Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра бруцеллёз тупнă

Выльăхсенчен çынсене те ерекен чир Тутарстанра 12 çул палăрманччӗ, акă каллех 700 пуç ытла ӗне-выльăха пусма тивет.

Чир сарăлнин сăлтавӗ – чирлӗ выльăха ютран кӳни, тӗрӗсрех каласан, Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Николай Скоковăн хресченпе фермер хуçалăхӗ чир пур регионтан ветеринари тӗрӗслевӗсӗр выльăх илсе килни, тесе пӗлтерет ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Ветеринарин тӗп управленийӗ.

Асăннă ХФК мăйракаллă шултра вылăх ӗрчетессипе ӗçлет. Хуçалăхра пурӗ 755 пуç ӗне-выльăх, вӗсенчен 286-шӗ сăвăнаканни. Фермер август уйăхӗнчех 15 ӗни пӗрин хыççăн тепри пăран пăрахни пирки ветеринари службине пӗлтернӗ пулнă. Икӗ хут проба илсе тӗрӗсленӗ хыççăн сентябрӗн 1-мӗшӗнче чăнах та бруцеллёз тупнă. Шала каякан ерекен çак чирпе ытларах ӗне-выльăх, сурăх-качака тата сысна чирлет. Чирлӗ выльăхран тухакан бруцелла сарать ăна. Чирлӗ выльăх пăран пăрахать. Çынна та ерет ку чир, чӗре, менингит, артрит пек йывăр чирсене ярать.

Ветеринарин правилисем тăрăх, хуçалăхри мӗнпур выльăха Дагестан Республикинчи ятарлă предприятие илсе кайсах пӗтермелле. Чир хăрушшине кура унта мӗнпур мера йышăнаççӗ, персонала вакцинаци тунă таранах. Выльăхсене леçмелли маршрут та паллă, ăна Россельхознадзорпа палăртнă.

Бруцеллёз юлашки хут республикăра 2011 çулта Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗ çывăхӗнчи «Корм Дрожжановский» тулли мар яваплăхлă обществăн сысна ферминче палăрнă пулнă. ( Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство