Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан çулӗсем çинчи патрульсен шучӗ ӳсет

Тутарстан Республикинчи Патшалăх автоинспекцийӗ çул-йӗр правилисене çирӗп пăхăнмалли çинчен аса илтерсе çула тухакансене тимлӗ тата асăрхануллă пулма чӗнет.

Çул-йӗр аварийӗсем ӳснине тата вӗсенче вилнӗ, аманнă çынсем нумайланнипе, ТР Патшалăх автоинспекцийӗ патрульсен шутне ӳстерме йышăну тунă.

2020 çулхи сентябрӗн 25 кунӗнче кăна республика çулӗсем çинче 32 çын вилнӗ. Çул-йӗр пăтăрмахӗсен тӗп тӗсӗсем çаксем: çуран çӳрекенсем çине пырса кӗни, уйрăмах тӗттӗм вăхăтра, çул-йӗр правилисене пăсса хирӗç пыракан çул çине тухни, кювета вӗçсе чикеленни.

Çул-йӗр аварийӗсене чакарас тӗлӗшпе республикăри автоçулсем çинчи постсене вăйлатаççӗ, хуласемпе район центрӗсенче çулпа çӳрес йӗркесене пăсакансене тупса палăртас тесе хушма рейдсем йӗркеленеççӗ. Уйрăмах ӳсӗр водительсене, правасăр руль умне ларакансене, иртсе каяс тесе юраман çӗрте хирӗç пыракан çул çине тухакансене, ачасене турттарас правилосене пăсакансене, хăрушсăрлăх ременӗсене çаклатманнисене тытса явап тыттарас тӗллев лартнă гаишниксем.

Çавăн пекех çутă тавăракан элементсене усă курасси пирки хушма профилактика мероприятийӗсем ирттерме палăртнă. Унсăр пуçне çулсене пăхса тăракансемпе пӗрле хушма тӗпчевсем ирттерес шухăшлă автоинспекторсем, çул-йӗр таса пултăр тесе нумай çӗрте инженери мероприятийӗсене те кӗртмелле.

Тутарстан Республикинчи Патшалăх автоинспекцийӗ çул-йӗр правилисене çирӗп пăхăнмалли çинчен аса илтерсе çула тухакансене тимлӗ тата асăрхануллă пулма чӗнет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев