Уяв тата нумай çул халăха пуçтартăр-ха
Халӗ Раççей шайӗнче иртекен чăваш праçникне анаткăтратасем пуçарса янине пурте пӗлеççӗ-ши?
Çуллен çу уйăхӗ пуçлансан манăн чун савăнăçпа тулать. Мӗн авалтан хӗллехи вăрăм каçсенчен хăтăлса чăваш каччи-хӗрӗсем Микулара Уяв пуçланă. Уяв – халăх сăмахлăхӗн пӗр тӗсӗ. Халăх хушшинчи пӗр ӗç те сăвă-юрăсăр, кӗлӗ-хӳхлевсӗр, камит-шӳтсӗр иртмен. Авалхи йăла-йӗркене каялла тавăрас, ăна чӗртсе малалла аталантарас, чăвашлăха упрас тӗллевпе пуçланса кайрӗ те ӗнтӗ хальхи вăхăтра питӗ анлă ирттерекен Уяв. Мӗнлерех-ши ун кун-çулӗ?
Анат Кăтрата ялӗнче 1986 çулта икӗ хутлă çӗнӗ клуб уçăлчӗ. Икӗ çултан Елабугăри культурăпа çутӗç училищинчен вӗренсе тухнă çамрăк каччă Иван Ильин, клуб заведующийӗ, çанă тавăрса ӗçлеме пуçларӗ. Чи малтан «Талантсем шыратпăр» конкурс йӗркелесе ирттерчӗ. Календарьти кашни уява палăртма уйрăм урамра пурăнакансем хăйсем тӗллӗн хатӗрленсе халăха пултарулăхӗпе тӗлӗнтерчӗç. Çулталăк вӗçӗнче вара çак ăмăртура палăрнă юрă-ташă ăстисенчен 1989 çулта Чистай районӗнчи чăвашсен пӗрремӗш «Чăваш тӗррисем» ятлă ансамблӗ йӗркеленчӗ.
Чăваш вăл ӗçре те, канура та маттур. Ӗç хыççăн пушă вăхăтра савăнас йăла авалтанах аталаннă. Саркаланса чун килениччен юрлать, ташлать вăл. Ансамбль йышӗ питӗ хăвăрт хушăнса пычӗ. Вăл Аксу, Çӗнӗ Шуçăм районӗсенчи чăваш ялӗсене çитсе куракансене хăйӗн пултарулăхӗпе паллаштарсанах пире паллама пуçларӗç, ырă сунса кӗтетчӗç. Хамăр районта ирттерекен пӗр мероприятирен те хăвармастчӗç. Хусанта иртнӗ «Выля, хуткупăс!» конкурса пуçласа хутшăнсанах культура министрӗ пысăк хак пани ансамблӗн ятне улăштарма хистерӗ. Вăл «Илем» пулса тăчӗ, мӗншӗн тесен куракансем хитре тесе пирӗн авалхи хушпу çинчи тенкӗсене тыта-тыта пăхатчӗç. Ытларах хула çыннисем калатчӗç çапла.
Пӗррехинче Атăл тăрăхӗнче пурăнакан тӗрӗк халăхӗсен Хусанта иртнӗ пухăвӗн делегачӗсен умӗнче кăтартнă концерта хутшăнтăмăр. Тепрехинче Кремль патӗнче ют çӗршывран килнӗ хăнасене кӗтсе илнӗ çӗре те пире чӗннӗччӗ.
1990 çулта хамăр районти пултарулăх ушкăнӗсен конкурсӗнче çӗнсе илнӗ тӗслӗ телевизор – «Илемӗн» малтанхи хаклă парни. Парне илни вăл икӗ енлӗ: пӗри – ӳсӗмшӗн хаклани, тепри – çитӗнӳсемшӗн лăпланмасăр тата хастартарах ӗçлеме хистени. Шăп çакăн хыççăн чăвашлăха чӗртессишӗн çунакан харсăр Иван Сергеевичăн чӗринче тахçантанпа пытарăннă вăрттăнлăх уçăлчӗ – чăвашсен авалхи Уявне чӗртесси.
Эпир хаваспах килӗшрӗмӗр. Анчах та районти культура уйрăмӗн ӗçченӗсем иккӗленни сисӗнчӗ. Вӗсене ăнланма пулать, мӗншӗн тесен ансамбль те, ертӳçи те çамрăк-çке. Пирӗн ертӳçӗ вара сăмахне çилпе вӗçтермест, шухăшлать те пурнăçлать. Ялӗпех пуçăнтăмăр çак тивӗçлӗ ӗçе. Районти культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Рафик Абдулхаевич Ахметов та час-час килсе сӗнӳ-канаш пачӗ.
1991 çулхи çӗртме уйăхӗн 2-мӗшӗ. Паянхи пек астăватăп –
çанталăк пӗлӗтлӗ, ăшă çумăр çуса иртрӗ. Кăшт йӗпентӗмӗр те. Хӗвел пăхса ячӗ те часах типӗтрӗ. Часах Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинчен «Шуçăм» ансамбль, Нурлат районӗнчи Якуркел ялӗнчен ансамбль, Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнчи Аркадий Харитонов ертсе пыракан пултарулăх ушкăнӗ, Элкел районӗнчи культура уйрăмӗн ӗçченӗ Галина Ивановна Мурзакова, Чăваш Шупашкарӗнчен хăнасем килсе çитрӗç.
Çак кун Анат Кăтрата ялӗнче çырма хӗрринчи илемлӗ лапамра «Юрла-ташла, чăваш çынни!» девизпа пӗрремӗш «Уяв» фестиваль иртрӗ. Халăхшăн ку чăн-чăн праçник пулчӗ. Культура министерствинчен ятарласа килнӗ Гали Ахатович Габдрахманова чăвашсен уявӗ питӗ килӗшрӗ пулмалла. Нумай çул иртсен Нурлатри Уявра пирӗнпе тӗл пулсан чи малтанхи Уява ăшшăн аса илнӗччӗ вăл.
Тепӗр çул Уяв Чăваш Майнинче иртрӗ – шăпа вӗсене тухрӗ. Çичӗ çул хушшинче Уяв Чăваш Майнинче, Анат Кăтратара, Аксу районӗнчи ялсенче икшер хут иртрӗ. «Илем» ансамбль те 1992 çултан халăх ансамблӗн ятне тивӗçрӗ.
ТР Культура министерствин йышăнăвӗпе 1994 çултан Уявпа пӗрле «Чăваш шăпчăкӗ» юрă конкурсӗ ирттерме пуçларӗç.
1997 çулта праçнике пирӗн ялта иккӗмӗш хут ирттернӗ чух Чăваш Республикинчи Вăрмар районӗнчен «Парне» ансамбль хутшăнчӗ. Калас килет – Уяв çавăн чухнех Раççей шайӗнче иртрӗ.
Нумай çул Уяв Нурлат районӗнче çынсене савăнтарчӗ, тата анлăрах сарăлчӗ: Эстонирен, Тюменьрен килнӗ хăнасене те куртăмăр. Куншăн манăн Нурлат районӗн ун чухнехи пуçлăхне Фатих Саубанович Сибагатуллина пуç таяс килет – ӗçчен чăваш халăхне хисеплесе ырлани курăнса тăрать.
Çак анлăн уявласа ирттерекен праçнике пуçарса яни 32 çул пулать. Тата нумай-нумай çул пуçтартăр-ха вăл пӗр çӗре тăван халăха. Малтанхисенчен паянхи куна çитнӗ сцена ветеранӗсем те çуллен пиртен уйрăлса кайса пыраççӗ, пурӗ улттăн юлтăмăр. Эпир те ватталла сулăннисем ӗнтӗ. «Илем» ансамбль малаллах талпăнать-ха, çӗнелсе пырать. Çуллен, Уяв иртсен, вӗсемпе курса калаçма тăрăшатăп, хыпарсене ыйтса пӗлетӗп.
Тутарстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченне, Уява пуçарса янă Иван Сергеевич Ильина ӗçлеме пуçланăранпа 35 çул çитнӗ ятпа саламласа малашне те ӗçре ăнăçусем, çӗнӗ пуçарусем тума çирӗп сывлăх, вăрăм кун-çул сунатăп. (Мария ЕВДОКИМОВА. Чистай районӗ, Анат Кăтрата. А.Нухратова) сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев