Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Республикин Президенчӗ халӑха Раҫҫей кунӗпе саламлать

Республика Президенчӗ ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ҫулталӑка эпир тӑван республика аталанӑвӗнчи паллӑ тапхӑрсене, унӑн ҫӗршыв историйӗнчи рольне палӑртнине аса илтерчӗ. Пирӗн ҫитӗнӳсен никӗсӗнче темиҫе ӑрӑвӑн ӗҫӗ, федераллӑ центр тата наци лидерӗ Владимир Владимирович Путин панӑ тӗрев. Паян Тутарстан Республики – экономика тӗлӗшӗнчен ӑнӑҫлӑ малта пыракан регион, вӑл ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатасси, вӑйлӑ Раҫҫей тӑвасси енне ҫавӑрнӑ курса тытса пырать.

«Тӗп патшалӑх уявӗпе – Раҫҫей кунӗпе сире чӗререн саламлатӑп! Ҫӗнӗ истори условийӗсенче Раҫҫей Федерацийӗ хӑйӗн позицийӗсене вӑйлатнине кӑтартать. 

Экономикӑри тата социаллӑ сферӑри курӑмлӑ улшӑнусем, коронавирус инфекцийӗ сарӑлнипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене ӑнӑҫлӑн ҫӗнтерни, ҫӗршыв чапӗ сарӑлни Раҫҫей Федерацийӗн авторитетне ҫӗклет, мӑнаҫланатарать, ыранхи куна шанчӑклӑ тӑвать", – тенӗ Рустам Минниханов.
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, Раҫҫей яланах халӑхсемпе культурӑсен, тӗнсен пӗрлӗхӗ пулнӑ. Ҫак цивилизаци йӗрки пире вӑйлӑрах тӑвать, суверенлӑ политикӑна илсе пыма май парать. Пирӗн ҫӗршыв пуян истори ҫине таянать, вӑл тӗреклӗх, паттӑрлӑх, ҫӗнтерӳпе тулнӑ.
Ҫар паттӑрлӑхӗн тата хастарлӑ ӗҫӗн чаплӑ тӗслӗхӗсене республикӑра пурӑнакансем Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче кӑтартнӑ. Асӑну тата мухтав ҫулталӑкӗнче эпир мӗн пур фронтовиксен, тыл ӗҫченӗсен, фашист лагерӗсенче тертленнисен, вӑрҫӑ ачисен умӗнче пуҫ таятпӑр. Вӗсенчен кашнийӗ пӗрлехи Ҫӗнтерӳшӗн тӑрӑшнине палӑртнӑ Рустам Минниханов

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев