Тутарсенчен чылайăшӗ юнпа хамăрăн тăвансемех пулса тухаççӗ
Пăлхарсем ислам йышăннăранпа 1100 çул çитнине Тутарстанра анлă уявланă май, истори докуменчӗсем çине таянса хăш-пӗр шухăшсене çырса пӗлтерес килет
Пăлхарсем ислам йышăннăранпа 1100 çул çитнине Тутарстанра анлă уявланă май, истори докуменчӗсем çине таянса хăш-пӗр шухăшсене çырса пӗлтерес килет.
Хунсен Орган патшине Византияри император тӗне кӗртни çинчен унти манахсем çырса хăварнă. Органăн тăванӗ, унран влаçа илсе юлакан Кубрата (пăлхарсен патшине) ача чухнех Константинопольте шыва кӗртни çинчен çырнисем те пур. Ку ӗç 640-мӗш çулсенче пулса иртнӗ.
Пэлхарсен патшисене ислам йышăнма ӳкӗтлеме Ибн Фадлан 922 çулта кăна Пăлхар патшалăхне çитет. Анчах та ун çырăвӗсенче пăлхарсем христиан тӗнне йышăнса пурăнаççӗ тесе нимӗн те çырман. Апла пулсан, вăд вăхăтра тӗн йышăнасси хуçаланакан элитăна кăна пырса тивнӗ тесе палăртма пултаратпăр.
Тепӗр кăсăк самант. Араб халифӗнчен ислам йышăннă пăлхарсем хăш чӗлхепе калаçнă: чăваш чӗлхипе-и е тутар чӗлхипе-и? Чылай ученый авалхи тӗрӗк чӗлхипе тесе хуравлать. Кунта тӗрӗслӗх патне çывхарас тесен чӗлхесен çемйисене танлаштармалла. Тӗрӗк чӗлхисен классификацийӗнче пăлхар чӗлхисен ушкăнӗ кыпчак чӗлхисен ушкăнӗнчен ватăрах тесе çырнă. Пăлхар ушкăнӗнчи чӗлхесенчен сывви – чăваш чӗлхи кăна тăрса юлнă. Вăл Атăлçи Пăлхар патшалăхӗнчи чӗлхен пӗртен-пӗр еткерçи пулса тăрать. Кыпчак чӗлхисем Атăл тăрăхӗнче 14-мӗш ӗмӗртен кăна сарăлма тытăннă, çав шутра тутар чӗлхи те. Апла пулсан 1100 çул каялла ислама Пăлхарта чăвашла калаçакан çынсем йышăннă тесе палăртма пултаратпăр. Çакна тата 13-14 ӗмӗрсенчи араб чӗлхипе çырăннă, анчах та чăвашла вуланакан масар чулӗсен эпитафийӗсем те çирӗплетеççӗ.
Пăлхарсем те йышлăн ислам йышăннă, каярах чăвашсем те сахал марăн Магомет тӗнне илнӗ. Тӗслӗхсем питӗ те нумай. Çак процесс 1917 çулхи революципе çеç чарăннă. ХХ ӗмӗр пуçламăшӗнче чăвашсем тутара тухса хăйсен чӗлхипе те калаçма пăрахнă, тумланма та тутарла тумланса çӳренӗ. Унччен маларах урăхла пулнă. Ислам тӗнне йышăнсан та, вӗсем чӗлхине пăрахман. Акă мӗн çырать С.И.Хамидуллин «История башкирских родов. Гирей. Том 2» кӗнекере: «Хусан ханлăхӗн халăхӗ икӗ йышран тăнă. Пӗрремӗшӗ – вырăнта çӗр ӗçӗпе пурăнакан мăсăльман-чăвашсем, тепри – вӗсемпе хуçаланакан тӗрӗк-монголсен Ширин, Барын, Аргын, Кыпчак, Мангыт пӗлемисем». Хусан ханлăхне Хаяр Иван аркатать. Апла пулсан, шӗкӗр хулара та ытларах чăвашла калаçакансем пурăннă пулса тухать вӗт. Ахальтен мар чăвашсене юнпа Хусан тутарӗсене çывăх тесе каламаççӗ пулӗ. Вăрттăнлăха Дрезден библиотекинчсе упранакан тепӗр çыру та уçса парать. 1635 çулта Хусан кӗпернинчи ясак тӳлекен чăвашсен ятӗнчен Рахман Колой текен апăс Крым ханӗ патне чăрăш çармăсӗсене, тури чăвашсене, чăвашсене, иштек пушкăрчӗсене хăйӗн хӳттине илме ыйтса çырать. Çак çырура Хусан ханлăхӗнче пурăнакан халăхсене асăннă, анчах та темшӗн-тӗр унта тутарсем çук. Тупсăмӗ ансат, ун чухне Хусан тутарӗсем хăйсене чăвашсем тенӗ. Тӗслӗхрен, çармăссем тутарсене халӗ те «суас» тесе чӗнеççӗ. Чăвашсене вара «суасламары» (чăваш çыннни). Пирӗн чӗлхесемпе хутшăнман, урăх ушкăнра тăракан чӗлхере халăх ячӗсем улшăнмасăр упранса юлнă.
Хаяр Иван çарӗнче те чăвашсем йышлă пулнă. Ку вара ытларах турисем, Мускав енче пурăнаканнисем. Чăвашсем чăвашсене хирӗç çапăçнă юнлă вăрçă вăл Хусан Кремлӗн стенисем патӗнче пулса иртнӗ мар-и ха капла?
Чăвашсем йышлăн тутара куçнине Патша вăхăтӗнчи халăх перепиçӗ те, ытти документсем те çирӗплетеççӗ. Сăнанинчен: чăваш ялӗ çумӗнче çав ятпах тутар ялӗ пур-тăк, пӗлӗр, вăл ялта пурăнакансен аслашшӗ-асламăшӗсем малтан чăваш пулнă. Тӗслӗхрен, Пăва районӗнчи Чăваш Пимӗрселӗпе Тутар Пимӗрселӗ пур. Аксу районӗнче Чăвашсем пурăнакан Сӗнчел çумӗнче Тутар Сӗнчелӗ пур. Çак ялсем хушшинче 300 çухрăм пулсан та, вӗсен шăписем пӗрешкел: иккӗшӗ те ислам йышăнса чăваш ялӗсенчен уйрăлса тухнă.
Хальхи вăхăтра Раççейре 3 пине яхăн мăсăльман-чăваш пурăнать пулсан, ӗлӗк кăтартусем урăхларах пулнă, вӗсем тӗн илсен тутар тесе çырăнма тытăннă. Çапах хăш-пӗр цифрăсене истори сыхласа хăварнă. 1911 çулта Самар кӗпернинче 574 мăсăльман-чăваш пурăннă, Хусан кӗпернинче – 78 çын кăна мăсăльман-чăваш тесе çырăннă, Чӗмпӗр кӗпернинче – 483 чăвашла калаçакан çын ислам тӗнӗпе пурăннă, Ӗпхӳ кӗпернинче 702 çын.
Чӗмпӗр кӗпернин Пăва уесӗнчи тепӗр тӗслӗх паянхи вулакана шак хытарма пултарать. Вăл тăрăхра Тинкеш, Аслă Аксу, Хулаçырми, Энтукан, Кивӗ Шемӗршел, Çӗнӗ Тăваньел, Кивӗ Чакă, Юлхавай, Чакăлтăм тата ытти ялсен чăвашӗсем тӗнне улăштарнă тӗслӗхсем пур. Анчах та пӗр ялти чăвашсем мăсăльмана тӗрӗс мар тухнă тесе чиркӳ ӗçченӗсем ӗç пуçарнăран, вӗсен ячӗсем çырăнса юлса паянхи куна çитнӗ. Сăмах Атав ялӗ çумӗнчи Сӗвеш (Сиушево) пирки пырать. Халӗ вăл ялсем пӗрлешнӗ ӗнтӗ, ӗлӗк вӗсене уйрăм çырнă. Патшан 1905 çулхи манифесчӗ хыççăн православире пурăнакан Сӗвеш чăвашӗсем (46 кил-çурт) ислама тухма ыйтса кӗперне правленине прошени яраççӗ. Правлени отказ парать. Анчах та çакă чăвашсене тутара тухма чараймасть. Вӗсем кӳршӗ халăхăн йăлисемпе пурăнма тытăнаççӗ. Епархи пуçлăхӗсем чăвашсем чиркӗве çӳременнипе аптăранипе кӗперне пуçлăхӗсене çăхав çыраççӗ. Вăл вăхăтра ӗнтӗ Сӗвеш чăвашӗсем мечӗт тума тытăннă пулнă. Вӗсем ислама куçма ирӗк ыйтса Раççей Империйӗн Сенатне çыру çыраççӗ. Малтан вырăс ячӗсемпе, каярах тутарла ячӗсемпе. Çапла çырăва алă пусакан Илья Петров Ильяс Феткуллов пулса тăни паллă, Егор Антонов – Хайрулла Сагдеев, Василий Филиппов – Бурганетдин Гимадетдинов, Прохор Васильев – Бурганетдин Абдуллов, Игнатий Леонтьев – Гимадетдин Фахретдинов, Александр Васильев – Велиулла Шамшетдинов. Çакăн çинчен Ульяновск облаçӗнчи Регионăн историйӗпе культурине тӗпчекен институтра ӗçлекен Александр Кобзев архив справкисем çине никӗсленсе çырать. Мăсăльман приходне тӗрӗс мар йӗркеленӗ тесе вӗсене çав çавах явап тыттараççӗ – штраф тӳлеттереççӗ, вырăнти влаçсем мечӗтне хуптараççӗ. Анчах та вăл хупăнмасть, мӗншӗн тесен ăна кӗпӗрнаттăр çеç хуптарма пултарнă. Патша вăхăтӗнче те бюрократи çынран вăйлăрах пулнă, Сӗвеш мечӗтне 4 çултан кăна хупаççӗ. Анчах мечӗте хупсан та, мăсăльмансен тӗнне йышăннă чăвашсем ачисене мулласем патна килӗсене вӗренме яраççӗ. Çапла вӗсем тӗпӗ-йӗрӗпе тутара тухаççӗ.
Çапла тутарсенчен чылайăшӗ юнпа хамăрăн тăвансемех пулса тухаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев