Тутарстанри Нарышкин-Паулуччи усадьбин паркне сыхлава кӗртнӗ
Историпе культура экспертизи çинчен ОКН сыхлавӗпе ТР комитечӗ паллаштарнă
Тури Услон районӗнчи Нарышкин-Паулуччи усадьбин паркне культура еткерлӗхӗн обьекчӗн (ОКН) сыхлавне кӗртме йышăннă. Историпе культура экспертизи çинчен ОКН сыхлавӗпе ТР комитечӗ паллаштарнă.
Парк Ключищи ялӗнче. Тавраллипе йывăç лртса тухнă усадьбăна XIX — XX ӗмӗр пуçламăшӗнче никӗсленӗ.
Парка классика стилӗпе планланă — кӗнӗ çӗртен усадьбăн тӗп çурчӗ патне çитиччен çулçăллă, лăсăллă йывăçсемпе тӗмӗсем лартса аллея тăснă. Çывăхрах сайра тӗл пулакан улмуççисен сачӗ, леререх Атăл хӗрне çити хырлăх.
Парк лартакансем вырăнти сăртлă ландшафта та, çанталăка та шута илнӗ. Йывăçсем ӳснӗ май архитектура обьекчӗсене те майне килтернӗ, ӳсен-тăрансемпе чечексене те килӗшӳллӗн курăнмалла ăсласа лартнă. Усадьбăн тӗп çурчӗ умӗнче тюльпансем, гиацинтсем, крокуссем, лилисем ешереççӗ.
Экспертсем парк та, улма-çырла паракан сад та усадьба çурчӗ те архитектура ансамблӗ пулса хитрен курăнса ларние палăртнă. Аллейăн кăнтăр енчи пайӗ аван сыхланса юлнă. Йывăçсене пӗр-пӗринчен 2,5 — 3 метра лартнипе çăкасем, тӗслӗхрен, 300, 400 — 600 çул та ӳсме пултараççӗ. Халь вӗсем «çур пурнăçне» те «пурăнса» ирттермен-ха.
Хӗвелтухăç енчи юмансемпе хырсен аллейисем те сыхланса юлнă, анчах вӗсене «сиплемелле». Анăç енчи хурăнсемпе юмансем тӗллӗн-тӗллӗн çеç юлнă. Вӗсене «хăй ирӗкӗпе» шăтса тухнă тӗмӗсем тӗп тумах шутланă тейӗн. Паркăн çурçӗр енче ӳсекен çăкасен айӗне çывăхра пурăнакансем канма тухаççӗ, туристсем те самай вăхăта чарăнса тăраççӗ.
Çак тӗлте Свияжск таврашӗнчи çӗрсен хуçи Павел Петрович Нарышкин кнеç XIX ӗмӗр пуçламăшӗнче çурт лартнă. Кнеç хушамачӗ авалтан пыракан Нарышкинсене тăван лекет — I Петр амăшӗ Наталья Нарышкина çак ăруран тухнине историе юратакансем лайăх пӗлеççӗ. П.Нарышкинăн мăнукӗ Аделаида Дмитриевна 1860-мӗш çулсенче Александр-Николай Паулуччи маркиза качча тухнă. Вӗсен Александр ывăлӗ çуралнă.
Аделаида Дмитриевна вилнӗ хыççăн Нарышкинсен пуянлăхӗ кӗрӳшне куçнă. 1870 çулта вăл вара тепре авланнă, Михаил Лермонтов поэта дуэльте вилмелле амантнă Николай Мартоновпа пӗртăванӗн хӗрне Елизаветăна качча илнӗ. Вӗсен 1873 çулта Виктор ывăлӗ çуралнă.
Паулуччин икӗ ывăлӗ те Санкт-Петербургри Пажески корпусра вӗреннӗ, çар ӗçӗпе пурăннă. Отставкăна тухсан Хусана таврăннă.
Халӗ культура еткерӗн обьекчӗ тесе йышăннă парк вӗсен харпăрлăхӗнче пулнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев