Ульяновск чăвашӗсем паллă çынсене халалланă «Легенда» парк уçасшăн
Пирӗн мăн асаттесен мухтавлă патшинчен Аттилран пуçласа Ермака, В.Татищева, Н.Бичурина, И.Яковлева, П.Егорова, И.Ульянова тата ыттисене халалланă «Легенда» парка Ульяновск хулин Заволжски районӗн Кукша тăвӗ çинче уçма палăртнă
Сентябрӗн 10-мӗшӗнче тӗп хулари Г.Тукай тӳремӗнче Хусан чăвашӗсем Николай Кондрашкин скульпторпа тӗл пулчӗç. Николай Григорьевич Хусана Ульяновскран килсе çитнӗ. Пысăк ӗç пуçарса янă иккен кӳршӗ регионти чăваш хастарӗсем. Паллă скульптор кунта Патшалăх пурлăхне тытса тăракан федераллă агентствăн регионсен хушшинчи территориллӗ управленине документсем пама ятарласа килнӗ. Документсем кӳршӗри чăвашсем Ульяновск хулинче «Легенда» культурăпа истори паркне туса хурассипе çыхăннă иккен.
Пирӗн мăн асаттесен мухтавлă патшинчен Аттилран пуçласа Ермака, В.Татищева, Н.Бичурина, И.Яковлева, П.Егорова, И.Ульянова тата ыттисене халалланă «Легенда» парка Ульяновск хулин Заволжски районӗн Кукша тăвӗ çинче уçма палăртнă.
Паркăн культура проектне Николай Кондрашкин скульптор ертсе пыракан «Кӗмӗл ăйăр» пултарулăх центрӗ хатӗрленӗ, Ульяновск облаçӗнчи ЧНКА пăхса тухнă, иртнӗ çул «Возрождение» обществăлла юхăм пуçарса янă ку ӗçе. Ульяновск хулин Госархитектура специалисчӗсемпе облаçри историпе илемлӗх музейӗсем ырласа йышăннă, хула, область ертӳçисем килӗшнӗ.
Документсене парса хăварнă хыççăн Н.Кондрашкинпа ăна кӗтсе илнӗ вырăнти чăвашсем Ш.Марджани урамӗнчи авалхи çуртпа паллашрӗç. 1918 çулччен кунта вак халăхсем валли учительсем хатӗрлекен семинари вырнаçнă пулнă.
Ун историйӗ çапларах. Семинарие 1872 çулта Н.И.Ильминский пуçарăвӗпе Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсем валли педагог-миссионерсем хатӗрлес тӗллевпе уçнă. Анчах ытларах вырăссем вӗреннӗ унта. Хусан вӗренӳ округне кӗрекен ытти кӗпӗрнесенчи земски тата пуçламăш шкулсенче пӗлӳ илнисене, Çурçӗрпе Çӗпӗр халăхӗсен ачисене те йышăннă. Вӗреннӗшӗн, апатланнăшăн, пурăннăшăн тӳлемелле пулман. Тăватă çул хушши кунта Турă саккунӗ, вырăс чӗлхи, истори, географи, арифметика, чиркӳре юрлама вӗреннӗ. Педагогика çине уйрăмах пысăк тимлӗх уйăрнă. Педагогика практикине йӗркелес тӗллевпе семинари çумӗнче 1874 çултанпа чăваш, ирçе-мăкшă, çармăс, удмурт ачисем валли тӗслӗхлӗ пуçламăш шкулсем ӗçленӗ (вырăс студенчӗсем практикăна хулари пуçламăш шкулсене, тутар-кӗрешӗнсем Хусанти тӗп кӗрешӗн-тутар пуçламăш шкулне çӳренӗ). Вӗренекенсемпе преподавательсем Библипе христиан литературине тăван чӗлхене куçарас тӗлӗшпе хастар ӗçленӗ. Преподавательсенчен пысăк квалификациллӗ чăваш профессорӗсене Н.И.Ашмарина, Н.В.Никольские, Ф.Н.Никифорова тата ыттисене палăртса хăвармалла. 1874 çулта семинари директорӗ Н.И.Ильминский чӗннипе çамрăк педагог-миссионер Иван Яковлевич Яковлев та кунта пӗр вăхăт тăрăшнă.
1872 – 1918 çулсенче семинарирен мӗнпурӗ 1500 çын вӗренсе тухнă, çав шутра 686 вырăс, 243 кӗрешӗн, 179 чăваш, 128 çармăс, 110 ирçе-мăкшă, 70 удмурт, 36 коми-пермяк, çӗре яхăн калмăк, казах, якут, хакас, алтаец, шорецсемпе кореецсем тата ыттисем. Семинарирен вӗренсе тухакансем Атăлçи халăхӗсен наци интеллигенцийӗн никӗсӗ пулса тăнă...
Ульяновскри паркăн тӗллевӗ – мухтавлă мăн асаттесен паттăрлăхӗ пирки çамрăксене пӗлтересси, аваллăха тата ытларах тӗпчесси. Атăлçи тăрăхӗнче тахçан темиçе ӗмӗр юнашар пурăннă халăхсен пӗрлӗхне, вӗсен çӗнтерӗвӗсемпе йăнăшӗсене тишкерсе паянхи кун валли кирлине илесси, пулас ăрусене тивӗçлӗ воспитани парса халăхсен хушшинчи хутшăнусене çирӗплетесси.
Çӗнӗ проект пурнăçа кӗтӗрехчӗ.
Василий КАРАБАЕВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев