Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанăн çар комиссариатӗнче мобилизациленнисем мӗнлерех отпуск илме пултарнине каласа кăтартнă

Ятарлă çар операцийӗ иртекен зонăра хӗсмет иртекен мобилизациленӗ çар служащийӗ заявлени çырсан, ăна отпуск парăнмалла

Çакăн çинчен «Казанские ведомости» хаçат журналисчӗсене Тутарстан Республикин çар комиссариатӗнче пӗлтернӗ. 
«Мобилизациленнӗ кашни çар служащийӗ контрактникпа танлашать. Контрактпа хӗсмет иртекен, командирӗ ирӗк парсан, закон тăрăх çулсерен парăнакан отпуска кайма пултарать», – тесе пӗлтернӗ ведомствăн пресс-службинче. 
Раççей Федерацийӗн Оборона министерствин информацийӗпе çар служащийӗн отпускӗн пӗр пайӗ 15 талăкран каярах пулмалла мар. Канăвăн пӗтӗмӗшле срокӗ – 30 талăк. Çар комиссариатӗнче ăнлантарнă тăрăх, мобилизациленнӗ çынна çулталăкран çемье лару-тăрăвӗпе те отпуск пама пултараççӗ. 
«Заявлени çырсан, памалла. Çур çултан отпуска кайма право пулать. Çулталăк хӗсмет иртмелле», – тесе хуравланă çар комиссариатӗнче хăш вăхăтран отпуска кайма ирӗк пулать тесе ыйтсан. 
Çапла майпа ятарлă çар операцине 2022 çулхи ноябрьте кайнă мобилизациленнисен апрель уйăхӗнче отпуска кайма право пулать. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев