Удмуртсен пăтти Раççейӗн Гиннес рекорчӗсен кӗнекинче
Кăçал июнӗн 17-мӗшӗнче удмуртсем Гырон Быдтонра хӗрӗх килограма яхăн тулă кӗрпинчен, вун пилӗкшер килограмм сар çупа суханран, çирӗм килограмм хур ашӗнчен пӗçернӗ 248 килограмлă пăтă Раççейӗн Гиннес рекорчӗсен кӗнекине кӗчӗ.
Тутарстанра 1998 çултанпа ирттереççӗ çак уява. Сабантуй, Акатуй пекех вăл çурхи ӗçсене туса пӗтернипе çыхăнă. Çавăн пекех Гырон Быдтонăн хăйӗн илемлӗ легенди те пур. Уява удмуртсем авалтан çуллахи кун таврăнăшӗ умӗнхи кунсенче ирттернӗ. Вӗсен Вось турри кӗлӗ çуртӗнчен улăх-çарана тухса каять пулать, Питрав тӗлне çеç каялла таврăнать тет. Çавăнпа çынсем çак вăхăтра çуртра мар, уçă сывлăшра кӗлӗ вуланă. Вось таврăниччен (июнӗн 1-мӗшӗ – июлӗн 12-мӗшӗ) курăк-чечек татма юраман, Турă кӳренесрен хăранă. Тутарстанра пурăнакан удмуртсен 30 проценчӗ Кукмор районӗнче пурăнать, Нырья ял хутлăхӗнче пин çурă удмурт. Ку ялтан Çӗршывӗпе паллă удмуртсем Максим Прокопьев писатель, Кузебай Герд поэт çуралнă. Питӗ паллă музыкантăн Сергей Курехинăн та йăх тымарӗсем Нырьяран.
Уявăн хăйне евӗрлӗхӗ легендăра çеç мар. Тӗслӗхрен, уяв хапхинчен кӗнӗ чух çакăнса тăракан шăнкăравсене алăпа перӗнсе сасă кăлармалла. Тулла пӳртӗн кашни кӗтесне сапса тухмалла, ку пӳрт хуçисене ытлă-çитлӗ пурăнма май парать. Ал ӗç ăстисен япалисем те те уйрăлса тăраççӗ пек. Тӗслӗхрен, çăпата хуçнине, карçинкка авнине ытти уявсенче те курма тӳр килнӗ, анчах удмуртсем сарлакарах хăюран тăваççӗ çаксене. Уяв тӳремне Кукмор районӗнчи тавар кăларакан предприятисем суту-илӳпе курав кӗтесӗсене йӗркеленӗ. Тутарстанӗпе çеç мар, çӗршывӗпех палла «Кукмара» çатмисем, тӗпелте кирлӗ ытти савăт-сапа кунтах туянма пулать, эпир пурте лайăх пӗлекен кăçатăсен предприятийӗн таварне те тытса пăхма, туянма пулать.
Çатан картасемпе чикӗленӗ картишсене тишкерме те интереслӗ пулчӗ. Паллах, хресчен ӗçӗ удмуртăн та, чăвашăн та пӗрешкелех пулӗ. Авă, каска çинче çава выртать, юнашарах пӗчӗк мăлатук. Çавине туптаса утта тухма хатӗрленет курăнать хуçи. Çывăхрах читлӗхсенче кролик, сурăх, хур шăрăхпа аптраса сӗнксе тăраççӗ. Юлашки вăхăтра анлă сарăлнă «тытса пăхмалли» манерлӗ тăвасшăн пулнă курăнать. Анчах, пытармасăр каласан чӗрчунсене шел. Çакăн чухлӗ çын курса, шăрăхра темиçе сехет тăма йывăр пулчӗ ӗнтӗ янаварсене.
Уяв тӳремӗнче икӗ сцена ӗçлерӗ. Пӗчӗккинче Гырон Быдтон пуçланнăранпах ачасен пултарулăхне пăхрăмăр. Ларма утă тӗркисем сарса тухнă. Пысăк сцена çинче мероприятин кульминацийӗ иртрӗ.
Халăхăн кулленхи пурнăçне сăнласа паракан пролог хыççăн сцена çине ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, Кукмор муниципаллă район ертӳçи Сергей Дмитриев, РФ Президенчӗн Федерацин Атăлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗн аппарачӗн Тутарстан Республикинчи тӗп федераллă инспекторӗ Виктор Демидов, Удмурт Республикин Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Татьяна Ишматова,Тутарстанри Удмурт наципе культура автономийӗн председателӗ Андрей Герасимов тухрӗç. Гырон Быдтона килнисене саламларӗç. Фарид Хайруллович çакăнпа пӗрлех ялта ӗçлесе пурăнакансене ырласа тав турӗ. Тутарстан Раççейре вал продукцийӗпе малта пыни те, сӗт-çу продукцисене туса илессипе пуринчен ирттерни те ял ӗçченӗсен тивӗçӗпе пулса пынине палăртрӗ. Çакăнтан та ытларах халăхăн йăли-йӗркине упраса хăварасси шăпах ялсенче пулса пыни çинчен каларӗ.
Кулленхи ӗçре палăрнă удмуртсене, наци культурине аталантарнă çӗре пысăк тӳпе кӗртнисене патшалăх наградисемпе чысларӗç. Çакăн хыççăн пысăк сцена çинче уяв концрчӗ пуçланчӗ. Кăçал хедлайнерсем «Айкай» Удмурт патшалăх юрăпа ташă фольклор театрӗ тата А.Ушаков ячӗллӗ «Шулдыр жет» (Хаваслă каç) эстрада ансамблӗ пулчӗç.
Гырон Быдтонра йăла пăттине – «Вось жук» текенскере – пӗçересси авалтан пырать. Пăтă пӗçернӗ çӗре кашни кӗрпе парать. Кăçал хурана хӗрӗх килограма яхăн тулă кӗрпи, вун пилӗкшер килограмм сар çу тата сухан, çирӗм килограмм хур ашӗ кӗнӗ. Чăннипех пӗтӗм уяв халăхне çитмелле пӗçернӗ. Халиччен Гырон Быдтон пăттине Гиннес рекорчӗсен кӗнекине кӗртес текенсем пулман, кăçал нырьясем çак çитменлӗхе пӗтерес тенӗ курăнать, унта кӗме заявка панă. Раççейӗн Гиннес рекорчӗсен кӗнекин уйрăмӗн тӗп редакторӗ Станислав Коненко хăй те пулчӗ Гырон Быдтонра. 248 килограмм пăтта Раççейӗн Гиннес рекорчӗсен кӗнекине кӗме тивӗç тесе йышăнчӗ.
Çак кун уяв тӳремӗнче 3000 пин çын удмурт культурипе çывăхрах паллашма пултарчӗ, ăна пӗлекенсем савăнса уява хутшăнчӗç. ТР Удмурт наципе культура автономийӗ пуçарнипе шкул çулне çитменнисен тата кӗçӗн классенче вӗренкенсен хушшинче ирттерекен «Мудорвай» (Росточек) конкурса пӗтӗмлетрӗç. Çемье авторитетне çӗклес тӗллевпе йӗркеленӗ «Шудо-буро удмурт семья» конкурса пуçласа ирттерчӗç. Унта республикăн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пурăнакан пилӗк удмурт çемйи çӗнтерӳçӗ пуласшăн тупăшрӗ. Конкурса куракансем интересленсех пăхрӗç, çемьесене çӗнтерме хавхалантарчӗç.
Хаваслă, кăмăллă иртрӗ Гырон Быдтон, тарават кӗтсе илчӗ хăнасене Кукмор çӗрӗ. Килес çул уяв Менделеевск районӗнче иртӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев