Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Туслăх çинчен çырнă калавсен пуххи кун çути курчӗ

Коллективлă сборника çирӗм тăватă авторăн произведенийӗ кӗнӗ. Кашниех тӗрлӗ лару-тăрăва çутатса панă. Сăнарсем инкеке лекнӗ юлташӗсене пулăшаççӗ, ултава уйăрса илме, пӗр-пӗрне каçарма вӗренеççӗ.


 
Чăваш халăхӗ туслăха яланах пысăка хурса хакланă. Çакă ваттисен сăмахӗсенче те лайăх курăнать: «Çӗр сум укçа пуличчен çӗр тус пултăр», «Çывăх юлташ тăванран мала», «Тусна мулпа ан улăштар», «Тусу çук пулсан тупма тăрăш, тупсан упрама тăрăш», «Юлташна ан пăрах, юлмăн хăрах», «Шанчăклă тусăн хакӗ çук»... Çулсем иртеççӗ, ăру хыççăн ăру килет, самани те улшăнать – шурсухалсем калани çеç кивелмест, мӗншӗн тесен унта халăхăмăрăн ăс-хакăлӗ, вăйӗ-тӗрекӗ упранать. Ку чăнлăхсене мӗн пӗчӗкрен ăша хывса ӳсетпӗр, чунпа-юнпа атте-аннерен илетпӗр.
 
Çакăн пек шухăшсем çуратать Чăваш кӗнеке издательствин çӗнӗ кăларăмӗ – «Эсӗ манăн тус пулсан...». Ăна вăтам классенче вӗренекенсем валли Ольга Федорова пухса хатӗрленӗ, редакторӗ те вăлах. Ӳнерçи – Наталия Андреева. Тиражӗ – 1000 экземпляр. Хайлав пуххине туслăх çинчен çырнă калавсем кӗнӗ.
«Туслăх куçа курăнмасть, çапах та кашнин пурнăçӗнче пысăк вырăн йышăнать. Вăл тӗрлӗрен пулать, чăн-чăнни, ултавли, ӗмӗрлӗхе пыраканни, самантлăха «çуталса» илни...» – тенӗ умсăмахра Ольга Леонидовна. Кăларăмра вара мӗнлерех туслăх çинчен сăмах пырать-ши?  Тӳрех хуравлаймăн та, мӗншӗн тесен коллективлă сборника çирӗм тăватă авторăн произведенийӗ кӗнӗ. Кашниех тӗрлӗ лару-тăрăва çутатса панă. Сăнарсем инкеке лекнӗ юлташӗсене пулăшаççӗ, ултава уйăрса илме, пӗр-пӗрне каçарма вӗренеççӗ.
Вулакан паллă чăваш прозаикӗсен хайлавӗсемпе те, çамрăк авторсен пултару­лăхӗпе те паллашӗ. Авторсене асăнар-ха: Николай Ишентей, Лариса Петрова, Николай Ларионов, Ольга Рубцова, Елен Нарпи, Валентина Тарават, Микул Ишимбай, Ольга Австрийская, Ольга Тургай, Улькка Эльмен, Светлана Асамат, Галина Матвеева, Ольга Васильева, Владислав Николаев, Елена Куд­рявцева, Ирина Кошкина, Нина Царыгина, Анастасия Семенова, Раиса Сарпи, Александр Трофимов, Сергей Павлов, Марина Карягина, Владимир Степанов, Василий Кервен.
Кашни хайлав пуçламăшӗнчех çыравçăсен туслăхӗ çинчен каланă йӗркисене илсе панă. Николай Ишентей, тӗслӗхрен: «Туслăх, картлашка пекех, çынна çӳлерех çӗкленме пулăшать», – тенӗ. Лариса Петрова çапларах палăртнă: «Йывăрлăхра пӗр-пӗрне алă парсан хăвăн пурнăçна та çăмăллататăн». Ольга Рубцова ачасене тимлӗ пулма асăрхаттарнă: «Йывăр вăхăтра йăпатакана çывăх тус теме ан васка, сан телейне курса пӗрле чунтан савăнакан – çакă вăл чăн-чăн тус».
Лариса Петрован «Пӗве патӗнче» калавӗнчи икӗ тантăш – Ольăпа Нина – пӗррехинче килсӗр йытăпа çурисене кураççӗ. Вӗсене пулăшас килет хӗрачасен. Анчах усал чунлă çынсем те пур-çке. Хăв ача кăна пулсан та, чул чӗреллисене хирӗç тăма пӗлмеллех-мӗн.
Николай Ларионовăн «Хăрканпа Мăркан» хайлавӗнчи сăнарсем те этем тискерлӗхӗпе, чурăслăхӗпе тӗл пулаççӗ. Хăркан – пысăках мар йытă, Мăркан – сăрă тӗслӗ кушак. Кил хуçи юратсах каймасть вӗсене. Кун пек чухне чӗрчунсен хăйсене çеç шанма, хӳтӗленме тивет. Усал хуçапа тăшман та кирлӗ мар.
Елен Нарпин «Çӗнӗ вăйăсем» калавӗнчи кукашшӗпе кукамăшӗ çуллахи каникул вăхăтӗнче канма килнӗ мăнукӗсене телефон вăййисенчен хăптарасшăн. Иван Валерьевич хăй тӗллевне пурнăçа кӗртме майсем тупатех. Хăратса та тавлашса мар, тӗплӗнрех пӗлес килсен кӗнекене тупса вулăр.
Микул Ишимбайăн «Чăн-чăн юлташ» калавӗ: «Туслăх ӗçре палăрать», – шухăша уçса парать. Ольга Тургайăн хайлавӗ – «Туслă çерçисем» – пӗчӗкçӗ кайăксен те пӗр-пӗрне пулăшас, хута кӗрес йăла пуррине çирӗп­летет. Улькка Эльменӗн «Чечек çыххи» калавӗнче чарусăр ачасем те шаннине тӳрре кăларма пултараççӗ текен шухăш тӗпре. Галина Матвееван «Джек» хайлавӗ чуна хускатать. Пӗр çемьен тата килти йыттăн савăнăçӗ-инкекӗ урлă чăваш кил-йышӗн кулленхи пурнăçне кăтартса панă. Сергей Павлов чăваш халăх çыравçин «Парăмӗнче» те амăшӗпе ачисем хушшинчи хутшăнусене йӗрлетпӗр, сăнарсемпе пӗрле хӗпӗртетпӗр е кулянатпăр.
Сборника Ольга Васильеван «Эсӗ ма­нăн тус пулсан...» калавӗ тăрăх ят панă. Надьăпа Дашăн туслăхӗ еплерех çуралса аталанни çинчен кăсăклансах вулатăн. Яланах тип-тикӗс те яп-яка пулман тантăшсен пӗрлехи çулӗ. Пӗр-пӗрне кӳренни-çилленни те пулнă, ыттисем хушша-хуппа кӗнипе калаçмасăр çӳрени те. Хӗрачасене тăванӗсемех пӗр чӗлхе тупма чăрмантарни тӗлӗнтерет. Анчах пурнăçра та тӗл пулмаççӗ-и-ха кун пек тӗслӗхсем? Нина Царыгина та «Туссем çавăнпа кирлӗ те» произведенийӗнче кăмăлӗпе расна хӗрачасен хутшăнăвне сăнланă.
Елена Кудрявцеван «Пăлаки тата Таçук» хайлавӗ – вашават хӗрачапа ăслă кушакăн туслăхӗ çинчен. Ирина Кошкинан «Сашка пӗчӗк тус» калавӗнчи ватă çынпа арçын ачана вара шăнкăрч вӗлли туслаштарнă. Ӗненместӗр-и? Чăнах та çапла. Автор кунта интернетри хутшăну, тунсăхпа пӗчченлӗх темисене те хускатнă.
Чăваш халăх поэчӗ Раиса Сарпи «Ӗмӗрлӗх туслăх» автобиографиллӗ калавне Патăрьел районӗнчи Шăнкăртам ялӗнче çуралса ӳснӗ Гельфисепе Гульчечек Сунгатуллинăсене халалланă. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш çулӗсенчи пулăмсемпе ӗçсем вуланăçемӗн куç умне яр уççăн тухаççӗ.
Кăларăмри кашни калав хăйнеевӗрлӗ, интереслӗ. Пурин çинче те чарăнса тăраймарăмăр. Вӗсене урлă-пирлӗ тишкериччен сборника хăвăр тытса вуланине нимӗн те çитеймӗ. «Эсӗ манăн тус пулсан...» çӳлӗк çинчи юратнă кӗнекесен йышне кӗме чăннипех тивӗç.
 
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: литература