Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра тавар поезчӗсенчен япала вăрлакан ял депутатне судпа айăпланă

Следстви палăртнă тăрăх, 2012-2020 çулсенче Чăваш Республикинчи Вăрмар районӗнчи Шоркистры ял хутлăхӗн 55 çулхи депутачӗ каварлă пулăшакансемпе пӗрле, чукун çул составӗсемпе «Юдино» станцийӗн Анăçри паркӗ урлă турттаракан тавар контейнерӗсенчен япаласем вăрланă

Чукун çул объекчӗ патне çӗрле вăрттăн çывхарса ятарлă инструментпа çăраççисене çӗмӗрсе алăксене уçнă, всем чукун çул çинче ӗçлекенсен хаклă япалисене çаратма именмен. Пурӗ шулӗксем 700 000 тенкӗлӗх тавар вăрланă.

Преступниксене Атăлçти федераллă округӗнчи Шалти ӗçсен министерствин территорири управленийӗн ӗçченӗсем ярса тытнă. «Вăрлани» статьяпа уголовнăй ӗç пуçарнă. Суд виçӗ арçынна та айăплă тесе йышăннă: депутат пулнă çынна 5 çул условно срок панă, унăн каварлă пулăшуçисене 4,5 тата 4 çул та 9 уйăха условно лартнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев