«УЛАХРА» ӖÇ ВӖРЕСЕ ТĂРАТЬ
Васькино-Туйраллăра пурăнакансем наци тумне хăйсемех çӗлесе тăхăнаççӗ
Халăх йăли-йӗркине упраса хăварас, малалла аталантарас тӗллевпе Павлă районӗнчи Васькино-Туйраллă ялӗнчи Культура çурчӗ çумӗнче йӗркеленнӗ «Улах» клуба çӳрекенсем «Ăста алăсем» кружока çӳрекен ачасемпе пӗрле чăваш наци тумӗсемпе пуçа тăхăнмалли хатӗрсем çӗлеме, хатӗрлеме пуçланă.
Ял çыннисен кăсăкланăвӗ
Халиччен ялти Культура çуртӗнче наци тумӗ çӗлес ыйту çине тимлӗх уйăрман. Çӗнӗ директор килсен вара лару-тăру та улшăннă: «Улах» ушкăн йӗркеленнӗ, унта çӳрекенсем хăйсен аллипех наци тумӗ çӗлессипе интересленме пуçланă. Эрнере виçӗ хутчен пухăнса ӗçлени ахаль иртмен – çӗнӗ чăваш кӗписем, тухья-хушпу, масмак тата ытти аксессуарсем чиперех хатӗрленӗ туйраллăсем.
– Хăш чухне 15 çынран та ытла пухăнатпăр. Арçынсем те килеççӗ. Малтан кашни хăй валли костюм çӗлес тенӗччӗ. Ара, унччен сахалăнччӗ эпир, костюмсем пач çукчӗ. Тӗрлӗ мероприятисене вара куллен хутшăнмалла, – каласа парать Васькино-Туйраллăри Культура çурчӗн илемлӗх ертӳçи Галина Демидова. – Пирӗн кӗпе çӗлеме ăста Людмила Альбертовна пур, паллах, анчах та вăл пурин валли те çӗлесе ӗлкӗреймест. Май пур таран пулăшатпăр ăна. Пуçа тăхăнмалли хатӗрсене те хамăрах ăсталатпăр – интернетра вӗрентекен видеороликсем пăхатпăр, çак темăпа статьясем вулатпăр, çапла вӗренетпӗр.
– Клуба виçӗ çул çӳретӗп ӗнтӗ. Хам тутар-ха эпӗ, анчах та мана хӗрсемпе пуçтарăнса ларма, чăваш юррисем вӗренме, кайран тӗрлӗ уявсенче юрлама çав тери килӗшет. Çак хушăра эпир кӗпе çӗлеме, бисерпа тата хăюсемпе тӗрлеме вӗрентӗмӗр. Енчен те кам та пулсан тӳрех пултараймасть – пӗрле ларатпăр, вӗренетпӗр. Тӗслӗхрен, шăрçапа усă курса пиçиххи тума малтан никамах та пӗлместчӗ. Вăхăт иртнӗçем ӗç кал-кал пыма пуçларӗ. Алă теме те хăнăхать. Эпӗ кунта килти ӗçрен канатăп, анчах вăхăта усăллă ирттеретӗп, – тет çак ялта пурăнакан Райса Бахитова.
Ал ăстисем кичемленсе лармаççӗ, вӗсен ӗçне Николай Белов купăс каласа илем кӳрет. Николай ачаран купăс калать, çамрăк чух яш-кӗрӗмӗн вăййисенче купăс каланă. Операци тӳссе ирттерме тивсен те клуба çӳреме пăрахман вăл. Унпа пӗрле мăшăрӗ Валентина та килет культура вучахне – чăваш кӗписем çӗленӗ çӗре те хутшăнать, юрлать-ташлать те. Купăсçăн репертуарӗ тӗпрен илсен чăваш халăх юррисенчен тăрать, анчах та куллен Раççей эстрадин хичӗсемпе те пуянлансах пырать.
Савăнăç кӳрет
Кӗпе çӗлеме кирлӗ пусмана, бисера, хăюсене тата ытти хатӗрсене хӗрарăмсем хăйсен укçипе туянаççӗ. Хăшне-тӗр лавккаран илеççӗ, бисерпа ытти вак детальсене вара интернет урлă заказ параççӗ – хăйсем каланă тăрăх, интернет-лавккасенче тем те пур. Пӗр костюма виçӗ кунра çӗлесе пӗтерме пулать иккен. Хакӗ вара 3 пин тенкӗрен пуçланать.
– Пирӗн темиçе авалхи кӗпе пур, вӗсене 80 – 100 çул каяллах çӗленӗ. Эпир çак тупрана çав тери упратпăр. Çавсем çине пăхса çӗннисене çӗлетпӗр те ӗнтӗ. Фондра манăн аннен икӗ кӗпи те упранать. Вӗсене алăпа тӗртсе тунă пусмаран çӗленӗ, – ăнлантарать Галина Демидова. Хăй каланă тăрăх, вăл тăван ялне питӗ юратать, хăнасене йышăнма та кăмăллать. Тӗрлӗ коллективсем килнӗ чух туйраллăсем хăнасене хисеплесе хăйсен наци тумӗсене тăхăнаççӗ. Нумай чухне пӗр-пӗринчен вӗренеççӗ.
– Пӗрре пирӗн пата Чăваш Республикинчен артистсем килчӗç. Эпир вӗсене илемлӗ наци тумӗпе кӗтсе илнине кура пиртен: «Эсир те пирӗнпе пӗрле юрлатăр-им?» – тесе ыйтрӗç. Пур хăнана та çапла кӗтсе илесси пирӗн ырă йăла пулнине пӗлсен тӗлӗнчӗç, – каласа парать Галина Демидова.
Аслисемпе пӗрле «улаха» ачасем те çӳреççӗ. Хӗрачасем çеç те мар, арçын ачасем те бисерпа ӗçлеççӗ кунта.
– Эпӗ кунта алă ӗçӗ тума юратнăран çӳретӗп. Манран юлташсем те юлмаççӗ. Эпир сӗтел хушшинче ларса алă ӗçӗ тунипе кăна çырлахмастпăр, çӗнӗ юрă-ташă вӗренетпӗр, вăйăсем вылятпăр. Галина Владимировна пире чăваш халăхӗн йăли-йӗрки, историйӗ, тӗррисем пирки интереслӗ каласа парать, – терӗ пире Дина Стекольщикова ӗçӗнчен пӗр саманта та уйрăлмасăр. – Çитӗнсен çакăнта вӗреннӗ хăнăхусем кулленхи пурнăçра кирлӗ пулаççӗ тесе шутлатăп.
Яланах ӗç пултăр
Туйраллăсен планӗнче – хăйсен костюм фондне тата та пуянлатасси, çавăн пекех çăпата çыхма вӗренесси. Çак ӗçе вӗрентме вӗсем тепӗр чăваш ялӗнче – Усăллăра – пурăнакан Ирина Мурзаковăна чӗнсе илнӗ. Вăл ку енӗпе нумай çул тăрăшать-мӗн. Çавăн пекех туйраллăсем тенкӗсенчен ăсталанă кăкăр умне çакмалли хатӗрсем те тума вӗренесшӗн-ха.
– Пирӗн ялти Культура çурчӗ йăла-йӗркене тытса пырать, халăх пултарулăхне тарăнрах тӗпчес тесе тăрăшать. Васькино-Туйраллă ялӗ XVIII ӗмӗрте йӗркеленнӗ. Манăçнă йăласене те чӗртсе тăратасшăн эпир. Çак ыйту çине пӗтӗм Тутарстанӗпех пысăк тимлӗх уйăраççӗ. Кăçал, Наци культурисемпе йăлисен çулталăкӗнче, уйрăмах вăйлă ӗçлемелле ку енӗпе. Чăваш халăхӗ ӗлӗкренех ӗçе юратнипе палăрса тăнă. Пирӗн патра: «Кам кахалланмасть, ун валли яланах ӗç тупăнать», – теççӗ. Манăн анне вара: «Яланах ӗç пултăр», – теме юратать. Енчен те ӗç пур-тăк, эппин пурнăç малалла тăсăлать. Эпир йăла-йӗркесене хамăр атте-аннесенчен вӗреннӗ, халь вара ачасене те вӗрентетпӗр. Ак, тӗслӗхрен, Туйраллăра халӗ авалхи хӗр ташшине ташлама пӗлекен икӗ ватă çын кăна юлнă. Çав ташша ачасене вӗрентетпӗр – вӗсем хăйсен йăх тымарӗсене ан манччăр тетпӗр. Несӗлсемпе çыхăну пурри пире хăйне евӗрлӗ, вăйлă пулма, йывăрлăхсене çӗнтерме пулăшса пырать-çке, – терӗ Галина Демидова пирӗнпе сывпуллашнă чух.
Мария КАНДАУРОВА.
Павлă районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев