Ульяновск çар ветеранӗсем СВОна 43 миллион тенкӗлӗх пулăшу леçнӗ
Çар ветеранӗ, отставкăри подполковник Марс Киямович Саяпов ертсе пыракан ветерансен ушкăнӗ ятарлă çар операцийӗ пуçланнă кунранах салтаксем валли гуманитари пулăшăвӗ пухать кăна мар, хăйех леçет те. Луганскран пуçласа Херсон облаçӗ таран çитсе кашни посылкăна адресата алăран тыттарать. Çавăнпа кун пек çулçӳревсенчен пӗри те эрнерен каярах пулаймасть, нихăçан та. Нумай пулмасть 21-мӗш рейсран таврăнчӗç.
Район администрацийӗн пуçлăхӗ М.Гафаров ыйтнипе ветерансем Çӗпрел Акатуйӗнче, июнӗн 8-мӗшӗнче, ятарласа фронтран илсе килнӗ трофейсен куравне йӗркеленӗччӗ. Шăп çавăн чух Марс Киямовичпа хăйӗнпе курса калаçрăмăр.
— Атьсем патӗнчен май уйăхӗн 26-мӗшӗнче таврăнтăмăр кăна-ха. Хальхинче кайсан илсе килнӗ трофейсем кăна кунта: бронежилет, усă курнă магазинсен сумки, каска, осколок ванчăкӗ лекнӗ бронежилетăн малти пайӗ (апла-тăк, камăн-тăр пурнăçне сыхласа хăварнă вăл), фляжка, прицел, украин дронӗсем, гильзăсем… Украинсен «Баба Яги» те пурччӗ. Эпир ăна пӗр шкул музейне парса ӗлкӗртӗмӗр, — паллаштарчӗ Марс Киямович сӗтел çине хурса тухнă трофейсемпе.
Çамрăк ăрăва хăйсен тӗслӗхӗпе патриотизм воспитанийӗ паракан ветерансен куравӗ ятарлă çар операцийӗн чăнлăхӗн пӗр пӗрчи тесен те юрать-тӗр, мӗншӗн тесен трофейсем тин кăна вăрçă хирӗнчен, кашни япалан хуçи — салтак. Сăмах май, 30 ытла шкул музейне çакнашкал экспонатсем парнеленӗ те ӗнтӗ вӗсем.
— Кашни рейсрах гуманитаркăна 1-3-шер «КАМАЗ» илсе каятпăр. Подразделенисене хăйсене кирлӗ пек усă курма «УАЗ», «Нива», вездеход тата ют çӗршывра кăларнă пурӗ 15 ытла машина леçрӗмӗр, — терӗ хăйсем тăвакан çав тери кирлӗ ӗç пирки кӗскен подполковник.
Ветерансен пулăшуçисем çав тери нумаййине уйрăммăн палăртрӗ Марс Киямович. Вӗсем пӗр регионтан кăна та мар иккен. Çар туслăхӗ, вăрçă нушине пӗрле тӳснӗ пулсан пушшех те, хурçăран та çирӗппине тепӗр хут кăтартать ку. М. К. Саяпов хăй Афган вăрçине иртнӗ кадрти офицер, разведчик.
— Хастар пулăшуçăсем нумай пирӗн. Çӗпрел районӗнче, тӗслӗхрен, шаннă çыннăмăр Çар ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳçи Виктор Петухов, эпир унпа пӗрле Афганра пулнă. Пире ку районта пулăшу памасăр нихçан та юлман, Олег, Павел, Владимир аттесем, Наталья Кузнецова (Мадюкова) волонтер, администраци пуçлăхӗ Марат Гафаров, Чăваш Енри Муркаш районӗнчи Герман Леонтьев, Ульяновск облаçӗнчи Кивӗ Майнари Максим Чебаков, Ульяновск хулинче УВД ветеранӗсем… Гуманитарка пухас ӗçе Ульяновск хулинче эпир Владимир Ярухинпа, Федор Горобцовпа тата ыттисем пӗрле илсе пыратпăр. Пысăк укçапа пулăшакан усламçăсем те нумай пирӗн. Ульяновск, Самара хулисенче пурăнаççӗ вӗсем. Еленăпа Виктор Скидоненко çемйи, тӗслӗхрен, хăй кăна миллион тенкӗ пачӗ. Ульяновск облаçӗнчи Кивӗ Майна администраци пуçлăхӗ те самай пулăшать. Май уйăхӗн 26-мӗшӗ хыççăн Хакасирен икӗ контейнер гуманитарка килчӗ. Маскировка сеткисем, типӗ душ, аялти кӗпе-йӗм, носки янă вӗсем. Контейнерсем Красноярскран та килеççӗ. Эпир вӗсене йышăнатпăр та чаçсем тăрăх салататпăр. Пулăшуçăсен географийӗ пирӗн çав тери анлă, пӗтӗм Совет Союзӗнчен. Германипе Украинăран та укçа куçаракансем пур. Пире кам пӗлет, кам Раççее çӗнтерттересшӗн — пурте пулăшаççӗ», — тăсăлать малалла калаçу.
22-мӗш рейса ветерансем июнь уйăхӗн вӗçӗнче тухма хатӗрленеççӗ. Хальхи вăхăтра гуманитарка пухаççӗ, тӗпрен илсен, салтаксем мӗн ыйтнине тивӗçтерме тăрăшаççӗ. Хальхинче акă строительство материалӗсем илсе каясшăн, разведчиксем машина та ыйтаççӗ. «Машина пур, ăна Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗ туянса пама шантарчӗ», — терӗ Марс Киямович кун пирки.
Сăмах май, ветерансем гуманитаркăна тӗрлӗ регион подразделенийӗсене леçеççӗ, çав шутра Чăваш Енри «Атăла» та, кашнинче Луганскран пуçласа Херсон облаçӗ таранах çитеççӗ.
— Хам эпӗ кадрти офицер, манăн салтаксем халӗ хăйсем полковниксем, подполковниксем ӗнтӗ, вӗсемпе куллен çыхăнура. Мӗн кирлине вӗсенчен пӗлетпӗр, çавăнпа кашни рейсăн гуманитарки тӗрлӗрен. Пӗрремӗшӗнче (2022 çулхи апрелӗн 17-мӗшӗ) ытларах çыхăну хатӗрӗсемпе медикаментсем илсе кайрăмăр. Пăхатпăр та салтаксен тумӗсем пӗтнӗ. Тепрехинче атьсем валли тум, атă-пушмак туянса леçрӗмӗр. Унтан машинăсем, бензопăчкăсем, шуруповерт, пăта-мăлатук, генераторсем… Кашнинчех апат-çимӗç илсе каятпăр. Çыхăну хатӗрӗсем туянма 600-650 пин тенкӗ кирлӗ, халӗ эпир Старлинк (спутник интернечӗн комплексӗ) туянатпăр. Пӗрремӗшӗнчен, вăл меллӗ, иккӗмӗшӗнчен, питӗ хăвăрт ӗçлет тата ăна украинсем чараймаççӗ. Дрона хирӗç пемелли пăшалсем те илсе каятпăр. Салтаксене эпир хамăрăннисемпе юттисем çине пайламастпăр. Çул çинче блокпостсенче тӗрӗслеме чарнă атьсене те пӗр-ик коробка апат-çимӗç парса хăваратпăр, вӗсем те пирӗн.
Маскировка сеткисем нумай кирлӗ атьсене. 43 миллион ытла тенкӗлӗх гуманитарка пухайрăмăр пулсан, апла пысăк ӗç тăватпăр. Кам та пулсан тумаллах ăна, унта пирӗн ачасем вӗт, — çапла вӗçлерӗ офицер хăй сăмахне.
Чăнах та çав тери пысăк та кирлӗ ӗç тăваççӗ çӗршывăн çар ветеранӗсем паян. Йывăр çапăçу хирӗнче атьсем Тăван çӗршыва хӳтӗленӗ вăхăтра чунӗ лăпкă пулаймасть вӗсен, мӗншӗн тесен вăхăтӗнче вăрçă нуши хăйсен те шăмми витӗр тухнă. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа