Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Президенчӗ Пӗкӗлме районӗнчи ҫамрӑк ҫемьесемпе тӗлпулнӑ

Икӗ ҫынран тӑракан ҫемье нормативӗ – 42 тваткал метр. 3 е ытларах ҫынран тӑракан ҫемье нормативӗ – кашни ҫын пуҫне 18 тваткал метр

Республикӑри пӗрремӗш ҫамрӑк ҫемье социаллӑ ипотека программипе ҫӗнӗ условисенче регистрациленнӗ. Ҫак хыпара Пӗкӗлме районӗнчи ҫамрӑк ҫемьесемпе тӗлпулнӑ хушӑра пӗлтернӗ.

ТР Президенчӗн пресс-службин ертӳçин Лилия Галимован сӑмахӗсемпе, тӗлпулӑва хутшӑннӑ пӗр хӗрарӑм ҫакнашкал майсем туса панӑшӑн Рустам Минниханова тав туса программӑра хутшӑнма кӑмӑлӗ пуррине пӗлтернӗ.
ТР Президенчӗ ҫак программӑн пӗлтерӗшне палӑртнӑ, мӗншӗн тесен шӑпах ҫурт-йӗр ыйтӑвӗ ҫамрӑк ҫемьесемшӗн чи кирли пулса тӑрать.
Маларах Тутарстан Президенчӗ республика Правительствине социаллӑ ипотека программине пӗтӗм ҫамрӑк ҫемьесене кӗртме хушнӑ, мӗншӗн тесен ҫак правопа бюджет тытӑмӗнче ӗҫлекенсем кӑна усӑ курнӑ.
Ҫамрӑк ҫемьесем хваттере 28,5 ҫула кивҫене кӗрсе илме пултараҫҫӗ. Икӗ ҫынран тӑракан ҫемье нормативӗ – 42 тваткал метр. 3 е ытларах ҫынран тӑракан ҫемье нормативӗ – кашни ҫын пуҫне 18 тваткал метр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев