Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тухатмăш пулăшăвӗ йӳн мар

Çырчаллинчи хӗрарăм экстрасенссене 1,2 миллион тенкӗ ытла укçа куçарнă.

Çырчаллинче пурăнакан пӗр хӗрарăм экстрасенссем хăйсен услугисене сӗннине телевизорпа март уйăхӗнче курсан вӗсемпе çыхăнма шутланă. Рекламăра кăтартнă телефонпа шăнкăравласа хăйӗн йывăрлăхӗ çинчен каласа панă. Лешсем çакна кăна кӗтӗнӗ те. Тӳрех нушин сăлтавне палăртнă — пăскăнчăк.
Экстрасенс пулăшма та хатӗр, анчах 750 пин тенкӗлле. Ӗнемеллерех пултăр тесе-ши йывăр чирлекен упăшкаллă çак пенсионеркăна 1,2 миллион тенкӗ ытла компенсаци пăхăннă тесе улталанă тата. Ăна илес тесен 10 процентне халех тӳлемелле иккен уйнăн, каярах ку та хăйнех таврăнать имӗш. 
Каллӗ-маллӗ шутласа тăмасăрах хӗрарăм икӗ сӗнӳпе те килӗшнӗ. Май уйăхӗнчен пуçласа ноябрьччен хайхисем ыйтнă суммăсене тӗрлӗ адресата ярса тăнă вăл. Хăйӗн тата тăванӗсен пухăннă укçине вӗçтернисӗр пуçне тата кивçене те кӗнӗ. 
Çапла ноябрь уйăхӗ тӗлне вăл экстрасенссене 1 миллион та 291 пин тенкӗ  укçа куçарнине хыпарлать ТР ШӖМӗн пресс-служби. Унчченхи нуши çумне тата темӗн пысăкăш парăм хушăннисӗр пуçне пурнăçӗ улшăннине те, сывлăхӗ лайăхланнине те сисмен хӗрарăм. 

Телефонпа интернет урлă ултакансен шучӗ çав тери нумайланнă май ТР ШӖМӗ граждансене тимлӗ пулмаллине тепӗр хут аса илтерет.  (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев