Ульяновск хулинче чăвашсен Акатуйӗ иртрӗ
Ульяновск облаçӗ Тутарстанпа, Чăваш Республикипе кӳршӗллӗ пулнăран çак регионсенчен те çынсем пуçтарăнса килнӗ. Кăсăкли вара пайтах, кашни хăйне çывăххине тупать уяв тӳремӗнче. Тӗп сценăн пӗр енӗпе наци кил-картишӗсене лартса тухнă.
Иртнӗ шăматкун, майăн 31-мӗшӗнче, Ульяновск хулинче облаçри шайра Акатуй пулчӗ. Ака ӗçӗсем вӗçленнине пӗлтерекен праçник Çӗнтерӳ паркӗн ипподромӗнче иртрӗ.
Ульяновск облаçӗ Тутарстанпа, Чăваш Республикипе кӳршӗллӗ пулнăран çак регионсенчен те çынсем пуçтарăнса килнӗ. Кăсăкли вара пайтах, кашни хăйне çывăххине тупать уяв тӳремӗнче. Тӗп сценăн пӗр енӗпе наци кил-картишӗсене лартса тухнă. Çакăнта облаçри чăвашсем йышлă пурăнакан районсем хăйсен вырăнти йăли-йӗркисемпе паллаштарчӗç – чăваш апат-çимӗçӗ, сăри, тӗрленӗ тумтирӗ, кулленхи кунра усă курмалли япаласем тата ытти те. Килен хăнасене вӗсем юрласа-ташласа кӗтсе илсе çăкăр-тăварпа хăналарӗç, сăра ӗçтерчӗç. Çанталăкӗ питӗ шăрăхчӗ те чухах пулчӗ сивӗ те кăпăклă сăра. Наци кил-картисен умӗнчен çын татăлмарӗ кунӗпе те.
Сценăн тепӗр енӗпе вара суту-илӳ хӗрсе пычӗ. Çакăнта тӗрӗллӗ тумтир, тутăр-алшăлли, чăваш капăрлăхӗсене, тӗрлӗ вак-тӗвек сувенир туянма пултарчӗç çынсем. Лапамăн тепӗр вӗçӗнче хир кухни ӗçлерӗ. Шашлăк, плов тата ытти апата астивме пулчӗ кунта.
Акатуйăн тӗп сценине хирӗç тепӗр сцена вырнаçтарнăччӗ. Унта «Уçă микрофон» литература площадки ӗçлерӗ. Ăна облаçри «Канаш» хаçат редакторӗ Елена Мустаева йӗркелесе ертсе пычӗ. Праçник вӗçлениччен те кăмăл тăвакансен черечӗ татăлмарӗ, пӗрисем сăвă вуларӗç, теприсем юрларӗç. Константин Ивановăн 135 çулне халалласа ун сăввисене вырăсла та, чăвашла та вулакансем пулчӗç.
Акатуйăн хаклă хăнисен шутӗнче Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ Алексей Русских, Ульяновск хулин пуçлăхӗ Александр Болдакин, Раççей Геройӗ, генерал-лейтенант, Раççей чăвашӗсен Федераллă наципе культура автономийӗн председателӗ Николай Гаврилов, облаçри Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ Владимир Бабайкин тата ытти паллă çынсем пулчӗç.
- Ульяновск облаçӗ Атăлçи пекех мӗн ӗлӗк-авалтан халăхсен туслăхӗпе палăрса тăрать. Эпир тӗрлӗ чӗлхепе калаçсан та пурпӗрех нумай нациллӗ Раççейӗн пӗр халăхӗ пулнă та пулатпăр та. Пире пӗр шăпа, тăван çӗре юратни пӗрлештерсе тăрать, терӗ Алексей Русских. Чăваш Республикин Пуçлăхӗн Олег Николаевăн саламне те çитерчӗ кӗпӗрнаттăр.
- Ульяновск пирӗн Тăван çӗршывăмăрăн чи нумай нациллӗ хулисенчен пӗри пулса тăрать. Çӗршер çул кунта тӗрлӗ тӗн, тӗрлӗ халăх çыннисем килӗштерсе пурăнаççӗ. Çулсерен Акатуй ирттерни вăл нацисен пӗрлӗхне çирӗплетни кăна мар, çитӗнсе пыракан ăрăва культурăри йăла-йӗркесене парса пыни те, хушрӗ Александр Болдакин.
Владимир Бабайкин та хăй енчен область чăвашӗсене Акатуйпа саламларӗ. Авалтан пыракан йăласене тытса пынин кирлӗлӗхӗ çинчен каласа вӗсене çамрăк ăрăва парса пымаллине палăртрӗ. Кӗпӗрнаттăра, Федераллă наципе культура автономийӗн председательне тӗрев панăшăн тав турӗ. Хăйне те нумай çулсем чăваш культурипе йăлисене аталантарассипе ӗçленӗшӗн, Ульяновск облаçӗн аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнӗшӗн Алексей Русских кӗпӗрнаттăр ятӗнчен «Тав тăватăп» паллăпа чысларӗ.
Унтан мероприятин хаклă хăнисем Акатуй лапамӗнчи куравпа паллашрӗç, наци кил-картисене кӗрсе тухрӗç. Çак кун Ульяновскра тепӗр пысăк уяв – мордвасен Шумбрачӗ иртнипе кӗпӗрнаттăр ытти çултисем пек йăлт пăхса çаврăнаймарӗ пулин те чи кирли – чăваш халăхне саламласа кайрӗ.
Спорт площадки патӗнчен те çын татăлмарӗ. Кунта кире пуканӗ йăтассипе, алă вăй виçессипе тата Кӗрешӳпе ăмăртусем хӗрсе пычӗç.
Туслă лару-тăрура иртсе кайрӗ Ульяновсксен Акатуйӗ, килнӗ халăх кăмăллă юлчӗ.
Ирина ТРИФОНОВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев