç сăвăç революцичченех чăваш литературине çирӗппӗн кӗнине çирӗплетсе параççӗ. Çавăн чухнех çамрăк çын чăваш халăхӗн аваллăхӗ пирки çине тăрса шухăшлать. 1917 çул вӗçӗнче  «Хыпарта» «Чăваш историйӗ» очеркне пичетлесе кăларнă. Çакна пурнăçлама  вăл «Болгары и чуваши» авторӗн Н.И.Ашмаринăн юратнă вӗренекенӗ пулни те пулăшнă. Темиçе хутчен венгр фольклорист-этнографӗпе Дьюло Месарошпа тӗл пулнă. И.Я.Яковлева та палланă.

Революциччен те, каярах та Турхан сăвăлла та, прозăпа та нумай çырнă, темиçе чӗлхе пӗлекенскер, куçарнă, хаçат-журналсенче пичетленнӗ. 1920-мӗш çулсенче «Канаш» хаçатра фельетонсем кăларнă. Революци хыççăн поляк çыравçин Пшерва Тетмайерăн «Хресчен ирӗклӗхӗшӗн» романне чăвашла пичетлесе кăларнă.

Учительте ӗçлеме ӗмӗтленнӗ

Турхан Энтри пурнăçӗ питӗ кăткăс та нумай енлӗ. Пушкăрт ялӗнче виçӗ çул ӗçленӗ хыççăн ăна полици йӗрлеме пуçланă, çакăн çинчен пуçлăхсем пӗлнӗ, çавна май ăна «шанчăксăррисен» шутне кӗртсе ӗçрен кăларнă. Полици йӗрлевӗнчен хăтăлас тесе, тăранса пурăнмалли вырăн шыраса вăл Хусанти тӗн академийӗ çумӗнчи миссионерсен икӗ çуллăх курсӗсенчен вӗренсе тухнă. Анчах вăл тӗн çынни пуласшăн мар, учительте ӗçлеме ӗмӗтленет. Ӗç шыраса тӗрлӗ çӗре çитет, юлашкинчен И.Я.Яковлев патне пырса тухать. Патриарх сӗннипе Чăвашкасси ялне учителе вырнаçать.  Кунта  вырăнти    иерейӗн хӗрӗпе венчете тăрать, чирлесе кайса каллех ӗçсӗр юлать. Хуньăшӗ тата мăшăрӗ сӗннипе священнике куçма килӗшет, Алтайра, Усть-Каменогорск уесӗнчи украинецсем пурăнакан пысăк ялта ӗçлеме пуçлать. Кунта вăл коммунизм идеалӗсене тӗнпе çыхăнтарма хăтланать, прихутра Христос коммунине йӗркелет. Ăна арестлесе Усть-Каменогорска ăсатаççӗ. Паллакан тухтăр, Загрядский хушаматлăскер, ăна «психика тӗлӗшӗнчен чирлӗ» тесе йышăннă, пăлхавлă пуп тӗрмерен хăтăлса юлнă. Икӗ çул Турхан ӗçсӗр ларнă. Чӗмпӗр тухтăрӗ Лурия ăна пӗтӗмпех сывалса çитнӗ тесе йышăннă.

1916 çулта Якку пиччӗшӗн лайăх пӗлӗшӗ, Хусанти миссионерсен курсӗсен пуçлăхӗ пулнă, Ӗпхӳ архиепископӗ Андрей Ухтомский кнеç пулăшнипе ăна Çтерлӗ уесӗнчи Петропавловское ялне чиркӗве ӗçлеме шанаççӗ. Кунта вăл 1917 çула кӗтсе илет. Яла фронтовиксем таврăнма тытăнаççӗ. Турхан çамрăксене йӗркелет, ялта халăх дружини туса хураççӗ. Анчах та Çтерлӗ хулине шурă чехсем илнӗ хыççăн кулаксем дружинниксене путвала хупса хураççӗ, приговор çырса арестленисене уеса персе пăрахма ăсатасшăн. Çавăн çинчен пӗлнӗ хыççăн Турхан пуху пуçтарать:

– Çамрăксене мӗншӗн арестлерӗр? Вӗсене персе пăрахӗç, анчах çакă сирӗншӗн йӗркеллӗ вӗçленмӗ. Чехсем каяççӗ, хӗрлисем килеççӗ. Çав темиçе çамрăкшăн тавăрмӗç-и сире? Икӗ хут ытларах çынна вӗлерӗç. Граждан вăрçи ыран-паян вӗçленмест-ха. Власть кашни ылмашмассерен хамăрăннисене тытса парсан  ялта никам та юлмӗ. Халех çамрăксене путвалтан кăларăр! – тесе хушать вăл.

Ял çыннисем чиркӳ çыннин сăмахне итленӗ, арестленисене кăларса янă. Çавăн хыççăн ялта власть тăхăр хутчен ылмашăннă, ял çыннисем шăп пурăннă. Шуррисем килес умӗн кашнийӗнчех çамрăксем вăрмана кайса пытаннă. Пӗррехинче тарса ӗлкӗреймен, Турхан вӗсене хăй килӗнче пытарса усранă. Çапла вара чылайăшне вилӗмрен хăтарса хăварнă.

 Анчах та пӗррехинче пупа хăйне арестленӗ, чутах вӗлермен. Томск хулине ăсатнă. 

Унтан Энтри Хусанти учительсен семинарийӗн инспекторӗнче ӗçленӗ Николай Андреевичăн ывăлӗ, вăл вăхăтра Бийск хулин коменданчӗ пулнăскер, пулăшнипе çав хулана çитнӗ. Малтанласа епископ патӗнче юрлакан пулса тăрăшнă, унтан Макарьевски вулăсӗнчи Кутобай ялӗнче учительте ӗçленӗ. Хăй тахçан чиркӳре ӗçленине пытарса вăл ӗмӗрӗпех учительте тăрăшма ӗмӗтленнӗ. Обществăлла ӗçе хастар  хутшăннă, яла киличченех Совет влаçне пропагандăланă.

Вулăсри партячейка хушнипе Кутобай тата Костромское ялӗсенче ячейкăсем йӗркеленӗ. Таврара эсерсем пăлхав çӗклесен, парти пайташӗсемпе пӗрле юланутçăсен отрядне пуçтарнă, пăлхава путарма кайнă. Шкулта спектакльсем лартнă, çамрăксенчен хор пуçтарнă.

Анчах та часах кунта вăл чиркӳре ӗçленине пӗлнӗ, ялтан пăрахса кайма тивнӗ. Çтерлӗ уесӗнчи Аслăпуç ялӗнче учительте вăй хунă. Анчах унтан та ăна часах пуп пулнă тесе хăваласа янă. 

Выçлăх çул пуçланнă, çемьере тăватă ача, вӗсене тăрантармалла. Ирӗксӗрех Табын кантонӗнчи Трепьел чăваш ялӗнчи чиркӗве вырнаçма тивнӗ. Пахча çимӗç çитӗнтернӗ, пыл хурчӗсем ӗрчетнӗ. Каллех коммунизм идеалӗсене тӗнпе çыхăнтарма хăтланнă, ял çыннисемпе калаçусем ирттернӗ, ялта драма кружокӗ йӗркелесе спектакльсем лартнă. Унăн чăвашла хăй çырнă «Тӗпсакай» пьеси упранса юлнă. Шăпах çав вăхăтра Энтри Мольерăн «Хыткукар» пьесине чăвашла куçарса пӗтернӗ.

Çтерлӗре тухса тăнă «Известия» хаçатăн 1923 çулхи 8-мӗш номерӗнче  «Первое мая и поп» статья пичетленнӗ: Акă мӗн çырнă унта: «В селе Тряпино прошла большая демонстрация, организованная попом Турханом и местным крестьянином Петровым. Поп шел во главе колонны с красным флагом, а потом произнес пламенную речь, встреченный оглушительными аплодисментами», – тенӗ унта.

Çук айăпа темле тăрăшсан та йышăнтарайман

1924 çулта çыравçă е журналист пулма ӗмӗтленсе Шупашкара килнӗ Энтри, анчах часах унăн планӗсене улăштарма тивнӗ. Пӗр вăхăт ВЦИКăн Чăваш Республикипе ӗçлекен яваплă информаторӗнче тăрăшнă хыççăн хăйӗн тăван ялне таврăннă, Курнавăшри вăтам шкулта учительте ӗçленӗ. 1927 çултан Патăрьел районӗнче пурăннă, Сител, Аслă Чемен, Упамса, Турхан шкулӗсенче учитель пулнă. Упамса ялӗнче колхоз йӗркелеме хутшăннă, анчах та «…за искривление политики партии» тесе ăна часах ӗçрен кăларнă. Тӗрӗссипе, унăн айăпӗ кунта пачах та пулман. Тăван ялӗн çыннисенчен, çав шутра тăванӗсенчен те, колхоз йӗркелесшӗн пулнă вăл. Колхоз йӗркелеме Улатăр вăрманӗнче вӗсене çӗр уйăрса панă. Анчах та колхоз туса вăрманта пурăнас вырăнне çынсем каснă йывăçсене лавӗ-лавӗпе ялне ăсатма тытăннă, вăрман сутса пуясшăн пулнă. Поэт архивӗнче ял çыннисене ăс вӗрентсе янă çыру упранать.

Темиçе çул вăл Патăрьел педтехникумӗнче студентсене вырăс тата нимӗç чӗлхисене вӗрентет. Тăрăшуллă та ӗçчен педагогăн часах тăшманӗсем, кӗвӗçекенсем тупăнаççӗ. Вăл тахçан чиркӳре ӗçленине те манса кайман иккен. 1937 çулта ӗçтешсенчен тахăшӗ республика хаçатӗнче «Патăрьел педтехникумне тăшмансенчен тасатар» ятпа пысăк статья пичетлет. «Тăшмансен» хушшинче Турхан хушамачӗ те пур. Çапла вара çулăмлă революционера «наци буржуйӗ» тесе сăнланă, «чăвашсен уйрăм патшалăхне туса хурассишӗн кӗрешет» тесе айăпланă. Çак пăтăрмахчен Энтри пысăк поэма çырса пӗтерет, пичетлеме Шупашкара тахçанхи пӗлӗшӗ патне ярса парать. Поэмăна часах пичетлеççӗ, анчах… пӗлӗшӗн хушамачӗпе. «Халӗ вăл поэмăпа опера та, балет та лартнă ӗнтӗ», – тесе аса илнӗ поэт ватăлсан.

Çак пăтăрмах тата хаçатри статья Энтри кăмăлне тӗпрен хуçнă, çырнă япалисене пуçтарса çунтарса ярать вăл. Чунпа çунса кӗлленсе поэт Сталин патне çыру çырса ярать. Хăш-пӗр тăванӗсем аса илнӗ тăрăх çакăн хыççăн часах ăна арестленӗ. «...Пӗр протокол айне те алă пусманнине кура прокурор кашни кунах камерăна кӗретчӗ, юнланнă алсине кăтартатчӗ. «Персе пăрахнисене вилнӗ е вилмен тесе алсапа тытса пăхрăм, часах сан ӳтне те çапла тӗрӗслӗп, протокол айне алă пусмасан», – тесе хăрататчӗ», – аса илетчӗç тăванӗсем поэт вилес умӗн каланă сăмахсене. 

Темле ӳкӗтлесен те, хăратсан та поэта çук айăпа йышăнтарайман. Вăл çырнă çыру аслă çулпуç патне çитнӗ-и, çитмен-и – паллă мар, анчах та часах «çӳлтен» Турхана ирӗке кăларса ӗçпе тивӗçтермелли, мӗнпур прависене тавăрса памалли пирки хушу килет. Çакăн хыççăн Андрей Васильевич 1957 çулта пенсие тухичченех Чăваш АССР Елчӗк районӗнчи Çӗнӗ Пăва вăтам шкулӗнче ачасене вырăс тата нимӗç чӗлхисене вӗрентет. 

2013 çулхи октябрӗн 3-мӗшӗнче шкул çурчӗ çине поэта чысласа асăну хăми вырнаçтарнă. Андрей Васильевич Турхана ку шкулта ӗçленӗ вăхăтра виçӗ хутчен Ленин орденӗпе наградăлама тăратнă. Чăваш АССР Верховнăй Совечӗн Президиумӗн Хисеп хучӗпе (1961), «1941 – 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче хастар ӗçленӗшӗн» (1945), «Ӗçри хастарлăхшăн» (1949) медальсемпе наградăланă.

1960 çулта Патăрьелне куçса кайнă, 1972 çулхи май уйăхӗнче унта вилнӗ.

Хусанкай поэмисенчи тӗп сăнарсен прототипӗ

Чăваш литературин классикӗ Петӗр Хусанкай Турхан Энтрине питӗ лайăх пӗлнӗ, унăн пултарулăхне пысăка хурса хакланă. Хăйӗн икӗ поэминче вăл Энтри сăнарне тӗп сăнарсен прототипӗ вырăнне илнӗ. Вӗсенчен пӗрне, «Юлашки пăлхар» ятлине, вăл 1930 – 1933 çулсенче çырнă. 1989 çулччен ниçта та пичетленмен. Хăй пурăннă чухне автор поэмăна пичетлеме сӗннипе сӗнмени паллă мар. Иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш çулӗсенче вăл пичете лекме те пултарайман, мӗншӗн тесен унта, çав тапхăрти официаллă схемăсене пăхăнмасăр И.Я.Яковлев, К.В.Иванов тата ыттисене асăннă. 

Поэмăн тӗп геройӗн – Анат Энтрин сăнарӗ, Турхан Энтрин хӗрӗ Тамара Андреевна (1914–1997) аса илнӗ тăрăх, Хусанкай Турхан Энтрипе тӗл пулнă хыççăн çуралнă. Энтри ун чухне Атăлта шыва кӗнӗ. Тамара, Хусанкая лайăх пӗлнӗскер, вӗсене паллаштарнă. Шăпах çавăн чухне Хусанкай Энтрие çапла сăмах панă имӗш: «Эсӗ эпӗ тин çеç çырма пуçланă çӗнӗ поэмăн тӗп геройӗн прототипӗ пулатăн». 

Çак тӗлпулăва каярах П.Хусанкайăн «Аптраман тавраш» поэминче çутатнă. Поэмăн сыпăкӗсенчен пӗринче герой – Аполлон Иванч Турхан, Атăлта шыва кӗрет, унăн хӗрӗ Тамара ашшӗпе паллаштарать. Пирвайхи поэмине пичетлейменнипе Хусанкай Турхан сăнарне тепӗр поэмине кӗртнӗ ахăр.

Турхан Энтри чăваш литературине революци гимнӗн жанрне кӗртнӗ поэт пек паллă. Çав гимнсенчен пӗри –  чăвашла куçарнă «Интернационал» 1917 çултах «Хыпар» хаçатра кун çути курнă. Революци гимнӗсене поэт революцичченех куçарма пуçланă ахăр, çав шутра «Марсельезăпа» «Интернационала» тӳрех французларан куçарнă. «Марсельеза» Хусанта тухса тăнă «Канаш» хаçатăн 1918 çулхи мартăн 1-мӗшӗнчи номерӗнче, «Варшавянка» тата «Пытару маршӗ»  Мускавра тухса тăнă  «Сунтал» журналăн 1923 çулхи 8-мӗш номерӗнче пичетленнӗ. Революци гимнӗсемпе хавхаланса, Турхан хăй те чăвашла чылай гимн çырнă, çав шутра «Чăваш марсельези», «Çамрăксен марсельези», «Чăваш Республики» тата ыттисем. Вӗсем тӗрлӗ изданисенче пичетленнӗ. Революци тематикипе сăвăсем те сахал мар çырнă вăл.

Василий КАРАБАЕВ.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев