Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан усламҫисене сутма вӗрентеҫҫӗ

Туса илнӗ продукцие ниçта вырнаçтарайманнипех нумай предприяти хупăнать паян

Предпринимателӗн чи пысăк проблеми вăл – рынока тухасси. Производство йӗркелесе ярса тавар кăларма пуçлани – çур ӗç. Сутасси вара – тепӗр çурри. Рынокра конкурентсем те туллиех. Ăçта хумалла тавара? Çак ыйту ялти фермерсене те шухăшлаттарать. Нумай чухне пулăшу камран ыйтмаллине те пӗлсе пӗтереймеççӗ. Пӗчӗк тата вăтам бизнеса тӗрев парассипе ӗçлекен ведомствăсемпе комитетсем çук мар, анчах нумайăшӗ, уйрăмах пуçлакан предпринимательсем, пӗлсе каймаççӗ. Туса илнӗ продукцие ниçта вырнаçтарайманнипех нумай предприяти хупăнать.

Çак çитменлӗхе пӗтерес тӗллевпе-ши ку эрнере Тутарстан предпринимателӗсем валли «Маркетплейс за 30 дней» вӗрентӳ марафонӗ хута кайрӗ. Ăна «Маркетплейс. Легко» электронлă суту-илӳ центрӗ йӗркеленӗ. Вӗрентӳ марафонне уçнă çӗре ТР Президенчӗ çумӗнчи предпринимательсен прависене хӳтӗлессипе уполномоченнăй Фарид Абдулганиев та хутшăннă.

Ун сăмахӗсемпе, Тутарстан халӗ электронлă суту-илӳ рынокӗнчи ертӳçӗ вăйăçсене илӗртес политикăна пурнăçлассипе активлă ӗçлет. Республикăра темиçе миллиард тенкӗлӗх логистика проекчӗсем, кирлӗ инфраструктура хута кайнă. Хусан çывăхӗнчех Wildberries маркетплейс 100 пин тăваткал метр чухлӗ логистика центрне уçнă,​ Ozonăн кăшт сапăртарах – 37 пин тăваткал метр. Кӗçех строительствăн иккӗмӗш черечӗ пуçланмалла.

Инфраструктура аталанса пырать те, анчах темшӗн предпринимательсем вӗсемпе япăх усă кураççӗ. Çӗнӗлӗх вăл ялан малтан хăратать. Çакна Фарид Абдулганиев та палăртса хăварнă. «Тутарстан предпринимателӗсем эпир кӗтнӗ пек пит усă курмаççӗ маркетплейспа», – тенӗ уполномоченнăй. Ун шучӗпе, вӗсене маркетплейссенче регистрациленесси кăткăс пулни тытса тăрать. «Предпринимательсем вӗсем вăхăта шутла пӗлеççӗ, çавăнпа пӗлменнипе чăрманасшăн мар. Анчах тавар туса кăларнипе кăна мар-çке? Ăна сутмалла та. Пӗтӗм тӗнчере бизнес çыннисем вăйлăрах та вăйлăрах суту-илӗвӗн çӗнӗ каналӗсене тӗпчеççӗ, ӗçе илеççӗ. Интернет суту-илӗвӗн калăпăшӗпе танлашаканни паян çук», – тет Фарид Абдулганиев.

Шăп çавăнпа ӗнтӗ Тутарстанра «Маркетплейс. Легко» коммерцилле мар электронлă суту-илӗвӗн центрне хута янă та. Уполномоченнăй шантарнă тăрăх, кун йышши организацисем Раççейре урăх çук. Тутарстан ку енӗпе те пилотлă регион пулса тăнă. Центрăн тӗллевӗ пӗртен-пӗрре – предпринимательсене маркетплейс площадкинче​ регистрацилесе вӗсен продукцине рынока кăларма пулăшасси.

Вӗрентӳ марафонӗ валли электронлă суту-илӳре ӗçлекен чи чаплă экспертсене чӗнтернӗ. Центр специалисчӗсем те ку енӗпе пӗлӳ илсе ятарлă сертификатлă пулнă. Вӗсем предпринимательсене вӗрентӳре пулăшса пӗрремӗш утăмсем тутарма хатӗр. Унсăр пуçне Хусанта ятарлă фотостуди те уçнă. Унта хуть те хăш предприниматель те хăй таварне илемлӗ ӳкерсе унăн сутăнаслăх илӗртӳлӗхне ӳстерме пултарать. Тавар сутма пуçлассипе те пулăшма хатӗр центр специалисчӗсем.

Ку вăхăтра «Маркетплейс за 30 дней» вӗрентӳ марафонне Тутарстанăн 122 предпринимателӗ хутшăннă.

Ирина ТРИФОНОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев