Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Уксăмлăсем те выльăх хăвалама кайнă

Вăрçă çынсен пурнăçне улăштарать: ума йывăрлăхсем кăларса тăратать, самана çынсене чăтăмлăх, тӳсӗмлӗх, шанчăклăх, тӳрӗлӗх енчен тӗрӗслет

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче фронт валли, тылра ӗçлекенсем валли выльăх (пысăк кӗтӳ, ытларах ӗне кӗтӗвӗ, гурт) хăвалани çинчен каласа хăварнине нумай илтнӗ эпӗ. Нурлат районӗнчи якаелсем те кайнă выльăх хăвалама. Тӗслӗхрен, Зиновья (Зинаида) Тимофеевна Ермилова, 1918 çулхи – манăн асанне. Вăл, паллах, пӗччен мар, ыттисемпе пӗрле кайнă ӗнтӗ.  Выльăха Теччӗ хули патне çити хăваласа кайнă, Теччӗ пристанӗнче пулнă. Ульяна Алексеевна Ярмушкина вара Калуга патнех çитнӗ.

Ача пулнипе хăш çулта кайнине астумасть

Вăрçă вăхăтӗнче гурт хăвалама кайнă Елизавета Ильинична Перловăпа  2024 çулхи çурла уйăхӗнче тӗл пултăмăр. Е.И.Перлова 1933 çулхи  апрелӗн 7-мӗшӗнче Тутарстанри Нурлат районне кӗрекен Уксăмлăра çуралнă. Вăрçă вăхăтӗнче вăл çамрăк пулнă, 8-12 çулти ача. Тутар АССРӗн Октябрьски районне кӗрекен Татарстан поселок­ран (çавăнта хăваласа пуçтарнă пӗтӗм районтан ӗне-выльăха хушнă çӗре хăваласа кайма) Хусана çити хăваланă. 

Выльăх хăвалакансем кайран Хусантан поездпа таврăннă Нурлата. Вăл ача пулнă, миçемӗш çулта выльăх хăвалама кайнине халь астумасть ӗнтӗ. Нимле документ та çук вăл унта кайни. Пулнă пулсан упраса хăварнă пулӗччӗ – Елизавета Ильиничнан пӗтӗм докуменчӗ пур, мӗнпур документне хăйне уйрăм лайăх пуçтарса хунă, тирпейлӗ упрать. Ӗç кӗнеки (трудовая книжка) çине вăрçă вăхăтӗнче Хусана выльăх хăвалама кайнине çырман – кӗнекине кайран уçнă, вăрçă хыççăн. Ача чухне ӗçленисене унта кӗртмен.

Кам-кам тата миçен кайнине те лайăх астумасть Елизавета Ильинична: «Çамрăк пулнă, ытти çынсемпе пит калаçман. Хушнă та кайнă выльăх хăвалама. Каланă та хăвала тесе, хăваланă», – тет.

Елизавета Ильинична Перлова çапла питӗ кӗскен каласа пачӗ вăрçă вăхăтӗнче хăй выльăх хăвалама кайни çинчен. Анчах каярах вăл аса илсе каланă: «Тата Алямăс Улькипе Уланкă Илюшӗччӗ», – тенӗ. Ольга Падимирова (хӗр чухнехи хушамачӗ Федорова, Лачака ялӗнчен пулнă) тата Илья Хвасев, Уксăмлăран).

Уксăмлăра выльăх (гурт) хăвалама кайнисем тата пур. Вӗсем кам-кам кайнине, мӗнле кайса килнине каласа панине астăвакансем те пур ку ялта.

историческое фото

Сивӗ пулсан та  тултах çӗр каçнă

1941 – 1945 çулсенчи вăрçă вăхăтӗнче Калуга хулине çити выльăх хăвалама уксăмлăсем Анна Герасимовна Яковлева-Пайдуганова та кайнă, вăл хăй каласа панисене унăн хӗрӗ Полина (Пелагея) Ефимовна Акмулина каласа пачӗ.

Елизавета Ильинична Перловапа тӗл пулнă кунах эпир Полина (паспортпа Пелагея) Ефимовна Акмулинапа тӗл пултăмăр. Вăл пире хăйӗн амăшӗнчен илтнине каласа пачӗ. Амăшӗ – Анна Герасимовна Яковлева-Пайдуганова вăрçă вăхăтӗнче гурт хăвалама кайнă. Анна Герасимовна Хусан кӗпӗрнин Чистай уесӗнчи Якуркел вулăсне кӗрекен Березовкăра (халь Нурлат районне кӗрет) 1916 çулта çуралнă. 

Беседа Е.В. Ермиловой с С П.Е. Акмулиной.

Районти колхозсенчен, таврари ялсенчен Татарстан поселокне (вăл Хăмăшлăпа Чаллă хушшинче пулнă) пуçтарнă 200 пуç ӗнене, пăрăва, вăкăра (пысăк кӗтӗве гурт теççӗ) 1943 çулхи август уйăхӗнче хăваласа кайнă. Полина Ефимовна Акмулина амăшӗ каласа панисене аса илчӗ (унăн калаçу стильне улăштарман): «Вӗсем август уйăхӗнче кăна тухса кайнă. 1943 çулта. Хатӗр виçӗ уйăх ытла хăваланă та вӗсем. Сивӗтрӗ тет кӗркунне енне. Хатӗр унта… И-и, вăл каласа пама тытăнсан унта… Анне калатчӗ: темиçе кӗнеке çырма пулать тетчӗ. Ӗçлеме кайсассăн, хирте, çиме памастчӗç тет: «Çавна каласа пар-ха, ун çинчен каласа пар-ха…» Халап пек, ялан каласа панă вăл çавăн çинчен. Кайни-килни çинчен. Ну, хайхи… Ах… Тем те курнă ӗнтӗ вӗсем унта…».  

Амăшӗ каласа панă вăхăтсене аса илсе шухăша каять Полина Ефимовна. Эпир ыйтнипе вăл малалла калать: «Ну лерелле кайнăçем вӗсем унта бомбит тунă, çунтарнă ялсем патӗнчен иртнӗ, трубисем кăна лараççӗ тетчӗ. Ну, вӗсем мӗн, выçă кайман вӗсем. Вӗсене салтаксене панă пек паек панă. Примерно ак Нурлат пек çӗре çитеççӗ: каяççӗ, тупаç-ха унта военкомат, райисполком. Çавăнта вӗсене çăкăр панă, сахăр панă, туртмалли панă. Салтак пек вӗсене – паек. Миçе куна-тăр ӗнтӗ вӗсем. Çавăн пек паекне илеççӗ те тата каяççӗ. Тепӗр хуланалла-и, района-и… Хулана кӗмесӗр кайнă ӗнтӗ вӗсем. Çавăн чухлӗ выльăхпа унта ăçтан хулана кӗрен? Вӗсене вӗт хăваламалла кăна мар, çитермелле те пулнă вӗт, кӗтсе. И-и, тем те каласа паратчӗ...»

«Ӗнисем пăруланисем те пулнă-и? –  тесе ыйтсан Пелагея Акмулина  малалла каласа пачӗ: «Çук. Пăрулаканни пулман, ну сăвакан ӗнесем пурччӗ тет. Çав­сене сукалаттăмăрччӗ тет. Хайхи, ӗçме-çиме ӗнтӗ. Пысăк вăкăрсем пурччӗ тет. Вӗсене шучӗ кирлӗ пулнă ӗнтӗ. Çухатман вӗсем, пурне те илсе çитернӗ. Ульяновск патне çитсен самолет пырса бомбит турӗ тет. Ульяновск кӗперрине лектереймерӗ тет. Ну кăсем çавăнта инçе мар ӗнтӗ кӗтӳпелен вăрман хӗрринче пăхса тăтăмăр тет. Кӗтӗвӗпелен, хайхи, çывăха пыма çук ăçта та. Вӗсене çитермелле, татах уттармалла. Ой, унта тем те каласа паратчӗ…»

Полина Ефимовна самантлăха шухăша кайса шăпланать те аса илсе малалла калама тытăнать: «Пӗр çӗре çитсессӗн хайхи вăрман витӗр тухмалла тет, и тăватă метр пек сарлакăш кăна тет просек. Хайхи çуран çӳремелли çул пек кăна пулнă ӗнтӗ. 200 выльăха çавăнтан хăваламалла вӗт-ха ăна. Пӗр тăватă километр кăна тăршшӗ пур тет вăрманӗ. Хайхи вӗсем пиллӗкӗн пулнă та-ха. Тăватă хӗрарăм, пӗр арçын пулнă вӗсем. Пӗр-иккӗшӗ малтан пынă ӗнтӗ, ыттисем хыçалтан хăваланă аташса ан юлччăр тесе ӗнисене. Хайхи лере тухса пыраç тет. Сип-симӗс уçăм тет. Хатӗр ӗнисем кӗрсе ӳкнӗ ӗнтӗ уçăм çине. Выçă вӗт ӗнтӗ вӗсем хатӗр. Тахçан çинӗ-ха, таçта çинӗ-ха вӗсем? Хатӗр килсе тухрӗ тет пӗр хура лашапа сухаллă арçын. Колхоз председателӗ тет вăл. Ӗнисене пӗрре çапать тет, хăвалаканнисене иккӗ çапать тет хăвалăр тесе. Хайхи пăтрав тăваç вӗт ӗнтӗ вӗсем мӗн чухлӗ выльăх. Хайхи вара кăларса çитерсен ăнлантарса панă ӗнтӗ мӗнле, ăçта кайнине, ыйтса пӗлнӗ ӗнтӗ. Вара мунча кӳртсе, мӗн туса çапла ăсатса ячӗ тет».

Талăкӗ-талăкӗпе тулта пулнă вӗсем, выльăх хăвалакансем, тултах çӗр каçнă, сивӗ пулсан та. Кӗтӗвӗ патӗнчех. Уйăхӗ-уйăхӗпе утнине аса илсе каламалăх пулнах Анна Герасимовнан. Вăл каланисене паянхи куна астăвакан пурри лайăх. Тавах Полина Ефимовнăна. 

 

Вăкăр çумне таянса çӗр каçнă

Вăл малалла каласа парать: «Вӗсем çӗр каçнă вӗт урам варринчех, кӗтӗвӗ патӗнчех. Кам вӗсене, хайхи, кӗтсе тăнă унта? Пӗр вăкăр çумне выртаттăмччӗ тет те… Пысăк вăкăр пурччӗ тет. Хăй дежурит тунă каç ӗнтӗ. Икшерӗн-и, дежурит тунă вӗсем. Кӗтӗвӗ йӗри-тавра. Вăкăрӗ çумне таянса лараттăмччӗ тет. Вăкăрӗ йăшăлтатма тытăнсан иккен ытти выльăхсем те тăраççӗ пулать. Пӗр тăрсан вӗт выльăх тăрать вăл, каять вӗт вăл. Ӗнисем те çапла… Ялан пӗр вăкăрӗ çумне таянса лараттăмччӗ тет». 

– Хăраман-ха… Вăкăрӗсем сӗкмен-тӗр ӗнтӗ…

– Çук-тăр ӗнтӗ, çавăн чухлӗ хăваласа алла вӗреннӗ-тӗр ӗнтӗ. Калугине çитсен те вӗсене сăрасу (сразу) яман-ха. Пока пусса майламасăр пӗтӗмпе. Ай… Каласа паратчӗ ӗнтӗ унта. Ачасем те пирӗн вӗреннӗ чух ыйтатчӗç: «Кукамай, тата каласа пар-ха, тата каласа пар-ха!» Каласа паратчӗ анне. Çапла пынă вӗсем Калуга еннелле.

Анне вăл хăй ялан мӗн те пулин пулса иртнисене каласа паратчӗ выльăх хăвалама кайсан. Пӗрре пӗр вăкăр нӳхрепе анса кайнă тет те аран-аран кăлартăмăр тетчӗ. Çавăн чухлӗ выльăха астумалла вӗт ăна. Вӗсем пӗтӗмпе ураллă... 

Анна Яковлева

Пӗр-пӗр çӗре çитсен, пысăк ял патне, Нурлат пек хула патне-и – вырăсла пӗлекен Анна Яковлева-Пайдугановăпа Алексей Белов документсемпе кайнă правлени е военкомат шыраса, хăйсем маршрутпа килнине пӗлтерме. Ытти хӗрарăмсем кӗтӳ патӗнче юлнă. «Вӗсем Алюш пиччепе, Геор­гин ашшӗпе, главный пулнă унта, кайнă. 

Вӗсене тата кăшт укçа та панă. Салтаксем пек. Вара вăл калатчӗ… Ăçта çитсен-ха вăл, калатчӗ, барахолка кайса çав солдатский юбкине, куфайкине илтӗм тет, тăхăнмашкăн. Аннен унăн çав çапăнни çинче (сăнӳкерчӗк çинче) çав кӗпи-тумӗсем.

– Сирӗн аннӗр ăçта çуралнă?

– Березовкăра çуралнă. Хӗр чухнехи хушамачӗ Яковлева пулнă. Кайран Уксăмла качча килсен Пайдугановапа çӳренӗ.«Кам Анни?» – тесе ыйтатчӗç тет те: «Яхӳнькке арăмӗ Анна!» – тесе калатчӗç тет. Упăшки Яхӳнькке пулнă та ӗнтӗ. Ватăлсан та: кам Анни? Яхӳнькке арăмӗ. Ялта, Уксăмлăра. 

Кунта вăл Уксăмла килсен никам та вырăсла пӗлекен çукчӗ тет. Килнӗ тет мӗнрен, Нурлатран ӗнтӗ, авăн çапма янă тет машинипе ӗçлеме МТС-ран пӗр вырăса. Нихăшӗ те вырăсла кала пӗлмест тет. Пирӗн хир вон таçта полевой ăстантахчӗ. Полевой ăстантах ӗçленӗ. Çуран кайнă, çуран килнӗ ӗнтӗ. Хатӗр кăшт та пулсан уçăлас килнӗ ӗнтӗ вӗсен, çăвăнас килнӗ. Кала-ха, тесе калаç тет, иртерех ятăр, кайса çăвăнса килер тесе калаç тет. Çӗрӗ-çӗрӗпе, кунӗ-кунӗпе ӗçленӗ вӗт авăн çапнă вăхăтра. Хальхи вăхăт пулман.

 

Калугăна декабрьте çитнӗ

1943 çулхи декабрь уйăхӗнче вӗсем çитмелли çӗре – Калугăна – çитнӗ. Калугăна çитсен унта ӗçлени çинчен каласа парать Пелагея Акмулина:

– Вӗсем 4 хӗрарăм: Анна Пайдуганова, Екатерина Акмулина, Анна Чернова, Сахвине Марьи – Мария Медведева – тата пӗр арçын – Алексей Белов пулнă. Калугăна çити выльăх хăваласа çитернӗ. Патшалăх хушнине пурнăçланă. Пур 200 выльăхне те вырăна хăваласа çитернӗ. Калугăна çитсен, ӗç пӗтерсен вӗсем фото ӳкерӗннӗ. Фото çинче вӗсем пурте пур (сăнӳкерчӗк иртнӗ номерте пичетленчӗ. – Ред.), Мария – шăрçапа.

Калугăна çитсен выльăхӗсене аш валли пусса, тирпейлесе хăварнă.  Ӗçленӗ унта, супăнь тунă. Килнӗ чух поездпа килнӗ, супăнь илсе килнӗ йăтнă таран. Килнӗ чух Пушкино патӗнче шавлани илтӗнет тет, пӗрисен урапи тухса кайнă-и ӗнтӗ, аппаланаççӗ тет урапи патӗнче, хăйсем шăпăл-шăпăл калаçаççӗ тет. Çитнӗ те аннен пиччӗшех пулса кайнă. Тӗлӗнчӗç тет. Вилнӗ тесе шутланă. Пӗр хыпар та пулман вӗсенчен: кайнă – кайнă выльăх хăваласа. Нимле хыпар та çук. Анна вилнӗ-вилнех ӗнтӗ вăл, халь те килмест, ним те – çыру та çук, хыпар та çук, вилнӗ тесе пурăннă тет. Курчӗç тет те тӗлӗнсе кайрӗç тет. Поезд çинчен ансан Уксăмла çуран килнӗ ӗнтӗ вӗсем,  аннесем. 

 

Вӗсен паттăрла ӗçне ял-йыш астăвать

1943 çулхи августран пуçласа декабрьччен Тутар АССРӗн Октябрьски районне кӗрекен Уксăмлă ялӗн хастар çыннисем Анна Пайдуганова,  Екатерина Акмулина, Анна Чернова, Мария Медведева тата Алексей Белов паттăрла ӗç тунă: Калугăна çити 200 пуç выльăха пӗр çухатмасăр хăваласа илсе çитернӗ.

Ку ӗçе вӗсен ачисем, ачин ачисем тата Уксăмлă çыннисем пӗлеççӗ, астăваççӗ. Ку вăл лайăх. Вӗсен ӗçӗ халăх асӗнче упранать. Çӗнтерӗве çывхартма пулăшакан ӗçченсене, вăрçă вăхăтӗнче инçете выльăх хăвалама кайнă пур çынна та, вăрçă вăхăтӗнче ӗçленӗ мӗнпур çынна чыс та мухтав.

Анна Герасимовна Яковлева-Пайдуганова Березовкăра çуралнă, Наталья Прокофьевнăпа Герасим Яковлевич Яковлевăн кӗçӗн хӗрӗ пулнă. Икӗ класс вӗреннӗ (иккӗмӗш класне вӗренсе пӗтерме май килмен). 

Вăл Уксăмлăра вырăсла пӗлекен пӗртен-пӗр хӗрарăм пулнă. Березовкăра вырăссем те пурăннă. Уксăмла Пайдуганов Яхӳньккене качча килнӗ. Вăрçă вăхăтӗнче бригадирсен курсне вӗренсе пӗтернӗ. Тыл ӗçченӗ. 1943 çулхи август – декабрь уйăхӗсенче Калугăна çити гурт (выльăх кӗтӗвӗ, пысăк кӗтӳ) хăваласа çитернӗ. 1944 çулхи январь  уйăхӗнче килне поездпа таврăннă. 

Унăн аслă пиччӗшӗ Михаил Герасимович Яковлев Пӗрремӗш тӗнче вăрçинче (1914 – 1918) пуç хунă.

1941 – 1945 çулхи Аслă вăрçă вăхăтӗнче Анна Герасимовнăн ашшӗ  – Герасим Яковлевич Яковлев – пӗтӗм поселок (Березовка) валли çăпата тунă. Анна Герасимовнăн кукашшӗ – Яков – патша çарӗнче 25 çул хӗсмет­ре тăнă, ăна уншăн çӗр панă. Патша çарӗнчен таврăнсан авланнă, кăвак куçлă, илемлӗ хӗре качча илнӗ. Мăшăрӗпе 7 ача çуратса ӳстернӗ. 

 

Елена ЕРМИЛОВА, 

филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ.

Шупашкар.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #81-летие Великой Победы