УДМУРТСЕМ
Тутарстанра пурăнакан тӗп халăхсенчен пӗри – удмуртсем, арсем тенӗ вӗсене чăвашсем. 2010 çулхи çыравпа Тутарстан Республикинче 23454 удмурт пурăнать, çын шучӗпе тăваттăмӗш вырăнта. Удмуртсем чи йышлă пурăнакан вырăн – Кукмор районӗ – 7278. Çырчаллинче те сахал мар – 2017. Мӗн пӗлетпӗр эпир çак кӳршӗсем çинчен?
Раççей Федерацийӗнче удмурт халăхӗ Удмурт Республикинче йышлăн пурă-нать – 410 пин çын. Çавăн пекех Пушкăртстанра – 21,4 пин, Киров облаçӗн-
че – 13,6 пин, Свердловск облаçӗнче 13,7 пин çын пурăнни паллă 2010 çулхи çыравпа (Тутарстан пирки асăнтăмăр).
Халăх ячӗ икӗ сăмахран тăрать – одо-морт (улăх çыннисем). Пӗрремӗш хут çакăн пек ятлă халăх çинчен летопиçре 1557 çулта çырса хăварни пур. Чӗлхеçӗсем ку ят ăçтан тухнине шыраса Иран, авалхи Инди чӗлхисене тӗпченӗ. Вӗсен шучӗпе «чикӗ çынни», «хӗрринче пурăнакан çын» тенине ăнлантарать халăх ячӗ. Çав вăхăтрах вырăссем «улăх çыннисем» тесе çырман сулахай çыранӗнче пурăнакансене калани паллă. Çыравран çырава халăх йышӗ чакни куçкӗрет: 2002 çулта Раççей Федераци-
йӗнче 637 пин çын пурăннă пулсан, 2010 çулхи çырав 552299 çын кăтартнă. Иртнӗ çыравăн пӗтӗмлетӗвӗсем паллă мар-ха, унтан та чакнине курăпăр-ши?
Удмурт чӗлхи финно-угор çемйин ушкăнне кӗрет. Удмуртсенчен нумайăшӗн хӗрлӗ-сарă тӗслӗ çӳç. 2004 çулта Ижевск хулинче хӗрлӗ-сарă çӳçлӗ çынсен фес-
тивальне те ирттернӗ. Авалтан пыракан ытти халăхăнни пекех удмуртсен те йăла-йӗркепе çыхăннă уявсем чылай пулнă. Самана улшăннă май пӗрисем манăçа тухнă, теприсем христиан тӗнне йышăнсан та, СССР вăхăтӗнче те упранса юлнă.
Удмуртсем, чăвашсем пекех, çутçанталăкпа çывăх пулнă. Вӗсен туррисем те çутçанталăкпа çыхăннă, тумӗнче те куратпăр çак туртăма. Ăна ытарлăн виçӗ пая пайлама пулать. Кӗпе арки пуçланнă тӗлте тӗрлӗ тӗслӗ атлас хăюсем ретӗн-ретӗн çӗленӗ. Вӗсене ӳсен-тăран е чӗрчун манерлӗ тума тăрăшнă. Тумăн çак пайӗ леш тӗнчене палăртнă.
Вăтам пайӗ – саппун çакнă тӗлте çӗре палăртать. Кунта чечексем, çутçанталăк-
ри куçа савăнтаракан ытти хитре япаласемпе эрешленӗ. Чи хӳхӗмми тумăн çӳлти пайӗ. Уçлăха, хӗвелпе уйăха кăтартать вăл. XIX ӗмӗр вӗçленнӗ тӗле удмуртсен тумӗсем ăçта пурăннине кура виçӗ тӗрлӗ пулнă: кăнтăр енче пурăнакансен, çурçӗр енчисен, вӗсен хушшинче пурнаканнисен.
Удмуртсем апатра вăрман çимӗçӗсемпе анлă усă кураççӗ: кăмпасем, çырласем, курăксем. Сӗт-çу, аш, çăмарта уявсенче сӗтел çинчен татăлмасть. Çăкăрсăр, яшкасăр уяв иртмен. Ахальтен мар, эпир çăкăр-тăвар тетпӗр пулсан, удмуртсем шыд-нянь (яшка-çăкăр) теççӗ. Çăкăр пӗçерес енӗпе удмуртсем пысăк ăстасем. Мӗнле кăна рецептпа хатӗрлемен-ши ăна? Ыраш çăкăрӗ, тулă çăкăрӗ, сӗлӗ, хуратул, икӗ-виçӗ тӗрлӗ çăнăха хутăштарса хатӗрленӗ.
Халăхăн фольклорӗнче юрăсем пысăк вырăн йышăнаççӗ. Ача çуралсанах вăл тӗнчене килнишӗн савăннине юрласа пӗлтереççӗ, пурнăç тăршшӗпе иртекен пулăмсен кашнин хăйӗн юрри. Çын вилсен те хурлăхлă юрăпа ăсатаççӗ.
Чи паллă удмуртсем «Бурановские бабушки» ансамбль тесен манпа пурте килӗшеççӗ пулӗ. Тӗнчипе чапа тухнă автомат авторӗ Михаил Калашников та Удмурт Республикинче ӗçлесе пурăннă. Классика музыкине юратакансемшӗн удмуртсен çӗрӗ-шывӗ Петр Чайковский композиторăн тăван çӗршывӗ пулнипе паллă.
Сăнӳкерчӗк ТР Халăхсен ассамблейин сайтӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев