Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Уявсен кăшăлӗ. Наши праздники» кăларăм тата открытка пуххи тухрӗç

Ака уйăхӗн 2-мӗшӗнче, Ханс Кристиан Андерсен юмахçăн çуралнă кунӗнче, çулсеренех Пӗтӗм тӗнчери ача-пăча кӗнекин кунне уявлаççӗ. Ăна 1967 çулта Пӗтӗм тӗнчери ача-пăча кӗнекин канашӗ (IBBY) йӗркеленӗ. Уява ирттерме сӗнекенӗ — Йелле Лепман нимӗç çыравçи.

Çак праçнике юлашки çулсенче пирӗн çӗршывра та анлă паллă тăва пуçларӗç. Кунта, паллах, библиотекăсен тӳпи уйрăмах пысăк.
Шăпах çак кун Чăваш кӗнеке издательствинче «Уявсен кăшăлӗ. Наши праздники» коллективлă сборник тата открытка пуххи пичетленсе тухрӗç. Кăларăма пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ — Ольга Федорова, ӳнерçи — Екатерина Васильева. 
Çӗнӗ кӗнеке уявсемпе çыхăнни ятӗнченех паллă. Вăл вун икӗ пайран тăрать. Сăвă пуххине официаллă патшалăх, наци, халăхсен хушшинчи тата ытти уявсем кӗнӗ. Вӗсем çинчен ачасене кăна мар, çитӗннисене те вуласа пӗлме кăсăклă пулӗ. Ольга Федорова палăртнă тăрăх, датăсене календарьти йӗркепе мар, уявсен пӗлтерӗшне кура вырнаçтарнă. Паллашу кăрлач уйăхӗнчен — Çӗнӗ çултан — пуçланать. Малтан уяв çинчен икӗ чӗлхепе — чăвашла тата вырăсла — çырса панă, унтан чăваш поэчӗсен сăввисене вырнаçтарнă. Тӗрлӗ праçнике халалланă вырăсла сăвă интернетра та пайтах, чăвашлисене тупма вара çăмăлах мар, ятарласа шырамалла. «Уявсен кăшăлӗ» çак ӗçе çăмăллатма пултарать. Авторсен йышӗнче паллă писательсем те (Петӗр Хусанкай, Николай Теветкел, Юрий Сементер, Петӗр Яккусен, Александр Алка, Марина Карягина, Слован Савгай, Петӗр Çăлкуç, Валентина Тарават, Николай Ишентей, Светлана Асамат, Раиса Сарпи, Лидия Сарине, Зоя Сывлăмпи, Раиса Воробьева, Нина Пăрчăкан, Николай Симунов, Людмила Смолина тата ыттисем те), çамрăксем те (Лариса Петрова, Олеся Михайлова, Ольга Австрийская) пур.
Кашни пай вӗçӗнче «Сире пӗлме» ярăмра ытти паллă кунсемпе интереслӗ пулăмсем çинчен асăннă. Тӗслӗхрен, нарăс уйăхӗнче — Ы сас паллин кунӗ (нарăсăн 2-мӗшӗ), Кил управçин (Хӗрт-сурт) кунӗ (нарăсăн 10-мӗшӗ), Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке парнелекенсен кунӗ (нарăсăн 14-мӗшӗ), Пӗтӗм тӗнчери юмах каласа памалли кун (нарăсăн 26-мӗшӗ); пуш уйăхӗнче — Кушак кунӗ (пушăн 1-мӗшӗ), Пӗтӗм тӗнчери çыравçă кунӗ (пушăн 3-мӗшӗ), Çăварни. Кăларăмпа пӗрлех открытка пуххи те хатӗрленӗ. Пурӗ 7 открытка: Çуралнă кун ячӗпе, Çӗнӗ çул ячӗпе, Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗ ячӗпе, Мартăн 8-мӗшӗпе, Çемье, юратупа шанчăклăх кунӗ ячӗпе, Пӗлӳ кунӗ ячӗпе, Анне кунӗ ячӗпе. Вӗсене пурне те Екатерина Васильева иллюстратор ӳкернӗ.
(Ольга ИВАНОВА. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество