Тутарстанра çамрăк ученăйсен грантпа 1,3 миллион тенкӗ илме май пур
ТР Раисӗн Рустам Миннихановăн пуçарăвӗпе шăп çакăн чухлӗ тенкӗ илме пулать патшалăхран пурăнмалли çурт е хваттер туянма.
ТР Раисӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе 2025 çулта çамрăк ученăйсене çак тӗллевпе 27,5 миллион тенкӗ уйăрнă. Грант конкурсне 35 çула çитмен наука кандидачӗсем тата 40-рен аслă мар наука докторӗсем хутшăнма пултараççӗ.
Условисемпе килӗшӳллӗн, асăннă категорие кӗрекенсем Тутарстанăн наука, вӗрентӳ е наукăпа техника организацийӗсенче пилӗк çултан кая мар тата тулли графикпа ӗçлени кирлӗ.
Унсăр пуçне социаллă ипотека системинче пурăнмалли условисене лайăхлатма учетра тăни тата наукăри çитӗнӳсем, республикăн наука аталанăвне тӳпе кӗртнине çирӗплетни те кирлӗ.
Заявкăна октябрӗн 8-мӗшӗччен пама вăхăт пур. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсене ноябрӗн 20-мӗшӗнче тăваççӗ. Программа «Молодежь и дети» наци проекчӗпе пурнăçланса пырать.
«Кадрсем – наукăра чи кирли. Тутарстанра талантлă çамрăк ученăйсем нумай. Вӗсем валли меллӗ условисем туса пама тăрăшатпăр эпир. Пирӗн тӗп задача – вӗсен малашне те республикăрах юлса ӗçлес килтӗр. Çурт-йӗр конкурсӗ регионта çамрăк талантсене аталанма паракан тепӗр ăнăçлă мел», – тенӗ ТР Наука академийӗн президенчӗ Рифкат Минниханов.
Конкурс условийӗсемпе, заявка парас йӗркепе ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин сайтӗнче паллашма пулать: https://minmol.tatarstan.ru/granti-na-uluchshenie-zhilishchnih-usloviy.htm.
Сăнӳкерчӗк: «Татмедиа» агентствăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев