Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТУТАРСТАНĂН ÇИЧӖ ХУЛИ КОНКУРСА ХУТШĂННĂ

Çитес вăхăтра Кăнна Кушкинче чăваш кил-çурчӗ тата ытти çӗнӗ объектсем ӳссе лармалла тет

Тутарстанăн çичӗ хули тата Свияжск утрав Пӗчӗк хуласен Пӗтӗм Раççейри конкурсне хутшăнма палăртнă. Вӗсем çӗнтерес пулсан республикăна 675 миллион тенкӗлӗх грант пулăшăвӗ килет. Кун пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР Хуласен аталанăвӗн институчӗн директорӗ Наиля Зиннатуллина пӗлтерчӗ. Унсăр пуçне пресс-конференцие ТР строительство, архитектура тата çур-йӗрпе коммуналлă хуçалăх министрӗ Марат Айзатуллин, Менделеевск районӗн пуçлăхӗ Радмир Беляев, Теччӗ районӗн пуçлăхӗ Рамис Сафиуллов хутшăнчӗç.  

Палăртса хăварас пулать, хăш хулара мӗн тумаллине чиновниксем мар, ял-хула халăхӗ хăй йышăну тăвать. Февралӗн 13-мӗшӗнчен пуçласа мартăн 6-мӗшӗччен республикăра пурăнакансен пӗр-пӗр обществăлла вырăна суйласа ăна Пӗтӗм Раççейри конкурса хутшăнма тăратма пултарнă. Çапла Азнакай, Павлă, Пӗкӗлме, Менделеевск, Мензелинск, Теччӗ, Нурлат тата Свияжск утрав-хула çыннисем хăйсен суйлавне тунă. Сасăлава пурӗ 23 пин çын хутшăннă. 

Конкурса хутшăниччен Тутарстан команди малтанласа хула строительствипе тата уй-хир енӗпе тӗпчевсем ирттернӗ, конкурса маларах хутшăннă хуласен аталанăвӗн стратегийӗпе паллашнă. Тӗпчевсене никӗсе хурса асăннă хуласенче приоритетлă 3 вырăна  суйласа илнӗ. Вӗсенчен хăшне маларах тирпей-илем кӗртессине вара park.tatar платформăра халăх татса панă.  Çапла Азнакайра Ишкаев ячӗллӗ парка, Павлăра Октябрь тӳремӗпе Пионерская урамне, Пӗкӗлмере Ленин урамне, Мензелинскра Карл Маркс урамне, Менделеевскра Ушаков именийӗн парк территорине тата стадиона, Теччӗре Малкин урамне тирпей-илем кӗртсе хăтлă тума тӗллев лартнă. Сăмах кунта асăннă территорисене пач çӗнӗлле пăхса хула çыннисемшӗн меллӗ тăвассисӗр пуçне вӗсен çутçанталăкпа историлле потенциалне уçса туристсемшӗн илӗртӳллӗ тăвасси  пирки те.

Утрав-хулан çитменлӗхӗсем

Свияжск утрав-хулана экспертсем уйрăммăн пăхса тухнă. Мӗншӗн тесен унăн историпе культура хаклăхӗ питӗ пысăк. Социаллă ыйтăм ирттерни çынсене кунта обществăлла апат-çимӗç учрежденийӗсем  тивӗçтерменни, сывлăх сыхлав, логистика тата санитарипе гигиена енчен çитменлӗхсем пуррине, ача-пăча валли кану мероприятийӗсем сахаллине кăтартса панă. Çавăн хыççăн тин архитекторсемпе реставраторсем, социологсем, культурологсем утрав-хулан виçӗ маршрутне хатӗрленӗ. Ӗçлекен маршрута лайăхлатассисӗр пуçне тепӗр икӗ çӗннине – Сӗве юханшывӗн çыранӗсене çыхăнтарса çӗнӗ турмаршрут тума тата çӗнӗ рекреаци зонисене йӗркелеме шут тытнă. Çынсем çӗнӗ рекреаци зонисене тăвассишӗн сасăланă.

Хуласем чечекленеççӗ

Марат Айзатуллин кӗçех, апрелӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа майăн 31-мӗшӗччен, ТР Патшалăх тата муниципаллă услугисен порталӗн «Опросы жителей» сервисӗ урлă çитес çула хăш объектсене тирпей-илем кӗртессипе онлайн-сасăлав пуçланассине пӗлтерчӗ. Сасăлава «Услуги РТ» мобильлӗ приложени урлă та хутшăнма пулать. Çак мероприятисем пурте «Формирование комфортной городской среды» федераллă проектпа килӗшӳллӗн пурнăçланса пыраççӗ. Сасăлава граждансем 14 çултан пуçласа хутшăнма пултараççӗ. Чи нумай сасă пуçтарнă объектсем тирпей-илем кӗртессипе çитес çулхи ӗç планне кӗреççӗ. «Иртнӗ çулти пекех обществăлла вырăнсене суйласси «Наш двор» республика программипе хăш çурт-йӗр картишне маларах тирпейлесе хăтлăх кӗртессишӗн сасăланипе пӗрле иртет», – пӗлтерчӗ Марат Айзатуллин. Сасăлава 45 муниципаллă районтан пурӗ 250 объекта тата 2 пин кил-картишне кӗртме йышăннă. Министр пӗлтернӗ тăрăх, пурӗ 960 кил-картишне, 68 паркпа сквера, çыран хӗрринчи урамсене тирпей-илем кӗртме йышăннă.  Пӗлтӗр, сăмахран, конкурса çулла та, хӗлле те иртнӗ. Çуллахи çӗнтерӳçӗсем – Пăлхар, Елабуга, Заинск, Ешӗлвар, Лайăш, Лениногорск хулисем. Хӗлле Ешӗлварпа Элмет хули çӗнтернӗ. Сакăр çӗнтерӳçӗ пӗрле 696 миллион тенкӗлӗх грант выляса илнӗ. Çак укçа-тенкӗпе Тутарстанăн пӗчӗк хулисем палăрмаллах хăйсен сăн-сăпатне çӗнетнӗ.

Министр палăртнă тăрăх, 20 пине яхăн çын пурăнакан хуласене те Пӗтӗм Раççей конкурсне хутшăнма май туса пани вӗсене пурăнма илӗртӳллӗ тăвать. Ку енӗпе Тутарстанăн виçӗ хули мала тухнă.  Мамадышра экстремаллă тата хӗллехи спорт вăййисен паркне тума палăртнă, грант сумми 80 миллион тенкӗ, Лайăшра – 70 миллион тенкӗлӗх «Семрук» культурăпа рекриаци паркне, Пăлхарта – хулан социаллă культура центрне, вăл музей-заповедника çынсем пурăнакан кил-çуртсемпе пӗрлештерме тивӗç, грант калăпăшӗ – 83 миллион тенкӗ.  20 пинрен пуçласа 50 пин таран çын  пурăнакан хуласен хушшинче Заинск, 50 – 100 пин çын хуласен хушшинче Елабуга, Ешӗлвар, Лениногрск, 100 – 200 пин таран çынлă хуласенчен Элмет çӗнтернӗ. Министр палăртнă тăрăх, Тутарстанăн обществăлла уçлăхсене хăтлăхпа тирпей-илем кӗртес енӗпе опыт пысăк. Çавна пула Раççей конкурсӗнче çӗнтерӳçӗсен шучӗпе пӗрремӗш пырать. 2018 çултанпа пурӗ 40 проектпа федераллă бюджет пулăшăвне илнӗ, грантсен пӗрлехи сумми – 2 миллиард та 700 миллион тенкӗ. 

2023 çулта Тутарстанра пӗтӗмпе 51 миллиард та 670 миллион тенкӗлӗх 44 республика программи пурнăçланать. Çав шутран   строительство объекчӗсем 3562 чухлӗ, тӗп юсавпа тирпей-илем ӗçӗсем, коммуналлă инфраструктурăна çӗнетесси. Унсăр пуçне 6 наци проекчӗпе 4 патшалăх программи хӳттинче 14 миллиард та 800 миллион тенкӗлӗх 311 объекта хута яма палăртнă. 

Теччӗре мӗн улшăнать?

Кăçал çак тăрăхра çуралса ӳснӗ чăваш халăхӗн Аслă Вӗрентекенӗ, Патриархӗ, чăваш букварьне, чăваш шкулне йӗркеленӗ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнӗ май Теччӗ район пуçлăхӗ мӗн каласси уйрăмах интереслентерчӗ. Кăнна Кушкинчи музей комплексне тӗпрен юсама йышăнсан, ăна туристсен маршрутне кӗртсен е ун таврашӗнчи инфраструктурăна çӗклесен аван пулмалла пек. Пӗчӗк хуласен инфраструктурине аталантарни Тутарстанри туризм аталанăвӗшӗн стратегилле пӗлтерӗшлӗ. Яковлев музейӗн кун пек потенциал, паллах, пур. Рамис Хатыповича кун пирки ыйту парсан вăл Яковлев юбилейӗ теччӗсемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗ. «Кăнна Кушкинчи Яковлев музейӗнче кăçал темиçе мероприяти ирттерме палăртса хунă. Музей комплексне эпир Теччӗ хулин турист маршрутне кӗртнӗ. Виçӗ комплексра тӗп юсав ӗçӗсем иртмелле. Çулсерен çак территорире «Чӳклеме» чăваш халăх йăла уявне ирттерни те ун аталанăвне витӗм кӳрет. Ку çулта музей комплексӗнче тӗп юсав ирттерме укçа-тенкӗ пăхса хунă», – терӗ Рамис Хатыпович. Мӗн чухлӗ? Ăна уççăн пӗлтермерӗ. Анчах район пуçлăхӗ шантарнă тăрăх çитес вăхăтра унта чăваш кил-çурчӗ тата ытти çӗнӗ объектсем ӳссе лармалла. 

Хулапа паллаштарнă май район пуçлăхӗ обществăлла уçлăхсене тирпей-илем кӗртессипе программа ӗçлеме пуçланăранпа Теччӗре те нумай улшăну пулнине палăртрӗ. Пӗрремӗш парк 2015 çулта уçăлнă, халӗ вăл хула çыннисен юратнă вырăнӗ. 2018-2019 çулсенче хула варринчи кӳлле тирпейлесе хăтлăх кӗртнӗ. 2020-2021 çулсенче Хурăн варне черет çитнӗ. Теччӗ улшăнса пынă май вăл туристсемшӗн илӗртӳллӗ пулса пынине район пуçлăхӗ мăнаçланса палăртрӗ. Юлашки çулсенче кăна Теччӗ хулине 172 пин турист килсе кайнă.  

320 картлашка

2020 çулта Теччӗ хули Пӗтӗм Раççей конкурсне хутшăнса «Хула историйӗн 320 картлашки» проектпа грант выляса илнӗ. Çак вăрăм пусман картлашкисем Атăл юханшывӗн çыранӗнчен пуçланса хуланалла кӗреççӗ. Пăрахутпа пынă чух вăл таçтан инçетрен курăнса тăрать. Район пуçлăхӗн сăмахӗпе, çак пусма туристсене хулана кӗрсе тухма илӗртет. Ку проект ӗçӗсем вӗçленмен-ха, халӗ пусмана хула центрӗпе çыхăнтарас теççӗ, пусмине хăйне те çӗнетме вăхăт çитнӗ. Пусмапа çырантан улăхсан таврана пăхса сăнамалли тӳрем тăвасшăн. Рамис Сафиуллов пӗлтернӗ тăрăх, Теччӗ хулинчи нумай урама муниципаллă бюджет шутӗнчен тирпей-илем кӗртнӗ: Троицкая урамӗнче газ пăрăхӗсене, электроснабжени, çыхăну линийӗсене 8 миллион тенкӗлӗх тунă, унсăр пуçне урамсенче кӗперсем хывнă.  

Сăнӳкерчӗк ТР Правительство сайтӗнчен. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев