Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Республикинчи Наци культурисемпе йăли-йӗркисен çулталăкне халалласа

Нумай пулмасть Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» халăх фольклор ансамблӗ регионсем хушшинчи культура мероприятинче хутшăнчӗ

Вăл Пăва хулинче пулса иртрӗ, мероприятие Тутарстан Республикинчи Наци культурисемпе йăли-йӗркисен çулталăкне тата Пăва районӗнчи «Уяв» халăх фольклор ансамблӗн 10 çулхи юбилейне халалланăчӗ. 
Пăвари уява питӗ нумай фольклор коллективӗ саламлама килнӗччӗ. Кунта паллă эстрада артисчӗсемпе пӗрле Чăваш Республикинчен тата Ульяновск облаçӗнчен килнӗ ушкăнсем те юрларӗç.  
Людмила Сердцева ертсе пыракан чăваш халăх «Хӗлхем» фольклор ансамблӗ Тутарстан Республикинче наци культурисемпе йăли-йӗркисен Çулталăкӗ пуçланнă ятпа тата Пăва районӗнчи Культура çурчӗ çумӗнчи «Уяв» ансамблӗн 10 çулхи юбилейне хастар хутшăннăшăн Тав çырăвне илме тивӗçрӗ. 
«Хĕлхем» ансамбле хутшăнакан Геннадий Карсаков

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев