Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Уяв пики – 2026» титула Пăва районӗнчи Виктория Никонова тивӗçрӗ

Çарăмсанта июлӗн 11-мӗшӗнче иртнӗ «Уяв пики» конкурса Çарăмсан, Çӗпрел, Нурлат, Пăва, Элмет, Чистай районӗсенчи, Çырчалли хулинчи тата Чăваш Енпе Самара облаçӗнчи 12 хӗр хутшăнчӗ.

Уяв йăли хитре пикесемсӗр ниепле те пулаймасть. Шăпах çак праçникре каччăсем хӗрсемпе паллашса пулас мăшăра суйланă ӗлӗк. Кăçалхи республика Уявӗнче те суйламалăх чипер хӗрсем нумайччӗ.

Йăлари «Уяв пики – 2026» конкурса Шупашкартан килнӗ фольклорист, телеертӳçӗ Алексей Александров (Элтияр)  ертсе пычӗ.

Палăртса хăвармалла, конкурс (ертӳçи «Тутарстан Чăваш пики» конкурс директорӗ Сильвия Чаркина) çулран çул вăйланса кăна пырать. Çавăнпа шайӗ кăçал та пысăкчӗ. Пикесен хальхинче хăйпе илемлӗн паллаштарма тата «Асанне кӗпи» пултарулăх конкурсӗнче юрлас-ташлас ăсталăха кăтартмаллаччӗ. Чипер пикесен тупăшăвӗ яланхи пекех çав тери хӗрӳ пычӗ. Пурте лайăх хатӗрленсе килнӗ. Сăмах май, «Асанне кӗпи» конкурсра вӗсен чăнах та хăйсен асламăш-кукамăшӗн авалхи кӗпипе тухмаллаччӗ. Ку задание те çăмăллăнах пурнăçларӗç вӗсем. Кӗписем çине пăхса хӗрсем анат е тури енчен пулни тӳрех курăнчӗ.

Жюрие çӗнтерӳçе палăртма çăмăл мар кун пек чух. Çапах та конкурс вăл конкурсах. Икӗ çӗнтерӳçӗ пулаймасть. «Уяв пики» тӗп титула хальхинче Пăва районӗнчи Чăваш Шуршу ял хӗрӗ Виктория Никонова çӗнсе илчӗ. Аса илтеретпӗр, «Тутарстан чăваш пики» республика конкурсне те хутшăннăччӗ вăл кăçал. Халӗ акă тивӗçлӗ пӗрремӗш вырăн. Тӗп парнене – тухьяна – ăна Çарăмсан районӗн администраци пуçлăхӗ Рамиль Айпатов тăхăнтарчӗ.

«Маттур пике» (2-мӗш вырăн) номинацире вара харăсах иккӗн çӗнтерчӗç. Вӗсем: Илиана Альмукова (Элмет районӗ, Патраклă) тата Олеся Федорова (ЧР Красноармейски округӗ, Красноармейски);

«Сар пике» (3-мӗш вырăн) номинацире те икӗ çӗнтерӳçӗ пулчӗ: Анастасия Шишканова (Çарăмсан районӗ, Хӗрӗшни), Ольга Бочкарева (Нурлат районӗ, Вăтам Хăмăшлă);

«Сувар пики» ятарлă номинацин çӗнтерӳçи вара Вера Долгинова (Çырчалли) тата «Илӗртӳллӗ пике» номинацин çӗнтерӳçи Дарина Трякова (ЧР,  Йӗпреç округӗ, Пучинке) пулчӗç. Вӗсене пурне те Дипломпа тата асăнмалăх парнесем парса чысларӗç.

К.Романова сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Уяв-2026