Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Республикин кунӗпе!

Тутарстанри ЧНКА Канашӗн Председателӗн, ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Дмитрий Самаренкинӑн саламӗ

Хисеплӗ  ентешсем! Сире тӗп патшалăх праçникӗпе – Республика кунӗпе чӗререн саламлатпӑр!

Пурнӑҫри улшӑнусем лайӑххи патне кӑна илсе ҫитерччӗр.

Нумай нациллӗ Тутарстан малашне те обществăпа политика тăнăçлăхӗнче аталантӑр. Республика ҫӗршыв ертӳçисен енчен пысăк тӗрев туйтӑр. Республика программисем граждансен пурнӑҫӗ ытлă-çитлӗ пултăр тесе пурнăçланччӑр. 

 Тутарстан Республики уява ыранхи куна çирӗп шанса кӗтсе илет. Ытти халӑхсемпе пӗрле эпир, чӑвашсем те, нацисем хушшинчи килӗшӳпе туслӑха упраса, хамӑр пурнӑҫа лайӑхлатма тӑрӑшса тӑван халӑх культурипе чӗлхине май килнӗ таран упрама тапӑшатпӑр. Ку енӗпе пире республика Президенчӗ Р.Н.Минниханов тата унан команди пулӑшса пыраҫҫӗ. 

Сывлăх, телей, тăнăç пурнăç сунатпӑр сире, хисеплӗ ентешсем. Уяв ячӗпе! Республика кунӗпе!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев