Тутарстанăн Электронлă хисеп хăмине СВО хутшăннисене те кӗртме палăртнă
Кăçалтан Тутарстанăн Электронлă хисеп хăми пулать. Çак проект ТР Раисӗн Рустам Миннихановăн майăн 1-мӗшӗнче тухнă указӗпе пурнăçланать.
Кăçалтан Тутарстанăн Электронлă хисеп хăми пулать. Предприятисемпе организацисен, власть органӗсен тата бюджет сферин ӗçченӗсен тивӗçӗсене сума сăвассипе çыхăннă проект ТР Раисӗн Рустам Миннихановăн майăн 1-мӗшӗнче тухнă указӗпе пурнăçланать. Ку енӗпе ӗçлеме тытăннисем те пур ӗнтӗ. Июнӗн 25-мӗшӗнче СИБУР заводра Хисеп хăми çине вырнаçтарма кандидатсем суйлассин пӗтӗмлетӗвӗсемпе пресс-конференци иртрӗ. Унта ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова, предприяти представителӗсемпе ӗçченӗсем хутшӑнчӗç.
Эльмира Зарипова палăртнă тăрăх, Электронлӑ хисеп хӑми ӗç çыннине хавхалантармалли çӗнӗ форма пулса тăрать. Ун сăмахӗпе, паянхи куна Хисеп хăми çине вырнаçтарма республикӑра 4 700 предприяти 8 600 кандидат тăратнă.
«Сибур опычӗпе ытти предприятисене паллаштарас килет. Паянхи условисенче ӗç çыннипе мӗнле ӗçлемеллине вӗрентес тӗллевпе эпир кунта ытти предприятисен кадр службисемпе методика канашлӑвӗсем ирттерме шутларăмăр. Кунта ӗçлекенсен вӑтам ӳсӗмӗ 39 çул пулсан та пурпӗрех çамрӑк специалистсене опыт парса пырасси çине пысӑк тимлӗх уйӑраççӗ», – терӗ Эльмира Зарипова.
Казаньоргсинтезӑн йӗркелӳ аталанӑвӗн директорӗ Виктория Макуха сотрудниксене хавхалантарассипе илсе пыракан ӗçпе паллаштарчӗ. 5 000 яхӑн çын вӑй хуракан предприятире çулсерен тӗрлӗ шайри наградӑсене 300 яхӑн ӗçчен илет.
Коллектив çакна мӗнле йышăнни çинче вăл уйрăм пусӑм турӗ. Предприяти виçӗ уйăхра пӗрре предприятире ӗçлекенсен кӑмӑлне пӗлес тӗллевпе тӗрӗслевсем ирттерет. Ун кăтартăвӗсем çирп те лайăх динамика тăтартаççӗ. «Сотрудн иксем хăйсене вырăна хунине те, ирттерекен конкурссене те, предприятин инфраструктурин аталанăвне те ырласа йышăнаççӗ. Иртнӗ виçӗ çулта тата кăçал предприяти территорийӗнче виçӗ çӗнӗ АБК (административно бытовой корпус) уçнă. Çӗнӗ столовӑйпа технологи корпусӗсем. Опрос ирттерни сотрудниксем çавна хавхаланса йышăннине кăтартрӗ», – палӑртрӗ йӗркелӳ аталанӑвӗн директорӗ.
СИБУРтан Хисеп хăми çине тухма номинанткӑсенчен пӗри вăл – заводри тӗп лабораторийӗн тӗпчевсен пахалӑхӗн инженерӗ Рузиля Бахтиярова. Кунта вăл 20 çул ытла ӗçлет. 2005 çулта, Химипе технологи университетне пӗтернӗ хыççӑн, завода хими анализӗн лаборанчӗ пулса килнӗ, çавӑнтанпа тӗрӗслев пахалӑхӗн инженерӗ таран ӳснӗ.
«Манӑн тӗп тивӗç – çынсепме тӗрӗслев органӗсене паракан кашни цифрӑшӑн явап тытасси. Тӗпчевсен тӗрӗс пулни пӗлтерӗшлӗ тата ку чăнах та кӗтнӗ кăтарту пулнине ӑнланмалла. Манӑн яваплӑх зонинче – продукци пахалӑхне тӗрӗслесси, санитарипе экологи мониторингӗ тăвасси. Çав шута атмосфера сывлӑшне, предприятисен отхочӗсемпе каяш шывсене тӗрӗслесси те кӗрет. Хусан пек пысӑк промышленность хулишӗн экологи хӑрушсӑрлӑхӗ приоритетлӑ тӗллевсенчен пӗри шутланать», – палӑртрӗ Рузиля Бахтиярова.
Эльмира Зарипова ятарлă çар операцине хутшăннисем пирки каласа вӗсене те Электронлă хисеп хăми çине вырнаçтарасса кӗтнине пӗлтерчӗ. «Ятарлă çар операцийӗнчен таврăнса ӗçлеме вырнаçса ăнăçлă адаптациленнин питӗ те лайăх практикăсем пур пирӗн. Вӗсем шăпах СВОра илнӗ çар опычӗпе мирлӗ ӗçре усă курнине кăтартса параççӗ», – терӗ ӗç министрӗ.
Ун шучӗпе, СВО ветеранӗсене Электронлă хисеп хăми çине вырнаçтарма сӗнӳсем нумай пулӗç. Суйлавăн тӗп критерийӗсем – отрасльте виçӗ çултан сахал мар ӗçлени тата дисциплина енчен асăрхаттарусем пулманни.
Министр Электронлă хисеп хăмине вырнаçтарма кандидатсене суйласси июль уйăхӗ вӗçлениччен пынине аса илтерчӗ. Август варринчен Электронлă хисеп хăми куракансемшӗн уçăлать. Унпа gordost.tatar.ru сайт платформинче паллашма пулӗ. Хăма çинче çын ячӗпе хушамачӗ, сăнӳкерчӗкӗ, профессири çитӗнӗвӗсем, регионăн социаллă экономика аталанăвне кӗртнӗ тӳпепе информаци пулӗ.
Ирина Трифонова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев