Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТУТАРСТАН ÇӖНӖ ИСТОРИЙӖН АХАХ ПӖРЧИ

Проектăн 10 çулне сентябрӗн 25-мӗшӗнче Хусанта «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче паллă турӗç

«Чунтан – чун валли» – çакăн пек девизпа ӗçлет​ Тутарстанри историпе культура палăкӗсене çӗнӗрен чӗртекен «Возрождение» фонд. Тутарстанăн çӗнӗ историйӗнчи пӗлтерӗшлӗ çак проектăн 10 çулне сентябрӗн 25-мӗшӗнче Хусанта «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче паллă турӗç. Тӗрӗсрех каласан, 10 çулхи ӗçне пӗтӗмлетрӗç. Аса илтеретпӗр, «Возрождение» фонда ТР Пӗрремӗш Президенчӗн Минтимер Шаймиевăн пуçарăвӗпе 2010 çулта февраль уйăхӗнче йӗркеленӗ. Минтимер Шарипович ăна паянхи кун та хăй ертсе пырать.

10 çул историшӗн нумай вăхăт мар, апла пулин те курăмлă ӗçсем çав тери пысăк. Историксен, археологсен, реставраторсен, строительсен, художниксен тата ытти специалистсен команди тăрăшнипе авалхи Пăлхар хулипе Свияжск хула-утрав авалхи илеме тавăрса çӗнӗрен чӗрӗлсе тăчӗç. Пăлхарта ислам академине туса лартрӗç, хальхи вăхăтра Турă Амăшӗн Хусан турăшӗ курăннă Соборăн реставрацийӗ пырать. Тутарстанри историпе культура палăкӗсене курма халӗ çуллен пин-пин турист килет. Аслă Пăлхар вара Раççей ислам центрне, мăсăльмансен меккине çаврăнчӗ. Пӗр регионтан харăсах виçӗ историпе культура комплексне (Пăлхар историпе археологи комплексӗ, Свияжск​ хула-утравăн Успени соборӗпе мăнастирӗ тата Хусан Кремлӗ) ЮНЕСКО Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокне кӗртни хальччен Раççейӗн пӗр регионӗнче те пулман.
Çакăн пек пысăк ӗçе республика вăйӗпе кăна тума май çук, Тутарстанăн нумай нациллӗ халăхӗ, общественность, çӗршыври тата ют çӗршывсенчи бизнес представителӗсем, ыркăмăллăхçăсем, инвесторсем, федераллă центр пулăшса тӗрев панă. Çавăнпа Фондăн 10 çуллăхӗн хăнисем те çав тери нумайăнччӗ: ТР Патшалăх Канашçи М.Шаймиев, ТР Президенчӗ Р.Минниханов, РФ МИД департаменчӗн директор çумӗ, РФ ЮНЕСКО ӗçӗсем енӗпе комиссийӗн Раççейри яваплă секретарӗ Г.Орджоникидзе, РФ строительствăпа ÇКХ​ министрӗн çумӗ И.Файзуллин, проектсен инвесторӗсемпе ыркăмăллăхçисем, федераципе республика ведомствисен ертӳçисем тата ыттисем.
Мероприяти пуçламăшӗнче кăтартнă видеосюжет хăйех çак 10 çулăн «отчечӗ» пулчӗ. Мӗн пысăкăш ӗç туни, мӗн чухлӗ мăнаçлăх!
«Возрождение» Фондăн Попечительсен Канашӗн Председателӗ, ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев сцена çине тухсан Авалхи Пăлхар тата Свияжск утрав-хула культура еткерлӗхӗсем тутарстансене ӳсӗм çулне, нацие, мӗнле тӗне ӗненнине пăхмасăр пӗрлештернине, каларӗ. Ăнăçлă, масштаблă проекта РФ Президенчӗ В.Путин, ТР Президенчӗ Р.Минниханов, РФ ют çӗршывсен ӗçӗсем енӗпе министрӗ С.Лавров ырласа йышăннине палăртса пурне те тав турӗ. Фонда пулăшнă ыркăмăллăхçăсен пӗрин те ячӗ манăçманнине, вӗсен ячӗсем (пурӗ 62571-ӗн) Асăну кӗнекин 10 томне йышăннине асăнчӗ. ​
Пăлхарпа, Свияжскпа çыхăннă проектсем 2019 çулта вӗçленнӗ, халӗ вӗсене пăхса тăма ятарлă министерствăсемпе ведомствăсене панă.
Фондăн ӗçӗ ку проектсемпе кăна вӗçленмест-ха. Ӗç малаллах пырать. Республикăри историлле ытти объектсене те черет çитессине шантараççӗ.
ТР Президенчӗн Р.Миннихановăн пуçарăвӗпе тата РФ Президенчӗпе В.Путинпа ют çӗршывсен ӗçӗсен​ министрӗ С.Лавров тӗрев панипе 2022 çулта ЮНЕСКО Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн комитечӗн 46-мӗш сессийӗ Хусанта иртӗ. Унта пӗтӗмпе 190 çӗршыв представителӗ хутшăнӗ.
​ М.Шаймиев Пăлхарти ислам академийӗпе Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн соборӗн пӗлтерӗшӗ çав тери пысăккине те палăртмасăр хăвармарӗ. Тӗслӗхрен, собор тӗнче шайӗнчи культура палăкӗ, мӗншӗн тесен çӗр айӗнчи храмлă соборсем тӗнчипе те шутлă кăна-мӗн. Çак проектсене пурнăçа кӗртме нумай вăй хуракан Тутарстан митрополийӗн ертӳçине Феофан владыкăна, Мăсăльмансен тӗн управленийӗн ертӳçине Камиль хазрат Самигуллина тав турӗ.
Тепӗр масштаблă проекчӗ те малӗмӗтлӗ фондăн. Ку вăл​ – «Утăмсем – пӗлӳпе килӗшӳ патне» темиçе чӗлхепе (вырăсла, акăлчанла, тутарла) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан комплекссем. Ăна Фонд РФ Çутӗç, ТР Вӗрентӳпе наука министерствисемпе пӗрле 2019 çулта пуçарнă. Тума палăртнă 6 комплексран иккӗшӗ, Хусанта тата Елабугăра, кăçал сентябрӗн 1-мӗшӗнче хута кайрӗ.
Тутарстанăн ăслă лидерӗ Минтимер Шаймиев «Возрождение» проекта пуçарса халăх асӗнче ӗмӗрлӗхех вырăн йышăнчӗ. ТР Президенчӗн Р.Миннихановăн сăмахӗсем тăрăх, иртнӗ 10 çулхи ӗçсем (тем пек пысăк пулсан та) пӗрремӗш утăмсем кăна, ӗмӗтсем, палăртнă ӗçсем тата нумай. «Возрождение» фонд ӗçӗ культурăпа истори палăкӗсен кăна мар, тутар общественноçӗн чӗрӗлӗвӗ те. Тăван чӗлхене вырăс, акăлчан чӗлхипе пӗр шая лартакан халăх пирки урăхла мӗнле калăн тата.

Ирина КУЗЬМИНА.

www.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев