Тутарстанра икӗ ачана сӗрӗм тивнӗ
Азнакайри Нефтянниксен урамӗнчи ҫуртӗнчи хваттерте пӗртӑвансене сӗрӗм тивнӗ. Ҫакӑн пирки ТР прокурорӑн аслӑ пулӑшаканӗ Руслан Галиев пӗлтернӗ
13 ҫулти арҫыначапа 15 ҫулхи хӗрачана больницӑна илсе пынӑ, унта вӗсене кирлӗ пулӑшу панӑ.
Сӗрӗм тивнӗ вӑхӑтра килте ачасен кукамӑшӗпе амӑшӗ пулнӑ, виҫҫӗмӗш ачи урамра уҫӑлса ҫӳренӗ.
Надзор ведомствипе профиль специалисчӗсем пулса иртнӗ ӗҫ сӑлтавӗсемпе лару-тӑрӑвне тӗпчеҫҫӗ, ҫавӑн пекех шалти газ оборудованийӗпе усӑ курнӑ тата эксплуатациленӗ чухне хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтересси ҫинчен калакан саккунсене пӑхӑннине хак параҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев