Пирӗн вăрмансенче упасем йышланнă
Саба, Тюлячи, Мамадыш, Арск, Çӳлту, Теччӗ тата ытти районсен вăрманӗсенче упа пур.
Хусанти федераллă университетăн Экологипе çутçанталăкпа усă курассин институчӗ сӗннипе республикăра уйрăм сыхлаври тата 6 çутçанталăк территорийӗ туса хума палăртнă. Çапла майпа ТР Хӗрлӗ кӗнекине кӗнӗ курăк-йывăçпа чӗрчунсене сыхласа хăварма шутлаççӗ. Мензеле районӗнчи «Шифа» çăлкуç çывăхӗнчи Хӗрлӗ Кӗнекери çулçăллă вăрмансемпе сайра тӗл пулакан курăксене, Алексеевскипе Рыбно-Слободски районӗсенче – чайкăсен, Азнакай районӗнче сăвăрсен (сурок) колонийӗсене пӗтме памӗ вăл. Пысăк чарлансене малашне Чистаях таврăнса чӗпӗ кăларма пулăшӗ. Апас районӗнче те кун пек çутçанталăк кӗтесӗ пур иккен. Вăл – Сӗвене юхса кӗрекен Бияпа Имелли юханшывӗсем пуçланакан вырăнти торфлă шурлăх, ăна та типме пама юрамасть.
2025 çулта çӗнӗрен пичетленекен ТР Хӗрлӗ кӗнекинче вара упана курмасса та пултаратпăр. Комисси ăна унтан кăларма шутлать. Мӗншӗн тесен ытти регионсенчен каçнипе вӗсен шучӗ ӳссе 140 çитнӗ. Апла пулин те вӗсене тытма юрать тенине пӗлтермест ку. Упасем хальхи вăхăтра Саба, Тюлячи, Мамадыш, Арск, Çӳлту, Теччӗ тата ытти районсен вăрманӗсенче пур.
ТР Биорессурсем енӗпе патшалăх комитечӗн председателӗ Батков каланă тăрăх, вăрманта утаманпа тӗл пулас темесен шавласа çӳремелле, мӗншӗн тесен упа шавран хăрать, кӗтмен çӗртен хăй патне сиксе тухакана кăна тапăнать. Апла пулсан та тармалла мар, йывăç тӗмӗ çине тăмалла та алăсене çӳлелле йăтса шавламалла. Кун пек тусан чӗрчун эсир унран аслăрах пулнине курать те пăрăнса каять.
Тӗрӗссипе, республикăра паянхи кун пурӗ 226 тӗрлӗ чӗрчунпа 318 тӗрлӗ ӳсен-тăран, 87 тӗрлӗ кăмпа пӗтес хăрушлăхра, вӗсене пурне те ТР Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ. Шута илмен, сайра тӗл пулакан чӗрчунсемпе ӳсен-тăрана тупса палăртас тӗпчев ӗçӗ малалла тăсăлать. Вăл пулăшнипе Тутарстанра хальччен пӗрре те тӗл пулман 15 тӗрлӗ чӗрчунпа кăмпана асăрхаса пурне те ТР Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ. (И. Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев