Участковăйсене машина уççисем панă
ТР Раисӗ Рустам Минниханов паян участковăйсене çӗнӗ машинăсен уççисене панă.
«Республика ертӳлӗхӗ хăй енчен сирӗн пурлăхпа техника никӗсӗ тата инфраструктура чи çӳллӗ требованисем ыйтнă пек пулччăр тесе тăрăшать. Паян паракан çӗнӗ автомобильсем сирӗн ӗçӗн эффективлăхне ӳстерме май парӗç», – тесе палăртнă Тутарстан Раисӗ.
Пурӗ участковăйсене 29 «Нива» автомобиль панă паян. Шалти ӗçсен Тутарстанри министрӗ Артем Хохорин ку ӗç тепӗр çул та малалла пырасси пирки пӗлтернӗ. 2024 çулта Тутарстан участковăйӗсене 28 автомобиль пама планланă.
Сăнӳкерчӗк tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев