Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тымар вăй парса тăрать

Хусанти чăваш вырсарни шкулӗн вӗрентекенӗпе, Тутарстан Республикинчи Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗн пайташӗпе Сильвия Чаркинăпа тӗл пултăмăр.

Пӗлетпӗр, «Шкул çулне çитменнисен программине тăван чӗлхепе пурнăçлакан чи лайăх педагог (чăваш, удмурт, мари, мордва)» республика шайӗнче иртнӗ конкурса йӗркелессипе вăл хастар ӗçленӗ, зонăсенчи суйлав турӗсене тухса çӳренӗ. Финал тапхăрӗнче çавра сӗтеле ертсе пыраканӗ те вăлах пулнă. Эпир Сильвия Николаевнăна конкурс çинчен каласа пама ыйтрăмăр. «Çавра сӗтел» хăйӗн ятне тӳрре кăларчӗ теме пулать – унта чăнах та конкурса хутшăннă кашни халăха хумхантаракан ыйтусем çӗкленӗ: «мӗншӗн ашшӗ-амăшӗ ачисемпе тăван чӗлхипе калаçмаççӗ», «ытти халăхсен культурипе паллашни ачана витӗм кӳрет-и, мӗнле»,  «эсир ирттернӗ мероприятисенчен, тӗлпулусенчен хăшӗсем ума лартнă тӗллеве пурнăçларӗç, мӗнле асăрхарăр çакна»...

– Воспитательсен конкурсне удмуртсем икӗ çул каялла йӗркеленӗ, пӗтӗмлетӳ тапхăрне мана та чӗнчӗç. Тӗлӗнсе каймалла лайăх, мӗншӗн пирӗн те çакăн пек конкурс тăвас мар? Учительсем валли хатӗрленӗ конкурссем пур, темиçе те вӗсем, ача садӗнчи воспитательсен вара çук. Хамăн шухăша ТР Удмурт наципе культура автономийӗн ертӳçине Андрей Сергеевич Герасимова каларăм. Çапла тепӗр конкурса Тутарстанра пурăнакан тӗп халăхсем пуçтарăнса пӗрле ирттерсен лайăх пулӗччӗ тесе калаçса татăлтăмăр. 

ТР Вӗрентӳ тата наука министерствинче ку шухăша ырласа йышăнчӗç, кун пек конкурс кирлӗ пулнипе килӗшрӗç. Специалистсемпе калаçса конкурсăн положенине, сметине хатӗрлерӗмӗр. Ильсур Хадиуллин министр пирӗн документсене алă пусса çирӗплетсен эпир хатӗрленме пуçларăмăр.

 Чăвашсен зонăсенче иртекен тапхăрӗ Çӗпрелӗнче пулчӗ. Тӗрлӗ районтан вун тăватă талантлă чăваш хутшăнчӗ унта. Питӗ пултаруллă, чун-чӗререн чăваш чӗлхине юратса ӗçлеççӗ. Кашнин методика ӗçӗсем, вăйăсем, автор проекчӗсем – пирӗн воспитательсем ӗçлеççӗ. Вӗсем тӗрлӗ конкурссене хутшăнса Хисеп хучӗсем, тӗрлӗ наградăсем çӗнсе илнӗ. Ачисем хăйсене тыткалани, ӳсӗмне, аталанăвне кăтартни те вӗсем ӗçленине ӗнентерет. Çавăнпа чăваш воспитателӗсемпе  чăннипех мухтанма пултаратăп. 

Çитменлӗхсем? Çавра сӗтелте те ку ыйтăва çӗклерӗм: мӗн тăваççӗ вӗсем ашшӗ-амăшне ачине чăвашла вӗрентме хавхалантарас тӗлӗшпе? Тăван чӗлхене сыхласа хăварма? 

«Пире чăваш чӗлхи кирлӗ мар, эпир вӗренме каятпăр, Хусанта юлмастпăр, Мускавра пире чăваш чӗлхи кирлӗ мар», – ашшӗ-амăшӗсенчен илтекен хуравсем чăннипех хурлантараççӗ ача сачӗсенче ӗçлекен чăвашсене.

Педагогсен тӗп тӗллевӗ – ашшӗ-амăшне тӗрӗс çулпа илсе пырасси. Тăван чӗлхене пӗлни халиччен никама та хур туман, тăван чӗлхене пӗлекен çын вăйлăрах пулать.  Вырăс чӗлхине лайăх пӗлмелле, акăлчан чӗлхине те вӗренмелле, француз, китай чӗлхисене те алла илмелле. Анчах тăван чӗлхене пӗлни çынна хăват парса тăрать, нимрен те вăл пире катмасть. Йывăçа пӗр çӗртен тымарӗпе куçарса ларт та, турат касса ӳсме ларт – хăшӗ ӳсме тытăнӗ? Тымарӗпе куçарса лартни, ăна тымарӗ вăй парса тăрать. Шкулсенче çакна пӗлсе малалла аталанса ӗçлесен тăван чӗлхене упраса хăварас ӗç вăй илӗччӗ.

Сильвия Николаевна чăваш ачисемпе ӗçлекен ача сачӗсен воспитателӗсене чăвашла литература парса савăнтарчӗ. Кӗнекесемпе методика ӗçӗ çырнă чух та усă курма пулать, ачасемпе вуламаллисем те пур. 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗк addnt.ru сайтран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашский язык