Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри министрсен тутарла калаçма тивӗ

Экологипе çут çанталăк министрне Александр Шадрикова илес пулсан, вăл Çӗпрел районӗн пуçлăхӗ чухнех канашлусене тап таса тутарла калаçса ирттеретчӗ

Тутарстанра тутар чӗлхине сарас тӗлӗшпе çӳлтен ӗçлеме пуçлани сăмах çинче кăна маррине Патшалăх Канашӗн çуртӗнче ларусем ирттернинченех палăртма пулать. Парламент пуçлăхӗн çумӗ Марат Ахметов Тутар чӗлхине сарассипе ӗçлекен комиссин ертӳçи çулла кашни муниципалитет пуçлăхӗпе тӗлпулу ирттернӗ, ӗç ушкăнӗсенчен чӗлхе проблемипе лайăх сӗнӳсем илнӗ. Ун сăмахӗсемпе, хальхи вăхăтра кашни муниципаллă район тата хула округӗпе яваплă çынсене çирӗплетмелле.

«Эсир çирӗплетнӗ районсене çитме унта хăвăрăн идейăрсене пурнăçа кӗртмелле. Муниципалитетсемпе çыхăну пулмалла. Эпир районсен пуçлăхӗсемпе тутар чӗлхине вырăнсенче аталантарассин перспективисене сӳтсе яврăмăр. Сирӗн тутар чӗлхипе вӗрентсе воспитани парасси çине тимлӗх уйăрмалла, мероприятисем ирттерни çине, – чӗнсе каланă Ахметов комисси пайташӗсене. – Чӗлхепе çыхăннă ӗç – патшалăх заказне пурнăçласси мар, эсир пӗтӗм чӗререн ӗçлемелле. Меслетсем шырăр, хастартарах пулăр. Эпир тутар чӗлхин шăпине хамăр хулăма кӗртмеллех. Çак ӗçрен усă пулатех. Шкулсенче, ача сачӗсенче, культура çурчӗсенче ӗçе мӗнле илсе пынине тӗпчӗр. Хăш-пӗр муниципалитетсенче мероприятисене тутар чӗлхипе ячӗшӗн кăна ирттереççӗ. Районсенче çапах эпир мӗнле-тӗр меслетсемпе проблемăна татса параятпăр, Хусанпа Çырчаллинче вара, çине тăрса мӗн-тӗр тумасан, тăван чӗлхен пуласлăхӗ пулмасть».

Ахметов сăмахӗсемпе, хăш-пӗр ведомствосемпе министерствосен ертӳçисем тутар чӗлхине хисеплемеççӗ. Хăш-пӗр министерствосенче официаллă сайтсем тутар чӗлхипе питӗ япăх илсе пырăнаççӗ. Ку, тӗслӗхрен, спорт, çамрăксен ӗçӗсен, трансопртпа çул-йӗр хуçалăхӗн, сывлăх сыхлав министерствисем, Инвестици аталанăвӗн агентстви. Марат Готович сăмахӗсемпе, асăннă министерствосен Тутарстан Президенчӗ патне икӗ патшалăх чӗлхине мӗнле усă курни пирки ăнлантарса çыру çырма тивет.  

«Тутар чӗлхине пӗлекен, анчах канашлусенче вырăсла кăна калаçакан министрсе пур. Эпир çакна йăлтах анализлатпăр та республика Президенчӗ патне çитеретпӗр. Мӗншӗн тесен пире ертӳçӗсен тӗслӗхӗ кирлӗ. ТР Президенчӗ хутшăннипе эрнесерен иртекен канашлусенче те тутар чӗлхине упраса аталантарас ыйтусене сӳтсе явăпăр. Мӗншӗн тесен унта çакăншăн яваплă ертӳçӗсем хутшăнаççӗ», – тенӗ Ахметов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев