Тутарстанра чӑваш чӗлхипе 5 хаҫат тухать
Вӗсене пурне те ҫак кунсенче 13 ҫул тултарнӑ "Татмедиа" Акционерлӑ обществон филиалӗсем кӑларса тӑраҫҫӗ.
Атӑл тӑрӑхӗнчи чи пысӑк медиахолдинг, 160 ытла пичет тата электронлӑ хыпар хатӗрне пӗрлештерсе тӑракан "Татмедиа" акционерлӑ общество 13 ҫуллӑхне паллӑ тӑвать. Ӑна 2007 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче ТР пӗрремӗш Президенчӗн Минтимер Шаймиевӑн указӗпе йӗркеленӗ.
Хальхи вӑхӑтра "Татмедиара" 70 филиал, вӗсем 98 республика, район тата хула хаҫачӗ, 20 журнал, кӑлараҫҫӗ, 17 телеканал, 12 радиоканал, 81 сайт тытса тӑраҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле "Татар-информ" информаци агентстви тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет.
"Татмедиа" вырӑсла, тутарла, чӑвашла, удмуртла хаҫат-журнал кӑларать. Холдингра 1,7 пин ҫын ӗҫлет.
Йӑлари коммуникаци каналӗсемпе пӗрле "Татмедиа" АО Instagram, Telegram, YouTube, TikTok, ВКонтакте, Одноклассники, Facebook, Twitter, WhatsАppра та пур. Компани филиалӗсен страницисен пӗтӗмӗшле шучӗ. 300 ытла, мессенджерсенче 50 канал тата 100 YouTube-канал.
2020 ҫулхи 9 уйӑхра компаниисайчӗсене пурӗ 108,3 млн ҫын кӗрсе пӑхнӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ку 58,4 процент ытларах.
"Татмедиан" электронлӑ ҫырӑнаканӗсем 2,2 млн ҫын.
2020 ҫулта хаҫат-журнала розницӑпа сутассине малалла тӑснӑ. Холдинг кӑларӑмӗсене республикӑри 451 вырӑнта сутаҫҫӗ.
Хусанта ҫын нумай пухӑнакан вырӑнта - пульницасенче, вокзалсенче, метро станцийӗсенче хаҫат сутакан вендинг аппарачӗсем вырнаҫтарнӑ. 2020 ҫулхи 5 уйӑхра 6,7 пин экземпляр журнал, 227 пин хаҫат сутнӑ.
"Татмедиара" ҫулталӑкне 500 ытла пресс-конференци иртет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев