Тутă ача, савăнăçлă амăшӗ – телейлӗ хутшăнусем
РФ Сывлăх сыхлав министерстви ăна Халăхсен хушшинчи ачана кăкăр çитерессине халалланă. Ку акцие тӗнчере 30 çул яланах августăн пӗрремӗш эрнинче ирттереççӗ.
.w.jpg)
Кăçал Раççейри йӗркелӳçӗсем августăн 9-мӗшӗчченех тăсаççӗ. Ку мероприятисене нумайрах площадкăсенче ирттерес тӗллевпе çыхăннă. 2026 çулти эрнелӗх «Пурнăç çулӗ çине çирӗппӗн старта тухма кăкăр çитермелле: мӗн пуррине çирӗплететпӗр» девизпа иртет. Кăкăр сӗчӗ ачашăн чи кирлӗ, чи хаклă апат пулса тăрать. Вăл усăллă, антителасем инфекцисенчен сыхлаççӗ, нимӗнле хăрушлăх та çук унра.
Ача çуралсан малтанхи кунӗсенче молозиво çиет – сарă тӗслӗ çăра сӗт. Вăл иммуноглобулинсемпе, лейкоцитсемпе, ӳсме пулăшакан факторсемпе пуян. Çаксем тин çуралнăскерӗн вар-хырăмне тӗрӗс ӗçлеттерме пулăшаççӗ, аллергисенчен хӳтӗлеççӗ. Амăшӗн сӗчӗ самăрланма памасть тата ӳлӗм диабетпа чирлессинчен хӳтӗлет. Малтанхи 6 уйăхра ачана кăкăр сӗчӗ çеç çитермелле, çур çултан апат хушмалла. Вăл 2 çул тултариччен кăкăр ӗмӗртме чарăнмалла мар. Кăкăр çитерни çирӗппӗн аталанма пулăшать, апат-çимӗç хăрушсăрлăхӗ çине витӗм кӳрет.
Çаксем çинчен çамрăк аннесене, пулас аннесене каласа парасси акцин тӗп тӗллевӗ пулса тăрать. Паллах, кунта хӗрарăмсем пӗр-пӗрне хăйсен опычӗпе паллаштараççӗ. Кăкăр ӗмӗртни хӗрарăмшăн та усăллă. Ача çуратнă хыççăн организма вăй илме пулăшать, гормонсен шайлашăвне йӗркене кӗртет, хăш-пӗр чирсенчен, кăкăрпа ама хутаççине усал шыçăран сыхлать, 2-мӗш типлă диабета аталанма памасть. Ачапа амăшӗн хутшăнăвӗ телейлӗн аталаннине те тухтăрсем ачана кăкăр ӗмӗртнипе ăнлантараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев