Тутарстанӑн Общество палати суйлава сӑнама блогерсене йыхравлать
Тӗлпулу ТР Общество палатинче иртнӗ, унта Зиля Валеева блогерсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравланӑ
Тутарстанри блогерсем ТР Президенчӗн тата вырӑнти депутатсен суйлавӗнче наблюдательсем пулса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен ТР Общество палатин председателӗ Зиля Валеева пӗлтернӗ.
"Сӑнавҫӑсен ушкӑнне пӗрремӗш хут блогерсем кӗни маншӑн кӑмӑллӑ. Эпир вӗсем ҫине шанса тӑратпӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ҫынсемпе хутшӑнас енӗпе пысӑк опыт пухнӑ."
"Аудитори – пысӑк хӑват. Ӗҫ интереслӗ пулать, эсир сасӑлав процедуришӗн нумай тума пултаратӑр", – тесе палӑртнӑ вӑл.
Валеева сӑмахӗсемпе, ТР Общество палати ҫамрӑксен организацийӗсемпе хастар ӗҫлет. Раҫҫейӗн Конституцине улшӑнусем кӗртессипе ҫыхӑннӑ сасӑлавра наблюдательсен 25% ҫамрӑксен организацийӗсенчен пулнӑ.
Ку ҫӗршывӗпе те чи пысӑк кӑтартусенчен пӗри пулса тӑнӑ.
"Пирӗншӗн ку ҫӗнӗ опыт. Ман хамӑн интерес та пур. Шкула ҫӳрекен аслӑ ывӑл шав суйлавсем пирки ыйтать, вӗсене мӗнле йӗркелени ҫинчен. Ман шутпа, эпӗ процедурӑна шалтан курсан унӑн мӗн пур ыйтӑвне хуравлаятӑп",– тесе каланӑ Алина Гималтинова блогер.
Тӗлпулу ТР Общество палатинче иртнӗ, унта Зиля Валеева блогерсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравланӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев