Тутарстанра кăçал икӗ ача ЕГЭпе 300-шер балл пухнă
Тутарстанра кăçал ЕГЭ панисен шучӗ 18 пин ытла вӗренекенпе танлашнă. ЕГЭ балӗсен вăтам кăтартăвӗпе те Тутарстан Раççейри вăтам кăтартусенчен иртнӗ. Литературăпа тата химипе 8 балл таранах пысăкрах вӗсем. Кун пирки çак эрнере ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин пӗлтерчӗ.
Тутарстанра кăçал ЕГЭ панисен шучӗ 18 пин ытла вӗренекенпе танлашнă. Ку шута Раççейӗн çӗнӗ тата чикӗ çывăхӗнчи территорисенчен килнисем те кӗнӗ. Кун пирки çак эрнере ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин пӗлтерчӗ.
Министр палăртнă тăрăх, колледжсемпе техникумсенче вӗренекенсенчен экзамен паракансен шучӗ икӗ хута яхăн ӳсни палăрнă. Ку аслă шкулсене вӗренме кӗрессин условийӗсемпе çыхăннă. Сăмахран, вăтам профессилле пӗлӳпе экономист квалификацине илнӗскер малалла медицина енӗпе вӗренес тет пулсан, унăн вырăс чӗлхипе тата икӗ профильлӗ предметпа – химипе е биологипе экзамен тытмалла. Çавăнпа колледж е техникум пӗтернисен хушшинче ЕГЭ паракансен шучӗ ӳснӗ те.
«Молодежь и дети» наци проекчӗпе кăçал кашни регион умне çутçанталăк наука предмечӗсемпе (хими, физика, биологи), профильлӗ математикăпа тата информатикăпа показатель лартнă. Ильсур Хадиуллин сăмахӗпе, Тутарстан çак задачăна пурнăçланă. Республикăра ку предметсене паракансен шучӗ 39,7 процент. План кăтартăвӗ – 38 процент.
«Республикăра ӗçлекен –Физмат прорыв», «Физхим прорыв» проектсене пула çак дисциплинăсемпе интересленекенсен шучӗ ӳсрӗ», – терӗ министр. Кăтартусем ытларах физикăпа тата профильлӗ математикăпа пысăк.
ЕГЭ балӗсен вăтам кăтартăвӗпе те Тутарстан Раççейри вăтам кăтартусенчен иртнӗ. Литературăпа тата химипе 8 балл таранах пысăкрах вӗсем.
Профильлӗ математикăпа, физикăпа, литературăпа, ют чӗлхесемпе кăтарту 70 балран нумайрах. Чи пӗчӗккисем географипе тата обществознанипе – 60 балран сахалрах.
Экзамен парайманнисем те пур
Иртнӗ çултипе танлаштарсан çутçанталăк наука предмечӗсемпе вăтам балсем, химисӗр пуçне, ӳснӗ. Пӗтӗмлетсе каласан, ЕГЭ вăтам балӗсем мӗнпур предметсемпе Раççейри вăтам кăтартусенчен пысăкрах.
«Истори пӗлӳлӗхне ӳстерессипе патшалăх политикин никӗсне РФ Президенчӗн Владимир Путинăн указӗпе çирӗплетнӗ. Çавăнпа историпе ЕГЭ кăтартăвӗсене уйрăм тимлӗхе илнӗ. Историпе вăтам балл ӳссе 61,6 танлашрӗ. Ку Раççейри кăтартуран 3,7 балл ытларах», – терӗ Ильсур Хадиуллин.
Тата çакна та палăртса хăвармалла, Раççей Президенчӗн йышăнăвӗпе выпускниксен резерв кунӗсенче (июлӗн 8-9-мӗшӗсем) пӗр предметпа экзамена çӗнӗрен пама ирӗк пур. Ку правăпа 3,2 пин выпускник усă курнă. Пӗлтӗр 2,5 пин. Ытларах обществознанипе тата информатикăпа çӗнӗрен экзамен панă. Результатсем июлӗн 20-мӗшӗ хыççăн пулаççӗ.
Шел те, ЕГЭпе минималлă балран каçайманнисем те пур. Ытти çулсенчи пекех ку вырăс чӗлхипе тата математикăпа çыхăннă. Математикăпа парайманнисен шучӗ кăштах чакнă. Вырăс чӗлхипе минималлă балл 40 вӗренекен пуçтарайман, профильлӗ математикăпа – 144, базăллипе – 98-ăн. Сентябрь уйăхӗнче экзамен çӗнӗрен парса кăтартăва лайăхлатма шанăç пур вӗсен.
Икӗ выпускник 300-шер балл пухнă
100 баллăх паракансен шучӗпе те Тутарстан лидерсен шутӗнче. 408 выпускник пӗрле 460 хутчен çӗр баллă кăтарту тунă. Министр палăртнă тăрăх, ку юлашки 6 çулра чи пысăк кăтарту. Пӗлтӗр çӗр баллăх кăтартусен шучӗ 313 пулнă.
Кăçал икӗ выпускник 300 балл пуçтарнă, 48-шӗ – 200 балл, 358-шӗ – 100 балл. 300 балл пухнисенчен пӗри КФУ ИТ-лицейӗн, тепри Хусанти Суворов училищин вӗренекенӗ.
Районсене илес пулсан лидерсен шутӗнче – Хусан, Çырчалли, Анат Кама хулисемпе Элмет, Пӗкӗлме, Ешӗлвар районӗсем. Кăçал вӗсем çумне 200 баллă кăтартупа Заинск, Кайпăç, Мамадыш, Сарман, Саба районӗсем кӗнӗ. Абсолютлă лидерсен шутӗнче Хусанти Вахитов тата Приволжски районӗсем.
Ачасене экзамена лайăх хатӗрлекен педагогсен шучӗ те ӳснӗ. 131№ лицейӗн математика учителӗ Кирилл Сергеев – абсолютлă чемпион ятне тивӗçнӗ. Унăн 15 вӗренекенӗ математикăпа 100-шер балл пухнă.
Медальне çирӗплетейменнисем те пур
ЕГЭ пысăк балпа панисем ТР Вӗрентӳ министерствинчен 15, 25, 35 пин тенкӗ таран тӳлев илӗç. Медальпе шкул пӗтернисем те кăçал йышланнă – 3,5 пин, пӗлтӗрхинчен 250 çын ытларах. Ылтăн медале 1,9 пин выпускник тивӗçнӗ.
Калас пулать, ылтăн медале мӗнпур предметсемпе аттестатра «5» паллăлисем тата ЕГЭ кăтартăвӗсем суйланă предметсемпе 70 балран сахал мар пулсан параççӗ. Кӗмӗл медале аттестатра икӗ «4» тухнисене тата ЕГЭ кăтартăвӗсем 60-ран кая маррисене параççӗ. Шел те, медале тӳрре кăларайманнисем те пур. 119-шӗ кӗтнӗ медальсӗр юлнă.
ОГЭ кăтартăвӗсем
Тăхăр класс пӗтернисенчен ОГЭ 47,6 пин çын тытнă. Патшалăх экзаменӗн формине 811 вӗренекен суйланă. Тăххăрмӗшсем чи лайăх кăтартусем акăлчан чӗлхипе, тăван чӗлхепе тата литературăпа кăтартнă. Чи начар кăтарту – обществознанипе.
Ильсур Хадиуллин палăртнă тăрăх, химипе, информатикăпа тата биологипе вăтам кăтартусем ӳснӗ. Математикăпа тата физикăпа чакнă.
«Пирӗншӗн ку вызов. Мӗншӗн тесен математикăпа физика çӗршывăн инженери пуласлăхӗн никӗсӗ пулса тăраççӗ. Республика ăна татса парас тӗллевпе питӗ пысăк вăй хурать, каларăм ӗнтӗ «Физмат прорыв» тата «Физхим прорыв» проектсем пурнăçланса пынине», – асăрхарӗ министр.
Вăл палăртнă тăрăх, ЕГЭ, ОГЭ паракансен хушшинче çуллен килте вӗренекен ачасен шучӗ ӳссе пырать. Тăххăрмӗшсем хушшинче – 499 (2025 çулта – 402), вунпӗрмӗшсен хушшинче – 307 (2025 çулта – 263). Ильсур Хадиуллин ăнлантарнă тăрăх, ку колледжсенчен вӗренсе тухакансем аттестат илме вăл е ку шкул çумне «çыпăçнипе» çыхăннинчен килет. «Экстернсен кăтартăвӗсем шкул ачисеннинчен начартарах. Тата вӗсем çутçанталăк наука предмечӗсене сахалрах суйлаççӗ. Ку ӗнтӗ асăннă предметсене хăв тӗллӗн вӗренме кăткăсраххипе те çыхăннă», – ăнлантарчӗ Ильсур Гараевич.
Экзамен пама чаракан ашшӗ-амăшсем пулман
Тутарстанра кăçал ЕГЭ, ОГЭ тытма чаракан ашшӗ-амăшсем çуккине те асăнса хăварчӗ министр. Пӗлтӗр ачисен харпăр даннăйӗсене пама чарнă ашшӗ-амăшӗсене пула темиçе ача аттестатсăр тата малалла вӗренме каяс шанăçсăр юлчӗ.
«Патшалăх экзаменӗсене хутшăнма чаракансемпе ӗçлени ахаль пулмарӗ. Профилактика ӗçӗ ăнăçлă пулчӗ. Республика прокуратурине, судсене, МХХсене пӗрлехи ӗçшӗн, патшалăхăн пӗтӗмлетӳ аттестацине иртме кирлине ăнлантарнăшăн тав тăватăп», – терӗ вăл.
Пӗлтӗрхисен енӗпе вара ӗç пырать. Иккӗшӗ экзаменсем тытса аттестат илнӗ. Тепӗр улттăшӗ енӗпе суд ашшӗ-амăшӗсене ачисене экзамена яма çырса панă. Анчах ачисем экзамена килмен. Тепӗр виççӗшӗ енӗпе ӗç пырать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев